Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Район аталанăвĕ сирĕнтен нумай килет»

07 апреля 2010 г.

Çак кунсенче районти Культура çуртĕнче пĕчĕк предпринимательство кунĕ пулчĕ. Чи малтанах пуçтарăннисем умĕнче район пуçлăхĕ Ю.А. Иванов тухса калаçрĕ. Районăн кăçалхи 3 уйăхри социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕпе паллаштарнă май промышленноçра та, ял хуçалăх сферинче те иртнĕ çулхи çак вăхăтринчен кăтартусем пысăккине палăртрĕ. Ытти отрасльсем те йĕркеллĕ аталанса пыраççĕ.

– Районăн аталанăвĕ сирĕн ĕçĕртен нумай килет, – терĕ Юрий Александрович.

МАЛАЛЛАХ АТАЛАНАТЬ

ПĔЧĔК БИЗНЕС

Ку чăннипех те çапла пулнине çак цифрăсем те çирĕплетсе параççĕ. Кăçалхи 3 уйăхра пĕчĕк формăллă предприятисем 40,9 миллион тенкĕлĕх тавар сутнă. Ку вăл пĕтĕм калăпăшăн 24 проценчĕ пулать. Çак хушăра çĕнĕ 5 пĕчĕк предприяти уçăлнă. Çапла майпа тепĕр 12 çын валли ĕç вырăнĕ тупăннă. Тавар çаврăнăш планĕ иртнĕ çулхинчен 8 процент пысăкрах: 125,03 миллион тенкĕлĕх. Пĕтĕмĕшле таварçаврăнăшĕнче пĕчĕк предпринимательсен тÿпи 18,3 процентпа танлашать.

Пĕчĕк тата вăтам бизнеса аталанма районта условисем çителĕклĕ. Кăçалхи 3 уйăхра кăна пĕчĕк бизнес представителĕсен ыйтăвĕсене тивĕçтерме 3,8 миллион тенкĕлĕх тавар туяннă, ĕçсем тунă тата пулăшусем панă. Ку вăл тунă пĕтĕм контрактпа килĕшÿн 72 проценчĕ пулать. Кредит илнĕ суммăн процент ставкине республика бюджетĕнчен саплаштаракан çăмăллăхпа районти пĕчĕк бизнесăн 7 представителĕ усă курать.

Иртнĕ çул ял хуçалăхĕнчи пĕчĕк бизнеса аталанма федераллă бюджетран 6061,2 пин тенкĕ, республика бюджетĕнчен 3700,5 пин тенкĕ укçа уйăрнă. Кăçалтан пуçласа пĕчĕк предпринимательствăри проектсене пурнăçа кĕртме çамрăк граждансене грантсем пама пуçларĕç. Çак тĕллевпе республика 900 пин тенкĕ укçа уйăрать. Апла пулсан районти пĕчĕк предприятисене мал туртăмлă пулма сăлтавсем те пур.

Ку çеç те мар. Пĕчĕк формăллă предприятисене аталантармалли муниципаллă программăсене пурнăçа кĕртес тĕллевпе предпринимательство ĕçне пуçăнакансене те грантсем парса пулăшаççĕ. Ку тĕллевпе пирĕн района республика бюджетĕнчен 100 пин тенкĕ уйăрма йышăннă.

Унсăр пуçне предпринимательсене консультаципе информаци парас тĕлĕшпе, йĕркелÿпе методика енĕпе те пулăшу кирлĕ. Ку ыйтусемпе вара районти Бизнес-инкубатор ĕçлет. Иртнĕ çул пĕчĕк бизнесăн 287 представителĕ çак пулăшупа усă курнă.

Пĕчĕк тата вăтам предприятисем тĕрлĕрен конкурссене те хастар хутшăнаççĕ. Республикăри «Çулталăкри чи лайăх предприниматель» конкурсра «Декор» чикĕллĕ яваплăхлă общество çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕ.

Пĕтĕмпе вара паян районти пĕчĕк тата вăтам предприятисенче 2300 çын ĕçлет. Ку вăл район экономикишĕн вăй хуракан пĕтĕм йышăн 18 проценчĕ пулать. Отрасльсемпе илес пулсан, пĕчĕк бизнесăн 34 проценчĕ суту-илÿ тата обществăлла апатлану сферине суйласа илнĕ, 30 проценчĕ – ял хуçалăха, 17 проценчĕ – промышленноçа, 11 проценчĕ – строительствăна, тĕрлĕрен пулăшу паракан сферăна суйласа илнисем – 8 процент. Вăтам ĕç укçи 7100-7500 тенкĕпе танлашать. Ĕç укçин ыйтăвне районти ведомствăсем хушшинчи комисси куçран вĕçертмест. Хăйĕн икĕ ларăвĕнче чи пĕчĕк ĕç укçинчен кая ĕç укçи тÿленĕ 18 предприятие пăхса тухнă.

Ларура район администрацийĕн экономика пайĕн пуçлăхĕ Э.И. Симакова пĕчăк предприятисен ĕçĕ-хĕлĕ çинче тĕплĕн чарăннă май юлашки 5 çул хушшинче районти «2007-2011 çулсенче пĕчĕк хуçалăх формисене аталантарасси» программăна пурнăçа кĕртме пурĕ 156 миллион тенкĕ укçа хывнине, çав шутран район бюджетĕнчен çулсеренех 3-шер миллион тенкĕ уйăрнине палăртрĕ.

Эльвира Иосифовна районти 32 предприятин алкоголь продукцине сутмалли лицензи пуррине, вĕсенчен 30-шĕ– пĕчĕк тата вăтам предприятисем пулнине палăртрĕ. Алкоголь продукцине 163 точкăра сутаççĕ, вĕсенчен 40-шĕ – пĕчĕк бизнесăн. Тĕрĕслекен тата право йĕркине тĕрĕслекен органсемпе пĕрле ирттернĕ тĕрĕслевсенче ку енĕпе йĕркене пăснă тĕслĕхе тупса палăртман.

Эльвира Иосифовна предпринимательсене «Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн» марафона активлă хутшăнма чĕнсе каларĕ.

ХАМĂРĂН ТУТЛĂРАХ, ХАМĂРĂННЕХ ТУЯНАР

Пĕчĕк предпринимательство кунне пуçтарăннисем кредит илмелли йĕркепе, налук тÿлессинчи çĕнĕлĕхсемпе те паллашрĕç. Пуриншĕн те усăллă тепĕр самант вăл – продукци туса кăларакансемпе пĕчĕк тата вăтам бизнес представителĕсем район территорийĕнче туса кăларакан продукцие халăх патне çитерессипе пĕр-пĕринпе тачă çыхăнса ĕçлеме калаçса татăлчĕç. Районта вара сахал мар продукци туса кăлараççĕ. «Сундырь-Хлеб» чикĕллĕ яваплăхлă общество кăна 140 тĕрлĕ продукци туса кăларать. Унăн продукцийĕсене Мăн Сĕнтăр райповĕн 46 магазинĕнче сутаççĕ. Çавăн пекех Муркаш райповĕпе, предпринимательсемпе килĕштерсе ĕçлеççĕ, хамăр республикăра тата Марий Эл республикинче пурăнакансем те хапăлласах туянаççĕ вĕсен продукцине. Мăн Сĕнтĕрсем туса кăларакан продукци ассортименчĕ çулсеренех 7-9 тĕслĕ çĕнĕ йышши продукципе пуянланать.

Муркаш райповĕ туса кăларакан продукци пирки те çавнах каламалла. Чăвашпотребсоюз канашĕн председателĕн çумĕ Андрей Алексеевич Данилов Муркашсемпе Мăн Сĕнтĕрсем пахалăхлă продукци кăларнине, республикăри конкурссенче вĕсем яланах малти виçĕ вырăна йышăннине палăртрĕ.

Пĕчĕк предпринимательство кунĕнче «Сундырь-Хлеб» чикĕллĕ яваплăхлă общество ертÿçи Л.Г. Ильгечкин предприятипе тачă çыхăнса ĕçлекен пĕчĕк бизнес представителĕсене Тав çырăвĕсемпе парнесем парса тав турĕ.

Юлашкинчен фойере «Моргауши-Хлеб», «Сундырь-Хлеб» чикĕллĕ яваплăхлă обществăсем тата республикăри ытти предприятисен продукцийĕпе паллашрĕç, астивсе пăхрĕç.

Л.ПАВЛОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика