17 апреля 2010 г.
Районта туса илекен выльăх-чĕрлĕх продукцийĕн ытларах пайĕ килти хушма хуçалăхсем çине тиеннĕрен, ял çыннисем хушшинче чĕрĕ выльăхсемпе тата вĕсенчен илнĕ продукципе суту-илÿ тăвасси яланах анлă шайра пулса пырать. Пасарсене те халăх нумай анать. Пасарсем вара пирĕн районта виççĕ: Юн пасарĕ (Турайра, кашни юн кун), Муркаш тата Мăн Сĕнтĕр (вырсарни кун) пасарĕсем. Вĕсенче чĕрĕ выльăх тата выльăх-чĕрлĕх продукцийĕ сутакансем пайтах. Кусемсĕр пуçне Шупашкар районĕнчи Ишек пасарĕ те пирĕн халăхшăн хамăр пасарах. Пасарсем çынсемшĕн те сиенлĕ тĕрлĕ чир-чĕр сармалли вырăнсем пулса тăмаççĕ-и; Пасара чĕрĕ выльăх е хатĕр продукци сутма тухаканăн мĕн асра тытмалла; Çакăн тавра ирттертĕмĕр те эпир хамăр калаçăва районти выльăх чирĕсемпе кĕрешекен станцин ветврачĕпе Наталья Михайловна ЕГОРОВАПА. Пирĕн калаçуран хаçат вулакансем тивĕçлĕ пĕтĕмлетÿ тăвасса шанатпăр.
– Пасарсем тĕрлĕрен чир-чĕр сармалли вырăнсем пулса тăмаççĕ-и-ха тесе ыйтнипе килĕшетĕп. Йĕркене пăхăнмасан инкекĕ юнашарах çÿрет. Мĕншĕн тесен чирлĕ выльăх сыввине чирлеттерме пултарать. Выльăхпа çынсемшĕн пĕр евĕрлĕ чирсем вара çынсен сывлăхĕ çине витĕм кÿрес хăрушлăх та пур. Çавăнпа та эпир пасарсенче выльăх-чĕрлĕхпе е унран илнĕ продукципе сутă тăвакансене тĕрĕслесех тăма тăрăшатпăр. Тĕрĕслевсенче вара сутуçăсем час-часах «Ветеринари çинчен» саккун ыйтакан тĕрлĕрен ветсправкăсемпе ветсвидетельствăсем пирки «манни» курăнать.
– Кун пек чух выльăх сывлăхĕ е аш-какай тасалăхĕ питех те иккĕленÿллĕ. Çакна туянакансен те пĕлмелле. Çапла вĕт;
– Тĕрĕсех, кунта çирĕп йĕрке пулмалла. Пасара чĕрĕ выльăх сутма тухаканăн çумра выльăх таса-сывă пулнине çирĕплетекен ветсправка е Ф-1 ветсвидетельство пулмалла. Пĕрлешÿллĕ хуçалăхсен вара республика тулашне выльăх ăсатма Чăваш Республикин патшалăх ветеринари службин ирĕкне илмелле. Хушса çакна калатăп, ял çыннисен пасара выльăх-чĕрлĕх продукцийĕ сутма тухнă чух çумра выльăх-чĕрлĕх е аш-какай, сĕт е çăмарта, е ытти продуктсем килти хушма хуçалăхран пулнине ĕнентерекен справка пулмалла. Ăна пурăнакан вырăнсенчи ял администрацийĕсем параççĕ. Çапла вара çÿлерех асăннă тивĕçлĕ хутсем çумра пулсан çеç граждансем пасара пĕр шиксĕр тухма пултараççĕ.
– Аш-какайпа сутă тума уйрăм йĕрке пур-и тата;
– Ку ыйту нумай ял çыннине пырса тивет. Çавăнпа хурава та туллирех парам. Выльăха пусса сутас пулсан, малтанах унăн сывлăхĕ пирки ветсправка кирлĕ. Ăна вырăнсенчи ветеринари участокĕсен заведующийĕсенчен илмелле. Хыççăн пусса тирпейленĕ тушка çине патшалăх ветучрежденийĕнче клеме çаптармалла, аш пахалăхĕ пирки справка илмелле. Кунта çакна асăрхаттарас килет. Клеме çаптарма, сысна тушки пулсан, пĕрле пуçĕ, сули, ÿпке-чĕре-пĕверĕ кирлĕ. Ĕне выльăхсен вара пуçĕ пулмасан та юрать. Клеме çаптарнă хыççăн продукцие ăçта сутма палăртнине кура (районти пасарсенче, район е республика тулашĕнче) тĕрлĕ формăллă справкăсем параççĕ. Çак йĕркесене пăссан сутă тумалли вырăнсене çитсен унта пулакан тĕрĕслевсенче ответ тытмалла пуласса кĕтсех тăр. Тăпăрчă, сĕт-çу, пыл, çăмарта сутакансен çумра продукци пахалăхĕ пирки ветсправка пулмалла. Çакна та каламалла: 1,2,4-мĕш номерлĕ ветсправкăсем 3 талăк çеç вăйра. Кунсăр пуçне вĕсем çине тĕрлĕ почеркпа е чернилпа çырнă, пичет уçăмлă курăнмасть, документа алă пусаканăн должноçĕпе хушамачĕ тата инициалĕсем çук е тулли мар, документа панă куна палăртман пулсан тата документăн копийĕ çеç пулсан, вăл ветсправкăна тĕрĕслевçĕ йышăнмасть. Ку йĕркене пăсаканăн вара саккунпа килĕшÿллĕн административлă ответ тытма тивет. Уйрăммăн палăртатăп, аш-какая район тулашне илсе тухас пулсан, унăн хуçин ветсправка мар, алăра ветсвидетельство пулмалла.
Выльăх-чĕрлĕхпе е чăх-чĕппе пасарта сутă тума специалистсем вĕсене клиникăлла тĕрĕслев хыççăн 1-мĕш номерлĕ ветсвидетельство (район тулашĕнче пулсан) е 4-мĕш номерлĕ ветсправка (район территорийĕнче) пуррипе вĕсем чиртен таса вырăнтан илсе тухнине пĕлсен çеç ирĕк параççĕ. Инфекциллĕ чир-чĕр пирки ыйту тухсан выльăхсене те, чăх-чĕпсене те сутасси пулмасть.
– Паян аш-какайран ытла сĕт-çупа суту-илÿ тăвакансем чылай. Вĕсем тĕлĕшпе мĕнле асăрхаттарусем пур;
– Эсир тĕрĕсех палăртрăр. Сĕт-çупа пасара тухас пулсан та ветеринарипе санитари экспертизи малти вырăнта. Пасар лабораторийĕнче экспертиза тухман сĕтпе сĕт продукчĕсене сутма чараççĕ. Çавăн пекех ĕне пăруланă хыççăнхи 7 талăкри сĕте те сутма юрамасть. Сĕт тата унран хатĕрленĕ продукци тĕлĕшпе ветсправка панă чух ветеринар инструкципе килĕшÿллĕн мастит, туберкулез, бруцеллез т. ыт. те тĕлĕшпе ирттернĕ тĕрĕслевсене тата çĕпĕр язвинчен тунă прививкăна кăтартса справка çырса парать. Продуктсене цинклă, таса мар, наркăмăшлă япаласем тытнă савăтсенчен сутма юрамасть.
– Административлă айăплавсем пирки каларăр та, виçисем еплерех-ши;
– Штраф виçисем пĕчĕкех мар. Чăваш Республикин «Ветеринари çинчен» саккунĕпе палăртнă пек уйрăм граждансен ветеринари йĕркине пăснăшăн 500-1000 тенкĕ, должноçри çынсен 3000-5000 тенкĕ, предпринимательство ĕçне-хĕлне юридициллĕ вăйра тăмасăр пурнăçлакансен 3000-5000 тенкĕ административлă тÿлев тÿлемелле пулать. Виççĕмĕшсен ĕçне 90 талăка чарса лартассине те саккунра пăхса хăварнă. Маларах асăннă айăплав виçи юридициллĕ лицосен 10000-20000 пин тенкĕпе е 90 талăка ĕç-хĕле чарса лартнипе танлашать.
Пирĕн тăрăхра çакнашкал пысăк йĕркесĕрлĕхсем пулмĕç, граждансем выльăх-чĕрлĕхпе тата унăн продукцийĕпе саккуна пăсмасăр сутă тăвасса ĕненсе вĕçлетĕп паянхи калаçăва.
Анатолий БЕЛОВ калаçнă.