17 апреля 2010 г.
Каршлăхри вăрçăпа ĕç ветеранĕсен интернат çуртĕнче пултаруллă хĕрарăм пурăнать. Вăл хăйĕн пурнăçне ачасем хушшинче ирттернĕ. 40 çул Мăн Сĕнтĕр шкулĕнче пуçламăш класс ачисене вĕрентнĕ. Ку вăл – Любовь Арсентьевна Васильева. 1928 çулта сентябрĕн 21-мĕшĕнче Етĕрне районĕнче çуралнă. Çемьере 4 ача пулнă. Ашшĕ бухгалтер пулса ĕçленĕ. Çамрăклăх вăхăчĕ унăн вăрçă тата вăрçă хыççăнхи йывăр вăхăтра иртнĕ.
1938 çулта çемье Етĕрне хулине куçса килнĕ. 1945 çулта Любовь Арсентьевна Етĕрнери вăтам шкултан вĕренсе тухнă. 1942 çулта ашшĕне фронта илсе кайнă. Вăл унтан таврăнайман. Амăшĕ килти хуçалăхпа ĕçлесе пурăннă.
1946 çулта вăл Етĕрнери педагогика училищине вĕренме кĕнĕ. 1947 çулта ăна вĕренсе пĕтернĕ те, август уйăхĕнче вара хĕре Мăн Сĕнтĕрти вăтам шкула пуçламăш классене вĕрентме янă. Хăйĕн пурнăç çулне вара вăл Мăн Сĕнтĕр ялĕнче ирттернĕ. Мăшăрне те, Аслă Отечественнăй вăрçă участникне Игорь Александровича, кунтах тĕл пулнă. Вăл шкулта вырăс чĕлхин учителĕ пулнă. Çемьере икĕ ача çуралнă: хĕрпе ывăл. Ывăлĕ Набережные Челны хулинче пурăнать.
Л.А. Васильеван пурнăçĕнче лайăххи те, япăххи те сахал мар пулнă. Анчах та вăл чун-хавал вăйне сыхласа хăварма пултарнă. 1999 çулта чире пула хĕрĕ çĕре кĕнĕ. Унăн Ирина хĕрĕ юлнă. Ирина Мускавра пурăнать. Апла пулин те асламăшне тимлĕхсĕр хăвармасть, Любовь Арсентьевнана канмалли кунсенче киле илсе кайма вăхăт тупать. 2000 çулта Любовь Арсентьевнан мăшăрĕ те çĕре кĕнĕ. Çавăн хыççăн ăна шалкăм çапнă. Халĕ вара коляскăпа кăна çÿреме пултарать.
Любовь Арсентьевнан правительство наградисем те пур. Вăл шутра Аслă Отечественнăй вăрçă çулĕсенче тăрăшса ĕçленĕшĕн панисем те. Грамотăсемпе дипломсем те пайтах. Хăйĕн тĕп тивĕçне вара вăл ачасене тарăн та çирĕп пĕлÿ, воспитани парассинче курнă.
2007 çулхи июнĕн 21-мĕшĕнчен тытăнса Любовь Арсентьевна Каршлăхри вăрçăпа ĕç ветеранĕсен интернат çуртĕнче хÿтлĕх тупрĕ. Унăн вĕренекенĕ пулнă Светлана Андреевна Леонтьева Мăн Сĕнтĕр шкулĕнче ĕçлет, май килнипе хăйĕн вĕренекенĕсемпе пирĕн пата концертсемпе килсе çÿрет.
Ветерансене хăш чухне ăшă туйăм, çывăх çынсен тимлĕхĕ çитсе каймасть. Пирĕн интернат çуртĕнче ĕçлекенсем вара вĕсене пĕтĕм юратупа ăнланулăха пама тăрăшаççĕ.
В. КРЮЧКОВА, культорг.