Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Эмел хакĕсене патшалăх палăртать

14 апреля 2010 г.

Апрелĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа çыннăн пурнăçĕнчи чи кирлĕ эмел препарачĕсен хакне патшалăх асăрхаса, йĕркелесе пыма пуçларĕ. Çак кунран тытăнса аптекăсенче те ятарлă перечене кĕртнĕ эмелсене çирĕплетнĕ хакпа çеç сутма пултараççĕ. Регионти суту-илÿ хакне хушассине çак шайрах татса параççĕ. Çапла майпа пурнăçри чи кирлĕ эмел препарачĕсен списокне кĕртнĕ эмелсен хакне пĕр çулталăклăх çирĕплетеççĕ. Республикăри пур аптека учрежденийĕнче те эмелсен чи пысăк хакĕ мĕнле пулнипе паллашма пулать. Ятарлă списокра – тĕнчери патентламан 500 эмел ячĕ. Ку вара 5 пин çурăна яхăн эмел форми. Списока çĕнĕ эмел ячĕсем хушăннине Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерстви малашне те йĕркелесе пырса ăна аптека учрежденийĕсене пĕлтерсех тăрĕ.

Çак ыйтупа Муркашри тĕп больницăн тĕп врачĕ, Чăваш Патшалăх Канашĕн депутачĕ В.Г. Данилов акă мĕнле комментари пачĕ:

– Ман шутпа, çыннăн пурнăçĕнчи чи кирлĕ эмел препарачĕсен хакне патшалăх енчен контрольлесе тăни питĕ кирлĕ. Ку тĕрĕс те. Мĕншĕн тесен çак ыйтăва «çÿлтен» йĕркелесе пымасан, аптекăсенчи хаксем хăйне май ниепле те пĕр шайрах пулма пултараймаççĕ. Конкуренци хаксене чакарма майсем те памĕ. Пĕр тĕслĕх астăватăр пулĕ: халăхра «свиной грипп» тени анлă сарăлнипе, тĕрĕсрех каласан, вăхăтра тĕрĕс информаци çителĕксĕр пулнипе, çак чире хирĕç кĕрешмелли эмелсен хакĕсем хăмпă пекех хăпарса кайрĕç.

Ятарлă списока вара пирĕн районти аптекăсенче те çынсем курмалла вырăна, çăмăллăн вуланма пысăкрах сас паллисемпех çырса çакса хумалла. Хаксем епле пулмаллине пурте пĕлччĕр.

Эмелсемпе çыхăннă тепĕр самант та çынсен кăмăлне кăшт хăпартĕ тесе шутлатăп. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕ ыйтнине Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думинче тивĕçтерсе, халĕ ялсенчи фельдшерпа акушер пункчĕсенче тата пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕсенче те эмелсем сутма ирĕк пачĕç. Çакă ял çыннишĕн канăç паман ыйтусенчен пĕриччĕ. Халĕ депутатсем ăна татса пачĕç.

Н. НИКОЛАЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика