14 апреля 2010 г.
Çулпа çул пĕр пек килменнине районти çĕр ĕçченĕсем кăçалхи çанталăк условийĕсенчен те кураççĕ. Хăйне евĕр йывăрлăхсене, унччен пулман ыйтусене кăларса тăратать вăл хресчен умне. Çакна кашниех ăнланса ĕçлесе пымалла пек туйăнать паян. Çурхи шыв-шур сассипе тулнă апрель уйăхне – кăçал шыв-шур ытти çулхисем пекех анмарĕ – çĕр ĕçĕпе пурăнакан чăваш çынни ака уйăхĕ тесе ыт ахальтен каламан ĕнтĕ: хĕл ыйхинчен вăраннă тĕнче çур акине хатĕрленет. Çулталăк тăрантаракан чи ответлă тапхăр тесе хаклать ăна çĕр ĕçченĕ. Хаклать те ир-каçа пăхмасăр çĕр-аннемĕр умĕнчи яваплăха туйса уй-хир ĕçĕсене хатĕрленет. Епле пырать-ха çак хатĕрленÿ;
Çак ыйту çине тулли хурав парассипе иртнĕ эрне кун, ака уйăхĕн 9-мĕшĕнче, Суворов ячĕпе хисепленекен ял хуçалăх производство кооперативĕнче район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕ йĕркеленипе районти пĕрлешÿллĕ хуçалăхсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсен ертÿçисен, инженерĕсемпе агрономĕсен çур аки умĕнхи йăлана кĕнĕ конференцийĕ иртрĕ.
Конференцие хутшăннисем Анаткассисемпе Тушкассисем паян-ĕнерчченех хĕл ыйхинчен вăраннине, çанă тавăрса ĕçлесе халех çурхи уй-хир ĕçĕсене тухма хатĕр пулнине палăртрĕç. Паянхи сăн ÿкерчĕксенче эсир Суворов яч. хис. хуçалăх ĕçченĕсем çывхаракан çур акине хатĕрленнин пĕр самантне куратăр. Хуçалăхăн тĕп инженерĕпе Геннадий Аверкиевич Викторовпа – вăл кашни техникăна кабинăна ларса тĕрĕслет – хуçалăх ертÿçи В. Андреев тата тĕп агроном Г. Албутова çур акине хатĕрленес ĕçсем епле пынипе кăсăклансах тăраççĕ. Тимлев пĕтĕмлетĕвĕ вара куç умĕнчех. Инженерсемпе агрономсен конференцийĕ пынă кун та çур акире ыттисемпе танах хирте Т-150 тракторпа вăй хума хатĕрленекен Геннадий Аверкиевич хăйне пулăшакан Василий Витальевич Яковлевпа хăйсене шанса панă техника патĕнчеччĕ. Трактора та, кăкарса ĕçлемелли агрегатсене те юсавлисен ретне лартассипе ĕçлетчĕç. Ĕçсем çакнашкал кал-кал пынине шута илсех ĕнтĕ кооператив ертÿçи В. Андреев çур акине хатĕр техника патĕнчен иртнĕ май конференцие хутшăнакансене хуçалăх пĕтĕмĕшле çур акине хатĕрри пирки пĕлтерчĕ. «Çĕр пуласса кĕтетпĕр», – çирĕплетрĕ унăн сăмахне Т-150 тракторсен звенине 4-мĕш çул ертсе пыракан Валерий Федорович Добрянский механизатор.
Çур акине хатĕрленнин уйрăм кăтартăвĕсемпе калас пулсан, Анаткассисем перекет çулĕпе кайса уй-хир ĕçĕсем валли дизтопливо та, бензин та туянса хунă, вăрлăхлăх культурăсене 100 проценчĕпех ака кондицине çитернĕ. Кунпа пĕрлех техникăна юсама запас пайсем янтăланипе пĕр хушăрах ĕçсене механизацилес ыйтупа хире илсе тухмалли сеялкăсене йĕкĕрешлентернĕ, çĕр хатĕрлемелли çĕнĕ техника туяннă. Çĕнĕлĕхсен çулĕпе кайса Анаткассисем çур акири çухатусене май пур таран пĕчĕклетес, малта пыракан технологисемпе усă курса сахал йышпах ытларах ĕç пурнăçлас, ака технологине пăхăнса вăхăтра акса-лартса хăварас, кĕр çитсен вара пысăкрах тухăç илес шутлă.
– Çĕнĕлĕхсене алла илекенсем хушшинче ытларах çамрăксем. Çур акине хутшăнакан тракторист-машинистсем ĕçе юратнине, ĕç дисциплинине хăй еккипе яманнине, çакă хуçалăх малашлăхĕшĕн пулнине куратпăр, пĕрле пулса çур акине те агротехникăпа пăхнă пек кĕске тапхăрта ирттерессе шанатпăр, – терĕ Суворов ячĕпе хисепленекен хуçалăх ертÿçи В. Андреев. Председатель хăйсене çĕр ĕçне халалланă ĕçченсенче шанăç курни савăнтарать кăна. Вĕсене ĕç пани тата çурхи уй-хир ĕçĕсен планĕпе килĕшÿллĕн пурнăçланă ĕçшĕн тивĕçлипе тÿлени каялла юр муклашки пек пысăкланса таврăнассинчен вара иккĕленме кирлĕ мар.
Машинăпа трактор паркĕнчи хатĕрленÿ ĕçĕсемпе паллашнă хыççăн районти çĕр ĕçченĕсене акара пулăшакансемпе ирттернĕ тата хире тухичченхи ĕçлĕ ыйтусене сÿтсе явассипе ирттернĕ тĕл пулăва район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю. А. Иванов уçрĕ. «Кун тăршшĕ вăрăмланнă май çанталăк ăшăтни кĕçех çур аки çитесси пирки хыпарланăран, çак ответлă ĕçе туллин хатĕрленесси паян кун йĕркинче чи малти вырăнта тăрать. Унран пĕлтерĕшлĕреххи халĕ çĕр ĕçченĕшĕн çук та. Çавăнпа та паян пирĕн çур акине хатĕрленессипе кашни ĕç çине пысăк тимлĕх уйăрмалла. Ахальлĕн РФ Президенчĕ палăртнă наци проекчĕ пурнăçланасси те, ял хуçалăхне малалла уттарасси те ыйтуллăн юлаççĕ»,– терĕ Юрий Александрович.
«Çурхи уй-хир ĕçĕсене организациллĕ ирттересси» темăпа конференцин пленарлă пайĕ Анаткассинчи Культура çуртĕнче иртрĕ. Кунта район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, ял хуçалăх пайĕн ертÿçи В. Калинин ял хуçалăхĕнчи паянхи лару-тăрупа, умри тĕллевсемпе паллаштарчĕ. Çĕнĕ тĕллевсем иртнĕ çулхи ĕç кăтартăвĕсенчен тухса тăраççĕ. Пĕлтĕр районти çĕр ĕçченĕсем кашни гектар пуçне вăтамран 25,6 центнер тырă-пулă пухса кĕртсе виçĕм çулхинчен 2,8 пин тонна ытларах (31,3 пин тонна) тырă-пулă, 19,4 пин тонна (110 процент) çĕр улми туса илнĕ. Çав вăхăтрах паян пасарсенче халăх ыйтакан пахча çимĕçпе пирĕн хуçалăхсем иртнĕ çул самай çителĕксĕр (унчченхи çулхин 28 проценчĕ) ĕçленĕ.
Раççей Президенчĕ палăртнă наци проектне ял хуçалăхне те кĕртни çĕршыв ял хуçалăхĕ енне çаврăнни çинчен калать. Апла пулсан пирĕн кăçал пĕлтĕрхинчен кая ĕçлеме юрамасть. Çакăн çинчен пулчĕ те ĕнтĕ тĕп калаçу конференцин пленарлă пайĕнче. Владимир Аркадьевич районăн пĕлтĕрхи ĕç чиккисемпе паллаштарни, ман шутпа, паллаштару çеç пулмарĕ, вăл çак чикĕрен каялла чакма çул çукки çинчен асăрхаттарни пулчĕ теес килет.
Çакна хуçалăхсенче те ăнланни вĕсем иртнĕ кĕркунне 6752 гектар кĕрхи культурăсем акса хăварни тата 10 пин ытла гектар çинче кĕрхи çĕртме туни çирĕплетет.
Ĕçлесен пурăнма та, аталанма та пулатех. Çакна иртнĕ çулталăка ял хуçалăх предприятийĕсем 35,8 миллион тенкĕ баланс тупăшĕпе вĕçлени те уçăмлă калать. Уйрăмах пысăк тупăшлă хуçалăхсем: Ильич ячĕпе хисепленекен, «Ударник», «Герой», «Оринино». Вĕсем 8855-2674 пин тенкĕ баланс тупăшĕ илнĕ. Çав вăхăтрах Ленин яч. хис. ял хуçалăх производство кооперативĕ иртнĕ çулталăка 1626 пин тенкĕ тăкакпа вĕçленĕ. Тупăш çулĕсене пăхсан, ÿсен-тăран отраслĕнчен ял хуçалăх предприятийĕсем 19,7 миллион тенкĕ тупăш илнĕ, выльăх-чĕрлĕх отраслĕ 971 пин тенкĕ тăкак кÿнĕ. Çак ÿкерчĕк те пĕрлешÿллĕ тата хресчен (фермер) хуçалăхĕсен çур аки çине тимлĕрех пăхмалли пирки калать. Патшалăх уйăракан пулăшăва илсен те иртнĕ çул пирĕн хуçалăхсем пурнăçланă уй-хир ĕçĕсемшĕн патшалăх кассинчен выльăх-чĕрлĕх отраслĕнчинчен 2 хута яхăн ытларах пулăшу илнĕ: 25180 пин тенкĕ.
2010 çулта районти уй-хир ĕçченĕсем 14,2 пин гектар çĕр çинчен 38,2 пин тонна тырă-пулă, 1541 гектар çинчен 20 пин тоннăран кая мар çĕр улми, 55 гектартан 1400 тонна пахча çимĕç туса илес ĕмĕтлĕ. Кунпа пĕрлех умри плансенче обществăлла выльăх-чĕрлĕх валли 25 пин тоннăран кая мар сенажпа силос хывса хăварасси, 9 пин тонна утă янтăласси. Çак тĕллевсене пурнăçлама çывхаракан çур акире районти çĕр ĕçченĕсен 12,8 пин гектар çуртрисем акса хăвармалла. Çак ĕçе паха вăрлăхпа пурнăçлама паянхи куна районти çуртрисен вăрлăхĕ 96 процент ака кондицине тивĕçтерет. Çав вăхăтрах «Волга», Ленин яч. хис., «Хлебороб», Мичурин яч. хис., «Агросоюз», «Колос», Е. Андреев яч. хис. хуçалăхсенче пысăк репродукциллĕ тата сортлă вăрлăх çук.
Начар вăрлăхран пысăк тупăш кĕтме çук. Çакна шута илсе 1-2 тонна урăх тĕрлĕ е суперэлитăллă вăрлăх туянни хуçалăха хыççăнхи çулсенче хăйĕн вăрлăхĕпех ака ирттерсе пыма хевте çитерет. Паянхи куна малашлăха пăхакан 9 хуçалăх элитăллă тырă вăрлăхне 40,5 тонна, çĕр улми вăрлăхне 19,6 тонна туяннă. Ку хуçалăхсем çитес кĕркунне пысăк тухăçпа савăнтарасса шанма пулать. Ыттисем те хальлĕхе каях юлса кайман-ха. «Ударник» хуçалăхра çĕр улмин «невский», «удача», «жуковский ранний», «любава» сорчĕсем паян та сутлăх пур.
Ял хуçалăх продукчĕсем туса илме кайнă тăкаксене анализ тусан, эпир чылай чух çĕнĕ техникăпа технологие çул паманни курăнать.
Юлашки 3 çулта районти хуçалăхсем 25 трактор, тырă вырмалли 6 «хир карапĕпе» çĕр улми кăлармалли 5 комбайн, ытти ĕçсем валли тĕрлĕрен 80 единица техника туяннă. Çакăнпа пĕрлех хуçалăхсем çур аки ирттерме паянхи куна 223 тонна (370 тонна кирлĕ) дизель топливи, 77 тонна (88 тонна кирлĕ) бензин янтăланă. Ильич яч. хис., «Моргаушская» чăх-чĕп фабрики, «Свобода», Суворов яч. хис., Чкалов яч. хис., «Восток», «Оринино» хуçалăхсемсĕр пуçне ыттисен дизель топливи мĕн кирлин 10 процентĕнчен те сахалрах. Çакă, паллах, çур акине тухиччен юлнă шутлă кунсенче çанă тавăрсах ĕçлемелли пирки пĕлтерет.
Конференци лăпкă та ĕçлĕ лару-тăрура иртрĕ. Кун тăршшĕ 14 сехете çитни, хĕвел çÿлтен çÿле хăпарни, çут çанталăк кайăк юррипе тулни çур аки сехетпе мар, минутпа çывхарни пирки систерсех тăрать.
Анатолий БЕЛОВ.