Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Укçа çитменни перекет çине куç уçрĕ

07 апреля 2010 г.

 

Эрне ытларах каялла нумай хуçалăхсемпе пĕрешкел условисенче пурăнса-ĕçлесех Анаткасси-Çатракасси-Тушкассисем ыттисемшĕн хăйне евĕр ĕç виçисем пулса тăчĕç. Суворов яч. хис. хуçалăхра çапла тунă та тупăш илнĕ, ĕçлекенсене ытларах явăçтарма пултарнă, пире те вĕсем пек ĕçлеме никам та чăрмантармасть, çавнашкалах тумалла пулать-тăр», – тесе каланине паян час-часах илтме пулать. Çĕрĕ урăхларах-и, патшалăхăн пулăшăвĕ ытларах-и, техники вăйлăрах-и е ĕçлекен халăхĕ нумайтарах – ку «вак-тĕвек» çине пăхакан çук. Эпир вара хуçалăхри отчетпа суйлав пухăвĕ иртнĕ хыççăн паян çак ыйтусене хускатас терĕмĕр. Хаçатăн экономикăпа экологи пайĕн ертÿçи Анатолий БЕЛОВ Суворов ячĕпе хисепленекен ял хуçалăх производство кооперативĕн председателĕпе Владимир Славич АНДРЕЕВПА калаçать. Пирĕн паяхи тĕллевре вулавçăсем асăннă хуçалăх тĕлĕшпе хăйсене хумхантаракан ыйтусем çине тĕрĕс хурав тупасса шанатпăр.

– Владимир Славич, хăвăр ĕç пурнăçне ял хуçалăхĕпе тата тăван хуçалăх аталанăвĕпе çыхăнтарнине мĕнре куратăр тата ăçтан пуçланчĕ вăл;

– Эпир вĕт ял ачисем. Мĕн пĕчĕкрен çĕр ĕçĕпе, атте-аннепе ял çыннисен тăрăшулăхне курса ÿснĕ. Çавăнпа та ĕç ĕмĕрĕн ытларах пайне çар службинче ирттертĕм пулсан та, хресчен пурнăçĕ асран каймарĕ. Çартан тивĕçлĕ канăва тухса таврăнсан та ялтан инçете каймарăм. Тĕрлĕ ĕçсенче, хуçалăхăн инженери службинче вăй хунă хыççăн 2004 çулта хуçалăхăн отчетпа суйлав пухăвĕнче хуçалăх ĕçченĕсем мана кооператив тилхепине шанса пачĕç. Çăмăл пулмарĕ малтанхи утăмсене тума тата пĕрремĕш хĕл каçма. Анчах куç умне тухнă йывăрлăхсем çанăсене тавăрсах ĕçлеме хистерĕç. Хуçалăх аталанăвĕшĕн канăçне çухатнă активпа çапла турăмăр та.

– Мĕнле йывăрлăхсене тĕл пулма тиврĕ Раççей çарĕн ĕнерхи офицерĕн мирлĕ ĕç-хĕлте; Е ял хуçалăх аталанăвĕн утăмĕсем сире çав вăхăтра тивĕçтернĕ;

– Мана атте-анне ачаран йывăрлăхсене курма тата вĕсем умĕнче пуç усмасăр лартнă тĕллевсем патне утма вĕретнĕ. Çакăнта Раççей çарĕнче службăра тăни те хăйне евĕр пулăшу пулчĕ. Çапла вара ял хуçалăхĕ умĕнчи йывăрлăхсене курса тăрсах тата вĕсене тăван енре анлă сарăлма парас мар тесе ĕçе кÿлĕнтĕм. Урамра 2004 çулччĕ. Çанталăк условийĕсене кура тата ĕç дисциплининчи шăйрăксене пула çав çул хуçалăх обществăлла выльăх-чĕрлĕхе хĕл каçарма 865 тонна тырă-пулă, 1300 тонна сенаж, 300 тонна ытларах утă янтăланăччĕ. Çур хĕле çитсен витесенче улăмсăр пуçне апат юлмарĕ. Ăçтан пултăр-ха выльăх-чĕрлĕхрен продукци илесси...

– Мĕнле çул суйласа илтĕр-ха вара;

– Унтан-кунтан ыйткаласа хĕл каçрăмăр та хамăр ума кун пек пурăнма юрамасть тесе тĕллев лартрăмăр. Тĕллевсене пурнăçлама çĕнĕ техника кирлĕ. Хуçалăхра çав кун тĕлне пĕтĕм техникăн усă курмалли срокĕ тухнăпа пĕрехчĕ. Çапла вара хуçалăх председателĕнчи хамăн тивĕçе техника çĕнетессинчен тата ĕç дисциплинине хытарассинчен пуçларăм. 2005 çултах кредитпа çĕнĕ техника туянма пĕр миллион тенкĕ ĕçе кĕртрĕмĕр. «АПКна аталантарасси» наци проекчĕ пысăк тĕкĕ пулчĕ. Çак çулпа кайса 5 çул хушшинче, хамăр вăйпа илнĕ техникăсăр пуçне, кредитпа 11 миллион тенкĕлĕх техника туянтăмăр. Перекет ыйтăвне малти вырăна кăлартăмăр терĕм. Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсем вĕçĕнче пирĕн хуçалăх çуллен 400 тоннăна яхăн сĕрмелли-çунтармалли материалсем пĕтеретчĕ. Кунта сăлтавсăр тăккалану та самай пулнине шута илсе хама хуçалăха ертсе пыма шансанах çак тăкаксене чакарассине пĕрремĕш вырăна кăлартăм. Тĕрĕсрех каласан, укçа çитменни перекет çине куç уçрĕ. Пĕчĕк танлаштару, пĕлтĕр уй-хир ĕçĕсене йăлтах вăхăтра пурнăçласа сĕрмелли-çунтармалли материалсене 126 пин литр пĕтертĕмĕр. 400 тоннăпа танлаштарсан, перекет мар-и-ха çакă; Кăна хуçалăх ĕçченĕсем те ăнланса илчĕç. Çапла вара хуçалăх лавне пĕрле туртса тата перекетлĕх ыйтăвне кун йĕркинчен кăлармасăр ĕçлесе пĕлтĕр 2 миллион тенкĕ ытла таса тупăш илтĕмĕр.

– Тупăш çулĕ хăв укçуна ĕçлеттермесен алăка уçмасть пулĕ çав. Кун пирки мĕн калайратăр;

– Сирĕн ыйту тĕрĕсех. Харпăр хăй укçине ĕçлеттермесĕр кĕсьене укçа хушăнмасть. Çакна тивĕçлĕ пĕтĕмлетсе хам председателе ларнă хыççăн производствăна аталантарма 50 миллион тенкĕ укçа хыврăмăр. Çак утăма туни 135 миллион тенкĕ ĕçлесе илме май пачĕ. Юлашки 5 çул хушшинче эпир çулленех тупăшлă ĕçленĕ. Пĕрлехи тăрăшулăхпах эпир 2006 çулта лизингпа пĕрремĕш çĕнĕ МТЗ-82 трактор, хамăр укçапа пресс-подборщик, 2 кĕрепле, пĕр косилка туянтăмăр. 2007 çулта тĕрлĕ мелсемпе усă курса 3 трактор ХТЗ-17221, икĕ МТЗ-82, виçĕ дискатор, косилкăсем, дизельпе ĕçлекен автомашина туянтăмăр. 2008 çул та техника туянассинчен унчченхи çулсенчен юлсах каймарĕ. Çак çул пирĕн автотрактор паркне дизельпе ĕçлекен 2 автомашина, «АКРОС» комбайн, хирте кăкарса ĕçлемелли нумай техника хутшăнчĕ. Иртнĕ çул вара КЗСа тĕпрен çĕнетме явăçтартăмăр. Вăт çапла пыратпăр аталанса. Çĕнĕ технологисене тĕплĕн алла илсе паян эпир Юнкă тата Турай тăрăхĕсенчи пушă выртакан нумай çĕрсене ĕçлеттерме пуçларăмăр.

– Умри тĕллевсем;

– Тĕллевĕсем пур, паллах. Анчах тытман упа тирне сÿме васкамăпăр-ха. Çакна çеç калатăп, çитес çулсенче ытти ĕçсемпе пĕрлех выльăх-чĕрлĕх фермисене реконструкцилесси малти вырăна тухĕ. Нумай шутларăмăр та, çак ĕçе тумасан пирĕн малашлăх та пулмĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика