Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Наркăмăшланса пурнăçа татас марччĕ

10 апреля 2010 г.

Çын ĕмĕрĕ ахаль те кĕске тетпĕр. Апла пулин те хамăрăн пурнăç хаклăхĕ çинчен пурте шухăшласах каймастпăр пулас. Иртнĕ çул акă районта химилле хутăшсемпе наркăмăшланнине 96 тĕслĕх палăртрăмăр. Ку кăтарту малтанхи çулхинчен пысăкрах. Наркăмăшланнисем хушшинче арçынсем хĕрарăмсенчен икĕ хута майлă ытларах.

Мĕнле хутăшсемпе хамăра наркăмăшлантаратпăр-ха эпир; Малтанах алкогольпе спиртлă шĕвек нумай ĕçнине асăнса хăвармалла. Пĕтĕмĕшле 50 тĕслĕхĕ çакăнпа çыхăннă. Уксус кислотипе тата лăймака сийне çисе яракан ытти веществосемпе наркăмăшланнипе 15 çын аптăранă. Эмелсемпе наркăмăшланса 11-ĕн, сĕрĕм тивнипе – 10-ăн, колорадо нăррисене хирĕç кĕрешмелли шĕвекпе наркăмăшланса 6-ăн пулăшу ыйтнă. Пĕр çын наркотикпа наркăмăшланнă.

Асăннă цифрăсенче 40-49 çулхи çынсен тÿпи пысăк. Ĕçлеме пултаракан вăхăтри, анчах та ниçта та ĕçлеменнисем çине те тĕслĕхсем ытларах «тиенеççĕ». Шкул çулне çитмен 7 ача тĕрлĕ япаласемпе наркăмăшланни ашшĕ-амăшĕпе килти ытти çынсен тимлĕ пулмаллине калать. Эмелсене, тĕрлĕ наркăмăшлă шĕвексене ачасем çитекен вырăнтан инçерех пуçтарса лартмалла.

Наркăмăшланнипе пĕлтĕр 96 çынран 31 çын «леш тĕнчене» ăсаннă. Пĕрремĕш вырăнта – каллех алкогольпе спиртлă шĕвексем. 19-ăн çакна пулах пурнăçран уйрăлнă.

Ял тăрăхĕсенчи кăтартусем пирки те кăшт чарăнас килет. Тĕрлĕ наркăмăшсене пула Ильинка ял тăрăхĕнче 5 çын, Шетмĕпуç, Москакасси, Катькас, Ярапайкасси, Муркаш тата Йÿçкасси ял тăрăхĕсенче 3-шер çын вилнĕ. Юнкă, Оринин тата Хорнуй ял тăрăхĕсенче çеç çакăн пеккисем çук. Алкогольпе тата спиртлă шĕвексемпе наркăмăшланнисен ÿкерчĕкĕнче малта Муркаш ял тăрăхĕ – 11 тĕслĕх, Москакасси тата Йÿçкасси ял тăрăхĕсенче – 5-шер, хыççăн – Çатракасси тата Ярапайкасси ял тăрăхĕсем. Çынсем наркăмăшланнă тĕслĕхсене пĕтĕмлетсен вара пĕтĕмĕшле Йÿçкасси, Шетмĕпуç, Ильинка, Ярапайкасси, Муркаш тата Москакасси ял тăрăхĕсенче ку ыйту çивĕч пулни палăрать. Çапла юриех е пĕлмесĕр наркăмăшланнисенчен кашни виççĕмĕш çын çут тĕнчерен ан уйрăлтăр тесен вырăнсенче те профилактика ĕçне пăрахăçа кăлармалла мар.

Э. ФОМИНА, райтерапевт.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика