10 апреля 2010 г.
Рецепт тĕрлĕрен пулать
Çак кунсенче Муркашра пĕр çамрăка милици сотрудникĕсем хăйĕн хваттерĕнчех тытса чарнă. Марля татăкĕ ăшне симĕс курăк пуçтарса хунă икĕ çыхăна, «Растворитель – 646» этикеткăллă кĕленчене тата икĕ эмаль чашăка та хуçинчен хăварман вĕсем. Çак каччă кантăра пачах та пĕр-пĕр чиртен хăтăлас тесе ĕлĕкхи сиплевçĕ-карчăксен рецептне хатĕрлеме упраса пурăнман. «Ĕç хатĕрĕсем» мĕн валли кирли вара паллă. Наркотика рецептсăр хатĕрлеме ахăртнех каччăн хăйĕн пултарулăхĕ те çителĕклех пулнă. Çакна следстви татса парĕ, паллах, явапне те Уголовнăй кодексри саккунлă «рецептпа» тытмалла пулĕ.
Ĕçсĕр аптăранă
Мăлатукпа, пуртăпа тĕрĕс усă курма манса пырать пулас çынсен вăйлă пайĕ. Çакă – эрех ĕçнин витĕмĕ. Акă Шомикра та черкке хыççăн черкке ÿпĕнтерсе пĕр-пĕринпе шăкăш-шăкăл калаçса ларнă хыççăн хаяр хирĕçÿ пуçланать. Çĕр çинче 43-мĕш çул пурăнакан (халĕ тĕпленсе пурăнмалли вырăнĕ те çук) арçын хăйĕнчен 15 çула яхăн кĕçĕнреххине пуртăпа «тăн кĕртсе илет». Кармăш ялĕнче вара пĕр арçын теприне пуçĕнчен мăлатук «тутантарать». Халĕ çак «паттăрсене» Уголовнăй кодексри статьясемпе тăн кĕртме хатĕрленеççĕ.
Пичете районти шалти ĕçсен пайĕн материалĕсем тăрăх хатĕрленĕ.
Пĕрре ĕненĕç, иккĕ ĕненĕç, виççĕмĕшĕнче ...
Хăвăрăнах чавса çыртмалла пулĕ. Çапла каласа асăрхаттарас килет шалти ĕçсен пайне пустуй шăнкăравласа суя хыпар пĕлтерекенсене. Юлашки вăхăтра вĕсем самаях нумайланчĕç. Ытларах ялсенче вырнаçнă таксофонсенчен эрех-сăра ĕçсен шăнкăравлаççĕ пĕр-пĕр «хыпарпа». Анчах та унтан шăнкăравланипе те çынна тупса палăртма пулать.
Акă çак кунсенче Муркаш районĕнчи 2 " суд участокĕн миравай судйи Юнкă ял тăрăхĕнче пурăнакан пĕр арçын Раççей Федерацийĕн Административлă правăсен нормисене пăснисен кодексĕн 19.13 статйинче илсе кăтартнă преступление тунă тесе çирĕплетрĕ. Çак гражданин судра хăй ÿсĕрле милицие «02» номерпе шăнкăравланине йышăннă. Милицие чĕнме вара сăлтавĕ пулман, шăнкăрава пустуй çеç тунă. Çапла вăл административлă йĕркене пăснă. Суд унран 1000 тенкĕ штраф шыраса илме йышăну кăларнă. Штрафа вара 30 кунран кая юлмасăр тÿлемелле.
Асăннă кодексри 19.13 статьяра çырса панине аса илтеретпĕр: пушар сыхлавне, милицие, васкавлă медицина пулăшăвне тата ытти специализациллĕ службăсене пустуй, сăлтавсăр шăнкăравласа чĕннишĕн 1000-1500 тенкĕ штраф парса айăплаççĕ. Çак статьяна тата хамăрăн хăрушсăрлăха шута хурса суя шăнкăравсем тăвас марччĕ. Атту пĕр хайлаври кĕтÿçĕ-ачапа пулса тухнă лару-тăрăва чăн пурнăçра та лекме пултаратпăр.
Н. КУДРЯШОВ, милицин участокри уполномоченнăйĕ.