Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Экзаменсем çывхараççĕ

14 апреля 2010 г.

Пĕрлехи патшалăх экзаменĕсем пуçланиччен вăхăт нумай юлмарĕ. Кăçалхи пĕрлехи патшалăх экзаменĕсем пирки каласа пама район администрацийĕн вĕрентÿ, çамрăксен политики тата физкультурăпа спорт пайĕн тĕп специалист-экспертне А. ЛЕСКИНАНА ыйтрăмăр:

– Кăçал пурĕ 11 класс пĕтернĕ 287 выпускник пĕрлехи патшалăх экзаменĕсене тытĕ. Паянхи кун тĕлне малтанхи çулсенче шкулсенчен вĕренсе тухнă 9 выпускник пĕрлехи патшалăх экзаменĕсене тытма заявленисем çырса пачĕ. Вĕсен пурин те экзаменсене çапла йĕркепе тытмалла пулать: майăн 27-мĕшĕнче – информатикăпа ИКТ, биологипе тата литературăпа; майăн 31-мĕшĕнче – вырăс чĕлхипе; июнĕн 4-мĕшĕнче – ют чĕлхепе (акăлчан, француз, нимĕç тата испани чĕлхисем) тата хими предмечĕпе; июнĕн 7-мĕшĕнче – математикăпа; июнĕн 11-мĕшĕнче – историпе тата физикăпа; июнĕн 15-мĕшĕнче – обществознани тата географи предмечĕсемпе.

– Шута илмелли сăлтавсене пула ача палăртнă кун экзамен тытма каяймарĕ пулсан;

– Çак сроксенче шута илмелли сăлтавсене пула выпускник экзамен тытма пултараймарĕ пулсан, унăн экзаменсене тепĕр кун тытмалла. Июнĕн 17-мĕшĕнче – ют çĕршывсен чĕлхипе, обществознинипе, биологипе тата физикăпа; июнĕн 18-мĕшĕнче – географипе, химипе, литературăпа, историпе, информатикăпа ИКТ; июнĕн 19-мĕшĕнче – вырăс чĕлхипе; июнĕн 21-мĕшĕнче – математикăпа.

– Пирĕн район территорийĕнче хăш экзаменсем тата ăçта иртĕç;

– Вырăс чĕлхипе тата математикăпа экзаменсене районти икĕ шкулта – Муркашри тата Мăн Сĕнтĕрти вăтам шкулсенче – ирттерме палăртнă. Ытти экзаменсене ăçта тытассине пĕлтерсе тăрăпăр. Вĕсене тытма район тулашне те каймалла пулать.

– Экзаменсем мĕн вăхăт хушши пырĕç; Вĕсенче мĕнле хатĕрсемпе усă курма юрать;

– Экзамен вăхăчĕ пирки калас пулсан вара, вăхăт мĕнле предмет пулнинчен килет. 4 сехет (240 минут) – математика, литература, информатикăпа ИКТ предмечĕсем чухне; 3 сехет çурă (210 минут) – физика, истори, обществознани предмечĕсемпе; 3 сехет (180 минут) – вырăс чĕлхипе, биологипе, географипе тата химипе; 160 минут – ют çĕршыв чĕлхипе. Пуçланасса вара экзаменсем Раççей Федерацийĕн пур субъектĕнче те вырăнти вăхăтпа 10 сехетре пуçланаççĕ.

Экзаменсем вăхăтĕнче математикăра линейкăпа çеç усă курма юрать, физикăра – линейкăпа, программăпа ĕçлемен калькуляторпа, химире – программăпа ĕçлемен калькуляторпа, географинче линейкăпа, транспортирпа тата асăннă йышши калькуляторпа усă курма ирĕк пур.

Н. НИКОЛАЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика