Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тылра та çăмăл пулнă теме çук

14 апреля 2010 г.

Аслă Отечественнăй вăрçă çулĕсенче ял хуçалăх ĕçченĕсем ырми-канми тăрăшнă. Вăл шутра Чăваш Енри машинăпа трактор станцийĕсенче вăй хуракансем те. Мăн Сĕнтĕрти машинăпа трактор паркĕн ĕçĕ-хĕлĕ пирки вара архив докуменчĕсем каласа параççĕ.

Сĕнтĕрти машинăпа трактор паркне 1937 çулта йĕркеленĕ. Вăрçă пуçланнă тĕле унта СТЗ тата ХТЗ маркăллă тракторсем 50, СТЗ-НАТИ маркăллă гусеницăллисем 5, комбайнсем 12, автомашинăсем 7 шутланнă. Кунпа пĕрлех кăкарса ĕçлемелли тĕрлĕ техника та пулнă: плугсем, культиваторсем, сеялкăсем, молотилкăсем т. ыт. те. Çунтармалли-сĕрмелли хатĕрсене Козьмодемьянск бази урлă кÿрсе тăнă. МТС 115 колхоза пăхса тăнă. Штатра 177 çын шутланнă. Кусем вĕсем трактористсем, комбайнерсем, шоферсем, механиксем, машинистсем, весовщиксем, агрономсем т. ыт. те. Пĕтĕмпе 14 трактор бригади пулнă.

Аслă Отечественнăй вăрçă пуçланнă май механизаторсенчен ытларах пайне çара илнĕ. Техникăран гусеницăллă 2 трактора, 5 грузовика мобилизациленĕ. Вăрçă хирне кайнисем вырăнне çамрăксем ĕçе кÿлĕннĕ. Ытларах вĕсем техникăна ăнкарсах çитереймен хĕрсем пулнă.

1941 çулта уйрăмах йывăр килнĕ темелле. Отчетсем тăрăх, колхозсене тивĕçтерессипе планланă ĕçсен 64,4 процентне кăна пурнăçланă. Кунпа пĕрлех топливăна нумай çунтарса пĕтернĕ. Вăрçă вăхăтĕнчи саккун йĕркисем çирĕп пулнă: МТС ертÿçисене айăпланă, директора ĕçрен хăтарнă. Документсенче, паллă ĕнтĕ, хĕрсем тракторсемпе комбайнсене алла илес тесе мĕн чухлĕ куççуль юхтарни пирки калани çук.

1942 çултах МТС ĕçĕ-хĕлĕ майлашăнма тытăннă. Опытлă механизаторсем ертсе пынипе çĕнĕ кадрсем тракторсемпе комбайнсене аванрах хăнăхма тытăннă, сухалама тата акма кăна мар, техникăна юсама та вĕренсе пынă. 1942 çулта Мăн Сĕнтĕрти МТС-ра 53 хĕрарăм-тракторист ĕçленĕ. Чăваш АССР-ĕн çĕр ĕç халăх комитечĕн хушăвĕпе Таисия Горшкована, Фекла Агадерована, Е. Владимирована вĕсенчен чи пултаруллисем тесе палăртнă. Вĕсем кустăрмаллă СТЗ тракторсемпе ĕçленĕ.

1943 çулта Мăн Сĕнтĕрти МТС-а ĕçри çитĕнÿсемшĕн Чăваш АССР-ĕн республикăри Хисеп кĕнеки çине кĕртнĕ. Ÿсĕмлĕ ĕçлекенсем шутĕнче МТС директорне А.Е. Чупракова, политпай пуçлăхне П.К. Константинова, аслă механика И.И. Огикова, кунпа пĕрлех П.Ф. Фомин, И.К. Андреев, Ф.П. Питернов, О.А. Андреева, И.В. Кольцов ертсе пыракан трактор бригадисене палăртнă. Пурте вĕсем çурхи ака-суха ĕçĕсенче палăрнă, планпа пăхнă заданисене ирттерсе пурнăçланă, çунтармалли материалсене перекетленĕ.

Çав çулах Мăн Сĕнтĕрти механизаторсене – Е.П. Петрова, О.П. Петрова, К.М. Родионова тата МТС-ăн тĕп бухгалтерне Ф.Ф. Корпусова СССР çĕр ĕç халăх комиссариачĕн хушăвĕпе «Социализмла ял хуçалăхĕн отличникĕ» знаксемпе наградăланă. Техникăна юсакан механизаторсене те палăртмасăр хăварман. Документсенче çапла вулатпăр: «Мария Матвеевна Матвеева – трактор бригадин бригадирĕ. Вăл ертсе пыракан бригада тракторсемпе кăкарса ĕçлемелли техника хатĕрĕсене 1943 çулхи январĕн 29-мĕшĕ тĕлне пысăк пахалăхпа юсаса пĕтернĕ, ыттисене те пулăшнă. Иван Михайлович Демидов – тракторист. Хăйне çирĕплетсе панă трактора 1942 çулхи октябрь уйăхĕнче пахалăхлă юсаса пĕтернĕ, кайран вара ыттисене те пулăшнă. Федор Федорович Нусс – механик. Запас пайсене реставрацилес тата хатĕрлес ĕçсене ертсе пынă. Вăл гильзăсене хăйраса аслăлатмалли тата якатмалли 2 прибор ăсталанă, пысăк пахалăхпа 7 блок головкине тата 97 гильзăна реставрациленĕ». Палăртса хăвармалла, Мăн Сĕнтĕрти МТС-а ăста механик пулни пысăк пулăшу кÿнĕ. Ку вăл Ленинградри пĕр заводран эвакуаци мелĕпе килнĕ опытлă слесарь пулнă.

1944 çулта Мăн Сĕнтĕрти МТС-ри 24 тракторист пурнăçламалли ĕçсен калăпăшне 20 процент ытла ирттерсе пурнăçланă. Вĕсенчен ытларахăшĕ хĕрарăмсем пулнă. Кусем вĕсем Таисия Горшкова, Евдокия Владимирова, Иван Демидов, Иван Кошкин, Марфа Пузырева, Христина Бочкарева, Дария Смирнова, Ефросиния Соловьева, Зоя Варюхина, Евдокия Спиридонова, Николай Парандеев, Анна Налимова, Мария Данилова, Ольга Бычкова, Пераскева Максимова, Евр. Усейкина, Иван Храмов, Елизавета Аброськина, Ксения Родионова, Клавдия Замкова, Александра Ефимова, Ольга Петрова, Евгения Андреева, Серафима Бочкарева. Комбайнерсем хушшинче чи пултаруллисем Агриппина Махоткина, Федор Питернов, Екатерина Чикалова пулнă.

МТС ĕçченĕсем хăйсен тĕп тивĕçĕсĕр пуçне ытти ĕçсене те сахал мар пурнăçланă. Комсомолецсем уйрăмах пуçарулăх кăтартнă: вĕсем ял хуçалăх машинисене юсама запас пайсене пĕтĕм районĕпе пухнă, тимĕр-тăмăр пуçтарнă. Унпа кайран МТС тимĕрçĕ лаççинче усă курнă. Колхозсене тухса çÿренĕ май вырăнсенче пухусем ирттернĕ, фронта валли хатĕрсем пухнă, колхозсене кулленхи ĕçсенче пулăшнă.

Мăн Сĕнтĕрти МТС-ăн политпайĕн пуçлăхĕн пулăшаканĕн 1942 çулхи март–апрель уйăхĕсенчи отчетĕнче çапла çырса хуни пур: «Запас пайсем пухассипе комсомолецсемпе çамрăксенчен Мария Яковлева, Е. Воронова, Василий Крутов, М. Максимова, П. Петухов, Т. Чумаков уйрăмах тăрăшса ĕçлеççĕ. Комсомолецсем колхозсенчи мăйракаллă шултра выльăхсене ĕçе вĕрентессипе те тăрăшуллă. Паянхи куна Кăпас ял Советĕнчи «Комбайн» тата «Заря» колхозсенче 4 вăкăра кÿлме хăнăхтарнă. Политпай пуçарăвĕпе «Новая Юнга» колхозра хĕрарăмсен пухăвне ирттернĕ. Унта «Чăваш пионерĕ» танк тума укçа-тенкĕ пухас ыйтăва сÿтсе явнă. Пĕтĕмпе 790 тенкĕлĕх алă пусса панă. Вăл шутран 382 тенкĕ унтах тÿленĕ».

Çамрăк механизаторсене ÿсĕмсем тума опытлă пулăшакансем пулни май панă. Кашни МТС-рах кирек епле самантра та вĕсем çине шанмалли çынсем пулнă. Вĕсене броньпе пысăк пахалăхлă кадрсем шучĕпе тылра хăварнă. Мăн Сĕнтĕрти МТС-ра вĕсенчен пĕри Федор Прокопьевич Питернов пулнă. Вăл Кăпас ялĕнче 1908 çулта çуралнă. Ĕмĕрĕпех ял хуçалăхĕнче тăрмашнă. Тракторсем туса кăларма тытăнсан трактористсен курсне пĕтернĕ. МТС-ра 1939 çултан тытăнса ĕçленĕ. Малтан тракторист, кайран бригадир пулнă. Вăрçă çулĕсенче хĕрарăмсен трактор бригадине ертсе пынă. Ку бригада яланах малтисенчен пĕри пулнă.

Тырă-пулă пухса кĕртнĕ тапхăрта Ф. Питернов комбайн штурвалĕ умне ларнă, нормăна 2–3 хут ирттерсе пурнăçланă. Вăл кунне-çĕрне пăхмасăр талăкĕпех ĕçлеме пултарнă, техникăпа юнашарах çĕр каçнă. Унăн вăйĕ пирки хăйсен ялĕсем çапла каласа параççĕ. Вăл пĕчченех пылчăк ăшне çăтса ларнă ХТЗ трактора çул путăкĕнчен тĕртсе кăларма пултарнă, икĕ пăт таякан кире пуканне ял хапхи урлă персе каçарнă. Федор фронта питĕ каясшăн пулнă, хăйне çара илме килĕшменшĕн нумай пăшăрханнă. 1942 çулта ăна Чăваш АССР Верховнăй Совечĕн Президиумĕн Хисеп грамотипе наградăлама тăратнă, 1946 çулта вара Мăн Сĕнтĕрти МТС-ри ытти ĕçченсемпе пĕрле «1941–1945 çулсенчи Аслă Отечественнăй вăрçăри хастар ĕçшĕн» медале илме тивĕç пулнă.

Пĕчĕк статьяра вăрçăн йывăр çулĕсенче Мăн Сĕнтĕрти МТС-ра вăй хунисене, хăйсен ĕçĕпе Аслă Çĕнтерĕве çывхартма май панисене пурне те асăнса пĕтерме май çук. Анчах та çав вăхăтсенче МТС-ра ĕçленисем пурах тесе шутлатпăр. Вĕсемпе тĕл пуласчĕ, пĕтĕм кăмăлтан курса калаçасчĕ, май пулсан пулăшасчĕ, чи пысăк пĕлтерĕшли вара – вĕсен вăрçă çулĕсенчи аса илĕвĕсене çырса илесчĕ, ку документсене музейсемпе архивсене парасчĕ. Шел пулин те, хальхи ăру иртнипе ытлашши интересленмест, питĕ хаклă аса илÿсем вара пирĕнтен уйрăлса каякан ветерансемпе пĕрле çухалаççĕ.

Валентина ПИТЕРНОВА,

Чăваш Республикинчи патшалăх истори архивĕн тĕп специалисчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика