17 апреля 2010 г.
Шупашкарта ун ячĕллĕ урам пуртанах-тăр паллă вăрманçă Б. И. Гузовский пирки ачаранах илтмен çын Чăваш Енре çук та пулĕ. Кăçал вăл çуралнăранпа 150 çул çитет. Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Енĕн паллă вăрманçи Бронислав Ильич Гузовский Раççейри обществăпа политика, экономикăпа культура пурнăçĕнче пысăк улшăнусем пулса иртнĕ вăхăтра пурăннă тата ĕçленĕ. Çав улшăнусем вăрман хуçалăхне те айккинче тăратса хăварман. Кунта вара хăйĕн пурнăçне вăрман ĕç-хĕлне халалланă Б. Гузовский тарăн йĕр хăварнă.
Бронислав Ильич Гузовский 1860 çулхи çу уйăхĕн 5-мĕшĕнче Украинăри Ровно хулинче çуралнă. Ачаллах тăван тавралăха юратса ÿснĕ каччă реальнăй училище хыççăн тĕп хулари вăрман академине (халĕ – Мускаври К. А. Тимирязев ячĕллĕ ял хуçалăх академийĕ) вĕренме кĕнĕ. Хастар студент пĕлÿ илнĕ хушăрах ăслăлăх ĕçĕ çырнă. Академи канашĕ ăна вăрман ĕрчетес ĕç кандидачĕн степеньне панă. Çакăн хыççăн ученăй-вăрманçă вăрман ĕрчетес практикăлла ĕçе кÿлĕннĕ. Малтанах 25 çулхи çамрăк Кострома кĕпĕрнинче çулталăк хушши вăй хунă. Унтан Хусан кĕпĕрнине çитнĕ.
Хусан кĕпĕрнинчи юман вăрманĕсем, çав шутра Чăваш Енрисем те, пахалăхĕпе-продуктивлăхĕпе Раççейре те, ун тулашĕнче те ырăпа çеç палăрнă. Ку вăрмансем тĕлĕшпе Пĕрремĕш Петĕр патшаран пуçласах пысăк тимлĕх уйăрнă. Шăпах çакăнта Раççейри вăрман культури никĕсленнĕ. Кунти юманлăхсем çĕршыв аталанăвне, унăн çар ĕçне пысăк тÿпе хывнă. Пĕрремĕш Петĕр патша вăхăтĕнче кунти чи лайăх юмансене флот валли каснă. Çак «тимлĕх» йĕр хăвармасăр иртмен. 19-мĕш ĕмĕр вĕçленнĕ тĕле юманлăх лаптăкĕсем палăрмаллах сахалланнă. Çавăнпа та хăйне 1889 çулта Ильинка лесничествин лесничине çирĕплетсен, Б. Гузовский Атăлăн сылтăм енчи (пирĕн тăрăхри) юманлăхсене чĕртессипе ĕçлеме тытăнать.
Ку тăрăхри йывăçлăх территорийĕ хăйне евĕрлĕхĕпе палăрса тăнă. Ансăр тăрăх пулса вăл Атăл хĕррипе таçта çитиех тăсăлнă. Пĕтĕмĕшле лаптăкĕ 5272 гектарпа танлашнă. Ăна пăхса тăрасси тата çĕнĕлĕхсене шута илсе аталантарасси çăмăл ĕç пулман. Кунта ытларах 140-180 çулсенчи юмансем çитĕннĕ.
1896 çулхи çу уйăхĕн 11-мĕшĕнче Чикме лесничествине (Ильинка тăрăхĕ ун йышне кĕнĕ) Петербургран каснă вырăнсене çĕнĕрен юман лартса ĕрчетес ыйтупа ятарлă комисси çитнĕ. Сумлă хăнасене Ильинка лесничествин лесничийĕ Б. Гузовский хисеплĕ рапортпа кĕтсе илнĕ. Комисси членĕсем икĕ эрне хушши кунти вăрмансенчи юманлăх ыйтăвĕсемпе, каснă лаптăксене çĕнĕ вăрман епле лартса чĕртессипе интересленнĕ. Вăрмансенчи санитари лару-тăрăвĕ те вĕсене килĕшсех кайман. Комисси лесничисене сăнавлă йĕркепе вырăнсемпе килĕшсе тăракан вăрман культурисене лартса аталантарма, йĕкел акса юман хунавĕсем çитĕнтерме сĕннĕ. Анчах мĕнле майпа; Ун пирки комисси членĕсем шарламан. Лесничисене çул-йĕре тĕрĕс палăртма хăйсене ирĕк панă. Бронислав Ильич çав çултан тытăнса вăрман хуçалăхĕнче сăнавсемпе тĕпчевсем ирттерме пуçлать, туса ирттерни пирки статья хыççăн статья çырса журналсенче пичетлет, вăрман хуçалăх ĕçне çĕнĕлĕхсем кĕртет.
Тăрăшуллă вăрманçă 1867 – 1889 çулсенче вăрман каснă хыççăнхи 154 лаптăка тĕрĕслет, каснă лаптăксене 3 ушкăна уйăрать. Юманлăхсене искусствăлла майпа чĕртес тĕлĕшпе Б. И. Гузовский юман йĕкелĕсене 11 вариантпа акма тата сăнавлă участоксенче ÿстернĕ калчасене 5 вариантпа лартма сĕнет.
Юманлăхсен сăнавлă участокĕсене лартассине Б. Гузовский пысăк мар лаптăксенчен пуçланă. 1896 çулхине вăл юман йĕкелĕсене – 13,7 гектар, 1897 çулта – 37,1 гектар, 1898 çулта 53,1 гектар т. ыт. те лартнă. Бронислав Ильича юманлăха ĕрчетес ĕçри кашни пулăм интереслентернĕ. Йĕкел пухасси тата ăна тирпейлĕ хĕл каçарасси, вĕсене акса калчасем тăвасси, лартнă калчасене пăхса тăрасси, вĕсем çинчи сăтăрçăсемпе кĕрешесси яланах вăрманçăн кун йĕркинче пулнă. Тĕллевлĕ ĕçлени 20-мĕш ĕмĕр пуçламăшĕнче Ильинка тăрăхĕнчи юманлăхсенчи лару-тăрăва ырă еннелле улăштарнă.
Хăй ĕçĕнче Б. Гузовский ют çĕршывсенчи опытпа та усă курса пынă. Çак тĕллевпе вăл 1904 çулта Германире пулса нимĕçсем юманлăхпа епле ĕçленипе паллашнă. Унтан таврăнсан вăл «Германири вăрмансенче 1904 çулта ют çĕршыва командировкăна кайнин отчечĕ» кĕнеке кăларать. Унта вăл нимĕç вăрманçисен ĕçне çутатнипе пĕрлех хăйĕн сĕнĕвĕсене те парать. Тепĕр çулхине вăл Тулăри вăрманçăсем юманлăхсемпе епле ĕçленипе кайса паллашса килет.
Б. Гузовский палăртнă тăрăх, шĕшкĕлĕхре яланах сулхăн, хĕвел çĕр çине витĕр ÿкмест. Кунти çĕр кăпăшка, гумуспа пуян. Шĕшкĕ çук çĕрте курăк вăйлă ÿсет, тăпра тимĕр пек типсе хытать, вăл тутлăхлă япаласенчен чухăн. Ун пек вырăнта юман вăй илеймест. Çавăнпа та йĕкел акма лаптăк тĕрĕс суйласси унăн практикинче пысăк вырăн йышăннă.
Бронислав Ильич хăй ĕçлесе пурăннă вăхăтрах вăрман ĕрчетме ятарлă программа хатĕрленĕ. Пирĕн енре 1896 – 1913 çулсенче ĕçлесе Ильинка лесничествинче вăл тăрăшнипе 1208 гектар юманлăх ĕрчетнĕ. 1912 çулхи çу кунĕсенче Хусанти патшалăх пурлăхĕпе çĕр ĕç управленийĕн пуçлăхĕн пуçарăвĕпе кĕпĕрнери лесничисене Ильинка лесничествине экскурсине илсе килнĕ. Кунти ĕç-хĕлпе паллашни курма килекенсемшĕн тĕлĕнтермĕш вырăннех пулнă. Каярахпа çак çул çÿрев пирки Хусанти сăнавлă лесничество вăрманçи А. Юницкий хăйĕн отчетĕнче çапла çырнă: «Ильинкăра тăван вăрмана юратасси, вăрман наукине малалла аталантарасси сÿнмен-ха. Çывăхри чукун çултан 100 çухрăмри вăрман шăплăхĕнче вăрман аталантарăвĕн малта пыракан шухăшĕсемпе тата ĕçĕсемпе тĕл пулни – сайра тĕл пулакан чăнлăх. Кунти савăнăçлă та çутă пуласлăхлă ĕçсем ĕмĕрлĕхе асра юлĕç».
1913 çул варринче маттур вăрманçăна Хусанти патшалăх пурлăхĕпе çĕр ĕç управленийĕн аслă ревизорне çирĕплетеççĕ. Бронислав Гузовский Хусана пурăнма куçать. Анчах ĕмĕрĕ кĕске пулнă. Ăста вăрманçă 1914 çулхи раштавăн 4-мĕшĕнче вилнĕ.
Б. И. Гузовский ячĕ Раççейри вăрманçăсен историйĕнче пысăк вырăн йышăнать. Унăн вĕрентĕвĕпе Чăваш Енри йывăç-тĕм çитĕнтерес ăстасем Л. Н. Никифоров, С. Т. Тихонов, П. Т. Тимофеев анлă усă курнă. Унăн теорийĕ паян та хăйĕн пĕлтерĕшне çухатмасть.
Бронислав Ильич Гузовский вăрманçăна асăнса 1968 çулта Ильинка лесничествинче асăну палăкĕ лартнă, Шупашкарти пĕр урама унăн ятне панă.
Çу уйăхĕн 5-мĕшĕнче Б. Гузовский çуралнăранпа 150 çул çитет. Республикăра унăн ĕçне малалла тăсакансем юбилее ĕçри çĕнĕ çитĕнÿсемпе кĕтсе илме хатĕрленеççĕ.
Г. СИМАКОВ, çут çанталăка сыхлакан специалист.