10 апреля 2010 г.
Апрелĕн 8-мĕшĕнче район администрацийĕн ларусем ирттермелли пĕчĕк залĕнче ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен район пуçлăхĕ çумĕнчи канашĕн ларăвĕ иртрĕ. Ăна йĕркелÿпе кадрсен, право енĕпе тивĕçтерессин тата вырăнти самоуправлени органĕсемпе ĕçлекен пайĕн пуçлăхĕ Л.Ю. ТАРАСОВА ертсе пычĕ.
Ларура пăхса тухма палăртнă ыйтусем сахал мар. Чи малтанах район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, ял хуçалăх пайĕн пуçлăхĕ В.А. Калинин обществăлла выльăх-чĕрлĕхе хĕл каçарнин итогĕсем, çурхи уй-хир ĕçĕсене хатĕрленесси епле пыни пирки каласа пачĕ. Вăрлăх енĕпе хуçалăхсенче лару-тăру япăхах мар пулин те, удобренисем, çунтармалли материалсем кÿрсе килессипе ыйтусем хуçалăхсенче пур-ха.
2010 çулхи пĕтĕм халăх Çыравне хатĕрленес ĕçсем епле пыни пирки Чăвашстатăн предприятисен статистикин Муркаш районĕнчи пайĕн тĕп специалист-эксперчĕ З.И. Виноградова тата халăх Çыравне ирттерессипе ĕçлекен районти уполномоченнăй А.С. Волков пĕлтерчĕç. Ку енĕпе ĕçсем япăх пыраççĕ тесе каламалла мар. Апла пулин те вырăнсенче татса памалли ыйтусем те пур. Адрес хуçалăхĕ те пур çĕрте те кирлĕ шайра мар.
Район администрацийĕн гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен пайĕн пуçлăхĕ Н.П. Милютин гражданла оборона енĕпе комплекслă тĕрĕслев ирттересси пирки пĕлтерчĕ. Кунпа пĕрлех çурхи ейÿ тапхăрĕ пуçланать, пушар тухас хăрушлăх та ÿсет. Çавăнпа та пурин те тимлĕрех пулни кирлĕ.
Ял тăрăхĕсенче çар учечĕн ĕçĕсене лайăхрах туса пырассин ыйтăвĕсене республикăри çар комиссариачĕн Муркаш тата Элĕк районĕсен уйрăмĕн пуçлăхĕ В.Е. Андреев уçса пачĕ.
Тепĕр икĕ ыйту – Чăваш Республикин Президенчĕн 2009 çулхи декабрĕн 30-мĕшĕнчи 99 " «Чăваш Республикинче çĕнĕ урамсене (ялсене) хăвăртрах электрификаци тăвасси çинчен» Указне пурнăçласси мĕнле пыни çинчен тата çурхи санитари тасатăвне ирттересси, ял тăрăхĕсен территорийĕсенчи экологи хăрушсăрлăхĕ çинчен. Ку ыйтусемпе район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, район администрацийĕн капиталлă строительство, архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх управленийĕн ертÿçи В.Г. Никитин сăмах тухса каларĕ. Электрификаци валли хăвăртрах проектсем хатĕрлесе пĕтерсе экспертиза витĕр тухасси, тасалăхпа тирпейлĕхе тивĕçтересси пирки çивĕч калаçу пулчĕ.
Район администрацийĕн вĕрентÿ, çамрăксен политики тата физкультурăпа спорт пайĕн пуçлăхĕ З.Ю. Дипломатова çынсене физкультурăпа спорта анлăрах явăçтарма тăрăшмаллине палăртрĕ. Ку тĕлĕшпе вырăнсенче спорт ăмăртăвĕсем ирттерни çеç çителĕксĕр. Массăлăх пирки тимлемелле. Кунпа пĕрлех çынсене компьютерсемпе ĕçлеме хăнăхтарасси-вĕрентесси çинчен те манма юрамасть. Çакна валли вара шкулсенче база пур.
Юлашкинчен район администрацийĕн йĕркелÿпе кадрсен, право енĕпе тивĕçтерессин тата вырăнти самоуправлени органĕсемпе ĕçлекен пайĕн пуçлăхĕ Л.Ю. Тарасова район администрацийĕн кунĕсене ял тăрăхĕсенче ирттернин итогĕсем пирки чарăнса тăчĕ, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен район пуçлăхĕ çумĕнчи канашĕн ларăвĕн итогĕсене пĕтĕмлетрĕ.
В. ШАПОШНИКОВ.