Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сывлăх та, телей те çемьерен пуçланать

07 апреля 2010 г.

– Нимех те мар, ку вăл суррогат ĕçнипе, – ним пулман пек каласа хучĕ пĕверне тĕрĕслеме анализ панă арçын, результатсем лайăхах маррине пĕлсен.

– Ĕçмеллех-и вара ăна; – ыйтрĕ тухтăр.

– Халь пурте ĕçеççĕ. Аптекăран вăл шĕвексене миххи-миххипех илеççĕ. Çĕр улми лартма та туянаççĕ çав пĕчĕк кĕленчесенчи спирт пур шĕвеке.

Шăпах çак тĕслĕхрен пуçларĕ калаçăва районти тĕп больницăн наркологĕ, психотерапевчĕ Л.М. ИВАНОВА.

Тĕлĕнме кирлех-ши çакăн хыççăн шкулта уява мĕнле ăнланнине ÿкерсе пама ыйтсан, хăш-пĕр ачасем эрех кĕленчине ÿкернинчен; Пушă эрех кĕленчипе тата ĕçсе ÿсĕрĕлнĕ арçынсемпе хĕрарăмсенчен ытла нимех те курман ачасем паян çук мар вĕт. Мĕнле йĕрпе кусĕ кайран вĕсен пурнăç кустăрми; Хуйха-суйха эрехпе пусаракан ашшĕ-амăшĕ сахал-и тата паян; Çакăнпа вĕсем пĕр проблема çумне тата темиçе хушнине ăнланаççĕ-ши;

– Ача эрех-сăрана е наркотика пĕрре тутанса пăхсан, аллисем унтах туртăнма пуçлаççĕ, – тет Лариса Меркурьевна. – Çавăнпа та ашшĕ-амăшĕн проблемăсемпе стреспа урăхла майсемпе кĕрешмелле. Ачасем хăйсем çине пăхнине, хăйсенчен тĕслĕх илнине пĕлнĕ çĕртех вĕсен шăпипе выляма кирлех-ши; Çук çав. Çакăн çинчен пулĕ паян сăмахăмăр.

– Лариса Меркурьевна, ачасем сывă пурнăç йĕркине тĕпе хурса ÿсчĕр тесен, ашшĕ-амăшĕн мĕн тумалла;

– Тĕрĕс воспитани памалла. Урăхла каласан, ача хăй тĕллĕн шутлама пултаракан личноç пулса ÿсмелле. Унăн пурнăç тĕллевĕ пултăр, усал йăласемсĕрех пурнăç илемне курма-туйма пултартăр. Хăй тăрăшнипе йывăрлăхсене çĕнтерме пултартăр. Çакă ăна хăйне хăй тата ытларах хисеплеме пулăшать.

Ашшĕ-амăшĕн хăйĕн ачине шанмалла. Çав вăхăтрах куçран та вĕçертмелле мар. Ывăлĕ е хĕрĕ камсемпе туслă пулнине пĕлмелле. Лешсем сиенлĕ йăлана иленес пулсан, çакăн çинчен вăхăтра пĕлме тăрăшмалла. Ачисене эрех-сăра, наркотик сиенĕ çинчен каласа парсах тăмалла.

– Наркотик тенĕрен, ăна пĕрре тутаннипех нимех те пулмасть, тесе шутлаççĕ пулмалла вĕсем.

– Наркомансен пурнăçне тĕпчени çакна кăтартса парать. Шăпах пĕрремĕш хут тутанни ĕнтĕ çул çитмен çамрăкăн пĕтĕм пурнăçне тепĕр майлă çавăрса хурать. Наркомансем каланă тăрăх, енчен те çын «йывăр» наркотика пĕр хут тутанса пăхрĕ пулсан, хăçан та пулин пурпĕрех вăл ăна тепре алла илет. Каярахпа çак пурнăç йĕркине куçать. Хăй вăл пĕрре тутаннă хыççăн урăх тытмастăп, тесе шутласан та.

«Йывăр» наркотика пĕрре тутансанах наркотикран хăрас туйăм пĕтет, халиччен курман туйăмпа тĕл пулать. Наркотик сĕрĕмĕнчен тухсан хăйне халичченхи пекех туять пек, наркотик серепине çакланнине те туймасть. Унтан ăна пурнăç наркотиксăр илемсĕр туйăнма пуçлать. Наркотикпа аппаланакансемпе пĕрле лексен, вăл каллех алла ун енне тăсать. Каярахпа кăмăла çĕклеме пуçлать çакăн пек майпа. Çапла вара хăй сисмесĕрех наркоман пулса тăрать.

– «Çăмăл» наркотиксем çинчен мĕн калама пултаратăр;

– Вĕсем те çыннăн организмне хытă сиен кÿреççĕ. Наркотикпа пурнăçа илемлĕрех туйма хăнăхаççĕ те унсăр пурăнайми пулаççĕ. Вара «йывăртарах» наркотик тутанас шухăш çуралать. Ахальтен мар ĕнтĕ наркомансем çапла калаççĕ: «Наркотик мĕн тути каланине пĕлмелле мар, пĕрре тутансан кайрĕ вара...»

– Камсем хăрушлăх кăларса тăратаççĕ çул çитмен çамрăксемшĕн;

– Тин çеç наркотик тутанма пуçлакансем. Мĕншĕн тесен вĕсем наркотик тутанассине хăйсем контроллеме пултаратпăр, ун серепине кĕрсех ÿкместпĕр, тесе шутлаççĕ. Наркотик мĕн тери хăрушă пулнине ăнланмаççĕ. Çапла майпа ыттисем те вĕсем пек тума пултараççĕ.

– Камсем çакланма пултараççĕ наркоманин тĕпсĕр тарăн çырмине;

– Наркотик çинчен ăна тутанса пăхнă çынсем каланинчен çеç пĕлекенсем. Кунтан ытларах – ачана мĕн пĕчĕкрен хăйне илĕртекен япаласене пурне те илме çук тесе хăнăхтармасан. Ачан кăмăл çирĕплĕхĕ пулмалла.

– Çул çитмен çамрăк наркомани серепине çакланнине мĕнле пĕлмелле;

– Шкула çÿреме, вĕренме пăрахать. Малтан кăсăкланнă япаласем уншăн халĕ интереслĕ мар. Хăйне хăй хакламасть е пачах тепĕр майлă: хăрушлăхран те хăрамасть. Çĕнĕ туссем тупăнаççĕ, малтанхисемпе калаçмасть. Час-час укçа ыйтма пуçлать, наркомансен сăмахĕсемпе калаçма пуçлать.

Алли çинче укол йĕрĕсем, тĕлсĕр пăхма пуçлать, куç шăрçисем е сарăлнă, е пĕрĕннĕ, ÿчĕ шуранка, начарланса каять. Апат анми пулать, пĕрмаях ĕçес килет, çав тери пылак çиес килет, тар нумай тухать, пуç, вар-хырăм ыратать, час ывăнать, пуçĕ астăвасси чакать, тарăна кайнă сунас аптратать, тĕлсĕр калаçать, тÿрĕ утаймасть.

– Мĕн тумалла çак инкек килсе çапсан (ун пекки никамăн та ан пултăр);

– Вăрçма кирлĕ мар. Кун пек туни ашшĕ-амăшĕ ăна хăйсенчен тĕксе яни пулать. Специалистран пулăшу ыйтма именмелле мар. Ашшĕ-амăшĕ инкеке лекнĕ ачашăн юлташ пулмалла. Вăл çывăх çынсем хăйне пулăшма хатĕррине туйтăр. Ашшĕ-амăшĕ хăйне юратни, ăна шанни çак инкеке пĕрле çĕнтерме пулăшать. Мĕншĕн тесен шăпах çак енсем нумайăшне çак инкеке çĕнтерме пулăшнă.

Ачана пулăшас тесен ашшĕ-амăшĕн улшăнма тивет. Ывăлĕ е хĕрĕ алла мĕншĕн наркотик илнине пĕлмелле, пурнăçра ăна мĕн интереслентернипе кăсăкланмалла. Ачана инкекрен çăлас тесе ăна ытларах тимлĕх уйăрмалла. Хăйсен те сывă пурнăç йĕркипе пурăнмалла, ачисемшĕн ырă тĕслĕх пулмалла. Кун пек çемьери ача пурнăçра тĕрĕс çулах суйласа илĕ.

Пĕтĕм тĕнчери сывлăх кунне халалласа çĕршывĕпех концертсемпе форумсем, ытти мероприятисем иртеççĕ. Иртнĕ эрне кун Муркашри физкультурăпа спорт комплексĕ умĕнче çамрăксем сывă пурнăç йĕркипе пурăнма чĕнсе агитплощадка уçрĕç. Вĕсем унта иртен-çÿрене сывă пурнăç йĕркипе пурăнма чĕнекен буклетсем валеçрĕç. Ку мероприятие çакăнта кашни эрне кунах ирттерме шутлаççĕ.

Л. ПАВЛОВА калаçнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика