03 апреля 2010 г.
Мăн кун çитрĕ. Кил-çуртсене, урамсене тасатрăр пулĕ-ха çак праçнике кĕтсе; Кĕçнерни кун район администрацийĕ çумĕнчи тĕн пĕрлешĕвĕсемпе ĕçлекен Канашăн ларăвĕнче (район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ – культура тата архив ĕçĕсен пайĕн ертÿçи, асăннă Канашăн председателĕ А.Е. Андреева ертсе пычĕ) те Мăн кун умĕн ял тăрăхĕсемпе чиркÿ прихучĕсен территорийĕсене тасатса тирпейлесси мĕнле пулса пынине, ку ĕçре чиркÿ прихучĕсем ял тăрăхĕсемпе мĕнле çыхăнса ĕçленине тишкерчĕç. Муркаш тата Етĕрне районĕсен Благочиннăйне пулăшаканĕ, Муркашри Турă Амăшĕн Владимирти турăшĕн чиркĕвĕ тата Турайри Христос çуралнин чиркĕвĕн настоятелĕ Федор атте Мăн куна кĕтсе хатĕрленсе ирттернĕ ĕçсем çинче чарăннă май çакна палăртрĕ:
– Юр кайман вырăнсене тасатма ĕлкĕреймесен те, ялсенчи аслă урамсене тирпейлемеллех. Çак тулти тирпейлĕх пирĕн чунри йĕркелĕхе кăтартса парать, – терĕ вăл.
Çавăн пекех вăл типĕ вăхăтĕнче юрласа-ташламалли тĕрлĕрен мероприятисене ирттерме кирлĕ марри çинчен те каларĕ.
Ярапайкасси ял тăрăхĕнче те Мăн куна кĕтсе тирпей-илем ыйтăвне мала хунă. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.В. Голубев каланă тăрăх, çавăн пекех кунта православи праçникĕ вăхăтĕнче те милицин участокри уполномоченнăйĕ йĕркелĕхе куçран вĕçертмест.
Ку темăна малалла тăсса çакна каламалла. Районти шалти ĕçсен пайĕн ертÿçи Е.И. Плечов ларура çакна палăртрĕ: Христос çуралнин, Христос шыва кĕнин, Мăн кун тата Çимĕк праçникĕсем вăхăтĕнче яланах чиркÿллĕ ялсенче милицин нарячĕ дежурствăра пулать. Православин ытти праçникĕсем вăхăтĕнче те йĕркелĕх хуралçисем кирлĕ пулсан, пĕрер кун маларах шалти ĕçсен пайне заявкăпа тухмалла. Ыйтăва тивĕçтереççĕ.
Чиркÿсен йышĕ районта хушăнсах пычĕ. Йÿçкассинчи Христос Çÿле çĕкленнин чиркĕвĕ те тултан илемлĕн курăнса ларать. Чиркĕвĕн прихут председателĕ З.М. Кутузов чиркÿ тума «Ударник» хуçалăх ертÿçи П.П. Давыдов питĕ нумай пулăшнине, анчах ăна пĕтĕмпех туса пĕтерме укçа-тенкĕ çитменни ура хунине палăртрĕ. Çавăн пекех чиркÿн священник пулманни пăшăрхантарни çинче те чарăнчĕ Зиновий Михайлович.
Ларура ял тăрăхĕн пуçлăхĕсемпе чиркÿ прихучĕн председателĕсене территорие тирпей-илем кĕртес ĕçе малалла тăсма сĕнчĕç.
Ларура пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсенче «Основы религиозных культур и светской этики» ятарлă курса вĕрентес ыйтăва та пăхса тухрĕç. Районти вĕрентÿ, çамрăксен политики, физкультурăпа спорт пайĕн ертÿçи З.Ю. Дипломатова пĕлтернĕ тăрăх, асăннă курса 4 тата 5 классенче кĕртеççĕ. Кĕçĕн классене вĕрентекен 31 учитель ку дисциплинăна вĕрентес тĕллевпе курссенче пулнă. 4 классене кирлĕ учебниксемпе вĕренÿ пособийĕсене панă.
Ларура çавăн пекех ачасен кĕнекин эрнинче ачасене ăс-тăнпа нравственноç тата патриотла воспитани парасси мĕнле пулса пынине те пăхса тухрĕç.
Л. ПАВЛОВА.