03 апреля 2010 г.
Вăхăт хăй утăмне чакармасть. Акă, сисмерĕмĕр те, çуркуннен иккĕмĕш уйăхне кĕтĕмĕр. Апрельти çанталăк кунран кун ăшăтса пырать. Çырмасемпе ял урамĕсем шыв-шур сассипе, вăрмансемпе катасем кăнтăртан килекен кайăксен юрри-кĕввипе тулса пыраççĕ. Вăхăт нумаях та иртмĕ, пĕтĕм тавралăх чĕрĕлсе симĕс тум тăхăнĕ, сад-пахча та илемĕпе кашнин кăмăл-туйăмне уçĕ. Çулла е кĕркунне сад-пахча пире тулăх çимĕçпе савăнтартăр тесен, ял çыннин паянах сахал мар тар тăкма тивет. Пахчари ĕçсем шăпах çуркуннерен пуçланаççĕ те.
Халĕ хĕл ыйхинчен вăранакан улма-çырла пахчине тухса пăхар-ха. Кăçал Хĕл мучи юрне хĕрхенмерĕ. Хÿтĕ вырăнсене те шурă кавирпе хулăнах витрĕ. Паян вара çанталăк ăшăтнăçемĕн юр сийĕ ирĕлсе пусăрăнать. Çавна май юр айне пулнă çамрăк улмуççисемпе пахчари ытти йывăçсен аялти тураттисем çĕр çумнелле авăнаççĕ, хуçăлаççĕ е вулăран чĕрĕлсе анаççĕ. Çавăнпа та çамрăк улмуççисене хăвăртрах юртан чавса кăларассине кая хăвармалла мар.
Кунта çакна палăртса хăварас килет. Хĕллехи тапхăрта çамрăк улмуççисене (енчен те вĕсене хÿтĕлессипе кĕркунне нимĕн те туман пулсан) шăшисем кăшласа сиен тăваççĕ. Çакăншăн тÿрех пит пăшăрханма кирлĕ мар. Шăши улмуççи хуппине кăна кăшлать, сĕткен куçмалли сие пысăк сиен кÿреймест. Çак инкекпе кĕрешесси – пахчаçăн паянхи ĕçĕ. Кун пек чухне шăши кăшланă вырăнсене сад сăмалипе (сад варĕпе) е тăмпа ĕне тислĕкĕн (1:1 хутăштарса) чустипе сĕрмелле те шурă татăкпа чĕркемелле. Çиелтен полиэтилен пленкăпа çыхмалла. Суранăн çак сиплевне хура кĕркуннечченех илес çук. Çак хушăра суранланнă вырăна ÿт илме ĕлкĕрет.
Ял хĕрринчи садсенче шăшисемпе пĕрлех улмуççисен вуллисене мулкачсем те кăшласа сиен кÿме пултарнă. Енчен те çак кăшлакан чĕрчунсем вулăна йĕри-тавра кăшласа çаврăннă пулсан, улмуççие сапансемпе «кĕпер» меслетпе вăхăтра сыпни сыхласа хăварма пулăшать.
Улма-çырла йывăççисем епле хĕл каçнине тĕрĕсленĕ май вĕсене тĕрĕс-тĕкел ÿстерес тĕлĕшпе пурнăçламалли ĕçсене те паянах палăртмалла. Çак ĕçе темиçе çул маларах лартнă йывăçсенчен тытăнмалла. Кăçал сивĕ хĕл пулни пахчаçă ĕçĕ çине те витĕм кÿрет. Йывăçсене тĕплĕ тишкернĕ хыççăн сивĕ тивнĕ вырăнсем палăрсан вĕсене чĕрĕ сийĕсем таран тасатмалла. Унтан сурансене 3-5 процентлă ешĕл сенкер (медный купорос) шĕвекĕпе (1 литр шыв çине 30-50 грамм) çумалла, сад сăмалипе сĕрмелле те çемçе татăкпа чĕркесе лартмалла.
Вăхăт иртнĕ май ватăрах улмуççисен вуллисем çурăкланаççĕ. Сиенлĕ хурт-кăпшанкăсемпе вĕсен çăмартисемшĕн шанчăклă хĕл каçма çакăнтан меллĕрех вырăн çук та. Çакăн пек вулăсене нÿрĕ çанталăкра хырса тасатмалла та пуçăннă çÿп-çапа çийĕнчех çунтарса ямалла. Тасатнă вулăсене 10 литр шывра 300 грамм тимĕр купоросĕ ирĕлтернĕ шĕвекпе сирпĕтмелле.
Йывăç çинче хăвăл пулсан, ăна çĕрĕкрен тирпейлĕ тасатмалла та çав вырăна 1-3 процентлă ешĕл сенкер шĕвекĕпе (1 литр шыв пуçне 10-30 грамм) дезинфекцилемелле. Ешĕл сенкер пулмасан ун вырăнне 5 процентлă тимĕр купоросĕн ирĕлчĕкĕпе те (1 литр шыв çине 50 грамм) усă курма юрать. Çакăн хыççăн пысăк хăвăла вак чул тултарса хăйăрпа цемент хутăшĕпе хытарни пăсмасть.
Пĕчĕк те тарăн хăвăла вара йывăç пăкăпа асăрханса çапса лартмалла. Çиелтен сад сăмалипе е çуллă сăрăпа сăрламалла. Çимĕç тăвакан йывăçсен хăрнă, хуçăлнă, çавăн пекех кирлĕ мар турачĕсене касассине иртнĕ уйăхра вĕçлеймен пулсан, çак ĕçе йывăç сĕткенĕ куçма пуçличчен туса ирттерме тăрăшмалла. Улмуççин туратлă тăррине (крона) технологие пăхăнса йĕркелес тĕллевпе шалалла ÿсекен туратсене те иртмелле.
Çĕнĕ садсенче е çĕнĕрен лартнă çамрăк улмуççисен вăрăм та хулăнланса ÿссе кайнă тураттисене касса кĕскетмелле.
Тепĕр ĕç вăл – улмуççисен вуллисене шуратасси. Çак ĕçе хĕвел пĕçертесрен тăваççĕ. Ку тĕллевпе ватă улмуççисен вуллисемпе тĕп турачĕсене извеç ирĕлчĕкĕпе, çамрăк йывăçсене пурă шĕвекĕпе шуратни вырăнлă.
Пахчара улмуççисем çеç маррине пурте пĕлетпĕр. Çавăнпа та юр ирĕлнĕ май ытти çимĕç йывăççисем тĕлĕшпе те пысăк ĕçсем туса ирттермелле. Тĕслĕхрен, сырланпа слива, чие йывăççисен хăрнă тураттисене иртмелле.
Хурлăхан тĕммисене папаксем кÿпченсе çулçăсем сарăличчен бордос шывĕпе пĕрĕхмелле. Ăна хатĕрлеме 10 литр шыв çине 100 грамм ешĕл сенкер тата 100 грамм извеç илмелле.
Çуркунне хура хурлăхан турачĕсем çинче кÿпченсе кайнă папаксене асăрхама пулать. Çакăнта пурăнать ĕнтĕ çырла тĕммине самаях сăтăр тăвакан сăвăс. Сиенлĕ çак хурт-кăпшанкăна пĕтерме хурлăхан тĕммине папаксенчен çулçă тухиччен лейкăпа вĕри шывпа пĕрĕхмелле. Куншăн пăшăрханма та, шикленме те кирлĕ мар: папаксенчи сăвăссем пĕтеççĕ, хурлăхан йĕркеллех çулçă сарать, кĕр енне çырли те ăнса пулать. Манмалла мар, хурлăханăн хăрнă, хуçăлнă, ытлашши имшеркке хунавĕсене те иртмелле. Çимĕç сахал паракан ватă вулăсене çĕр çумĕнченех касмалла.
Пахчари çурхи ытти вăрттăнлăхсем пирки калас пулсан, çаксене те асра тытмалла:
– хура хурлăханпа крыжовникăн пĕр çулхи турачĕсене тăваттăмĕш пайĕ чухлĕ касмалла;
– хăмла çырлин тĕммисене хĕле кĕрес умĕнхи çыхăсенчен салтмалла, хăрнă туратсенчен иртмелле.
Апрельте çанталăк кунран кун ăшăтса пынă май юр та хăвăрт ирĕлет. Çавăнпа та садра нÿрĕк сыхласа хăварассипе те тимлемелле. Çакна валли тăпра сийĕ типсе пынă май улма-çырла тĕммисемпе йывăççисем тавра çĕре кĕреплепе тураса кăпкалатмалла. Çавăнпа пĕрлех тăпрана органикăллă тата минераллă удобренисем хывма та (енчен те çак ĕçе кĕркунне пурнăçламан пулсан) манмалла мар.
Кăнтăртан çут çанталăк тусĕсем – вĕçен кайăксем – вĕçсе килеççĕ. Пирĕн улма-çырла сачĕсене сиенлĕ хурт-кăпшанкăсенчен хÿтĕлеме уйрăмах шăнкăрчсем нумай пулăшаççĕ. Çавăнпа та вĕсем валли вĕллесем туса çакасси те – улма-çырла пахчинчен тупăш илес текеншĕн паянхи ĕç. Çакна та манас марччĕ.
Александр ШАРИКОВ,
пуян опытлă пахчаçă, агроном.