Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Паянхи тĕп ыйту – техника юсасси

10 апреля 2010 г.

Паянхи тĕп ыйту – техника юсасси

Ир-каç кăштах шăн таять пулсан та, çичĕ сехетрех хĕвел шевли лекекен çĕр пичĕ çинче шăн ирĕлме пуçлать. Юр сивви кăна темелле пулĕ ĕнтĕ ăна. Кун каçа сывлăш температури 12-14 градуса çити ăшăнни çĕр пичĕ çинчи юра хăвăрт ирĕлтерет. Çакна курса тата «Свобода» хуçалăхăн тĕп агрономĕ А. Блинов каласа панине итлесе, çĕр ĕçченĕ ку тăрăхра тахçанах хĕл ыйхинчен вăраннине асăрхатăп. Кашмаш каччин ĕçне мухтаса А. Токарев композитор вуншар çул ĕлĕкрехех ахальтен юрă хывман ĕнтĕ. Юрă йĕркисем паян та Кашмаш-Çатракасси ĕçченĕсемшĕн вырăнлă.

Кунпа мар, сехетпе çывхаракан çур акинче кăçал хуçалăхăн 620 гектар çуртрисемпе 30 гектар выльăх кăшманĕ акмалла, 180 гектар çĕр улми тата 12 гектар купăста лартмалла, 130 гектар хура пусă хăвармалла. Кунпа пĕрлех 520 гектар çинчи кĕрхи культурăсене, 1000 гектара яхăн нумай çул ÿсекен курăксене апатлантармалла. Вăхăт çитсен çак ĕçсенче чăрмав ан пултăр тесе хуçалăхра минераллă удобренисемпе сĕрмелли-çунтармалли материалсем янтăлама пуçланă ĕнтĕ.

– Акана 100 проценчĕпех минераллă удобренипе ирттерĕпĕр, ĕçсене икĕ сменăпа ирттермелĕх те сĕрмелли-çунтармалли материалсем енĕпе ыйту пулмалла мар. Ытти çулхи пекех, кăçал та çур акире çĕнĕлĕхсемсĕр пулмĕ. Иртнĕ кунсенче çеç хамăр районти Ильич яч. хис. хуçалăхран урпан çĕнĕ «владимир» супер-элита сортне 40 гектар акмалăх туянтăмăр. Çĕнĕлĕхсем пурнăçа кĕртессипе тĕллевсем татах та пур-ха, анчах йăлтах йĕркипе, ĕçсем пурнăçланса пынипе калаçăпăр. Тытман упа тирне сĕвер мар, – ытарлă калаçассипе те палăрса тăрать агроном.

Автотрактор паркĕнче вара ирлесех ĕç шавĕпе ĕçри шÿт-кулă хуçаланать. Ака агрегатне ĕçе хатĕрлекен Герман Алжиров механизаторпа хуçалăхăн тĕп инженерĕ Игорь Скворцов ирлесех çĕнĕлĕхсем пурнăçа кĕртессипе «пуç ватаççĕ».

– Саппас пайсемпе тивĕçтерсех тăратпăр-ха, анчах вĕсемпе тĕрĕс те пĕлсе ĕçлесен çеç укçа хывни тупăша çаврăнĕ. Çакна пирĕн механизаторсемпе юсавçăсен бригади пĕлсе ĕçлеççĕ, – терĕ ĕçлекен механизаторсем патĕнчен иртнĕ чух Игорь Георгиевич.

Тĕп инженер сăмахне çур акине автомашинăсемпе тухакан Руслан Толикинпа Евгений Якимов та ĕçпе çирĕплетеççĕ. Алли техника таврашне çыпăçакан Руслан хăйĕн автомашини юсавлине курса паян тракторсене ĕçе хатĕрлеме пулăшать. «Паянхи тĕп ыйту – техника юсасси», – Г. Алжиров ĕçтешĕн сăмахне тепĕр хут çирĕплетрĕ ĕçрен уйрăлма васкаман çамрăк.

13-мĕш çур акине тухма хатĕрленекен Е. Якимов та паян хăйĕн автомашинине юсать-тĕрĕслет. «Çур акире манăн кăçал та хире тырă вăрлăхĕпе минераллă удобренисем кăларассипе тимлемелле пулать. Ку ответлă ĕçре автомашина юсавлăхĕ питех те пĕлтерĕшлĕ. Çулталăк тăрантаракан çурхи кун ман енчен чăрмав ан пултăр тесе ĕçлетĕп паян», – сăмах ваклама ÿркенмест Женя.

«Свобода» хуçалăхра кăçалхи çур акинчи уй-хир ĕçĕсен планĕ тата ĕç условийĕсем кашниншĕнех паллă. Çавăнпа та коллективсенче ĕç вĕресе тăрать кăна. Эпир тĕп агрономпа автотрактор паркĕнчен тухнă чух иртнĕ каç килнĕ минераллă удобрение пушатас ĕç пыратчĕ.

Янкăр тÿпери хĕвел самай çÿле улăхрĕччĕ ĕнтĕ...

Анатолий БЕЛОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика