07 апреля 2010 г.
Иртнĕ эрнере районти физкультура активĕн ларăвĕ хăйĕн ĕçне анлăн та тарăннăн ирттерчĕ. Унта физкультура учителĕсем, тренер-преподавательсем, районти вĕрентÿ учрежденийĕсен директорĕсем çеç мар, районти спорт федерацийĕсен ертÿçисем, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, тĕрлĕ шайри депутатсемпе медицина ĕçченĕсем те хутшăнчĕç. Чăваш Республикин физкультура, спорт тата туризм министрĕн çумĕ С.В. Мельников Муркаша килсе çитни те, ларăва район пуçлăхĕ Ю. Иванов ертсе пыни те физкультурăпа спорт аталанăвĕн ыйтăвĕсем пурне те пырса тивнине çирĕплетеççĕ.
Çынсене вырăнсенче массăллă физкультура тата спорт занятийсене явăçтарасси тавра калаçмалли, сÿтсе явмалли чылай пулчĕ. Районта пĕлтĕр физкультурăпа сывлăха çирĕплетес тата спортпа массăллă ĕç епле пулнипе район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ – А.Е.Андреева хăйĕн докладĕнче паллаштарчĕ. (Ред.: тĕплĕнрех – çитес номерсенче.) Алевтина Евстафьевна районта физкультурăпа спорта аталантарас ĕçре спорт сооруженийĕсемпе эффективлă усă курассинчен пуçласа çак енĕпе ĕçлекен специалистсен пысăк тÿпи таранах тишкерÿ туса пачĕ.
Районти спорт пурнăçĕпе тачă çыхăннă ытти çынсем тухса калаçнинчен акă мĕн курăнчĕ. Шкулсенчи спорт залĕсене вырăнта пурăнакансене çÿреме ятарлă графиксем туса халăха пĕлтересси те (пĕрремĕш утăм!) хальлĕхе хытах уксахлать-ха. Юнкăри вăтам шкулта вара спортзал çук. Ку, паллах, кая хăвармасăр татса памалли ыйту. Массăллă мероприятисем ирттерессине те ял тăрăхĕсенче йăлана кĕртсе тăтăш пурнăçламасан усси çукрах пулĕ. Пĕрре ирттерсе «эпир ирттертĕмĕр» тени мăнаçланса мухтанмаллиех мар-ха. Районти физкультурăпа спорт комплексне ялсенчен çÿреме майсем тупсан вара ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе ытти ертÿçĕсем хăйсен ĕçĕнче пысăк «Ç» паллă çирĕппĕнех лартма пултараççĕ. Шел те, Муркашри физкультурăпа спорт комплексне паян шкул ачисем те япăх çÿреме пуçланă. Бассейн вара кунта кăна-ха районта. Ачасен нивушлĕ унта ишес килмест; Вĕсен шухăш-кăмăлне «шывра» путармалла мар пулĕ.
Ачасем тенĕрен, пĕчĕкренех пулас спортсменсене шыраса тупасси, хыççăн вĕсемпе тĕллевлĕ ĕçлесси – тренерсен чăн малтанхи ĕçĕ пулса тăрать. Апла пулсан вĕсен «халăха утмалла». Паллах, врачсем çырса панă пĕтĕмлетÿсене курмăш пулмалла мар. Физкультура урокĕсене ирттернĕ чухне те. Районти ăмăртусене Шупашкартан килекен тренерсем пĕрре мар: «Эпĕ ку ачана илсе каятăп», – тенине илтме тивнĕ. Районти спорт шкулĕсен тренерĕсен те çапла тума вăтанмалла мар. Кун пирки Чăваш Республикин физкультура, спорт тата туризм министрĕн çумĕ С.В. Мельников та аса илтерчĕ. Муркаш тăрăхĕ вара пысăк шая хăпаракан спортсменсем хатĕрлессипе яланах ырă енпе палăрса тăнă. Эппин, ку ĕçе те пăрахса ямалла мар. Спорт ăмăртăвĕ вара ăна ирттернĕ хыççăн «çунипе» вĕçленни пачах килĕшÿсĕррине палăртрĕ министр çумĕ.
Районта спортăн тĕрлĕ енĕсене аталантарма федерацисем йĕркеленни пĕрремĕш çул мар ĕнтĕ. Вĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе те паллаштарчĕç федераци ертÿçисем. Хоккей федерацийĕн ертÿçи В.И. Кожанов (районти вĕрентÿ пайĕпе пĕрле) спортăн çак енне районта аталантарма пысăк тÿпе хывнисене укçан парнесем тата грамотăсем парса хавхалантарнине пурте алă çупсах йышăнчĕç.
Район пуçлăхĕ спортпа физкультурăна аталантарас ĕçе пĕтĕмлетсе активлăхпа палăрнисене Хисеп грамотисем парса чысларĕ. Малашне вара Юрий Александрович халăхра физкультурăпа спорта аталантарас тата сывă пурнăç йĕркине сарас тĕлĕшпе пур ертÿçĕне те спорта юратакансемпе, пуçаруçăсемпе тачă çыхăнса ĕçлеме сĕнчĕ. Çамрăк специалистсене çак ĕçе явăçтарас тĕллевпе вĕсене хавхалантармалли майсем шырама, спорт сооруженийĕсемпе каçхи вăхăтра та яваплă çынсене çирĕплетсе туллин усă курма, унта çÿремелли графиксем хатĕрлемеллине те каларĕ вăл. Ăмăртусем ирттернĕ чухне вара анлă сарăлнă «подстава» сăмаха манма хушрĕ. Спорта кăмăллакансемпе спорт маçтăрĕсем ăмăртни килĕшÿллĕ те мар çав. Тăван районта физкультурăпа спорта аталантарас тесен вырăнти командăсемпе, ял халăхĕпе ытларах ĕçлес пулать.
Н. НИКОЛАЕВА.