Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ырри çине таянса ĕçлесчĕ

31 марта 2010 г.

Обществăлла выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче хĕл кунĕсем çуркуннене куçаççĕ. Апла пулин те выльăхсем çарана тухиччен вăхăт пайтах-ха. Мĕн кĕтетпĕр эпир хĕлĕн юлашки кунĕсенчен, мĕн çине таянса ĕçлейретпĕр; Фермăсенчи выльăхсен продуктивлăхне пăхсан тата хĕл валли янтăланă апат хисепĕпе пахалăхне шутласан, алă усмаллиех курăнмасть. Пурнăç кăларса тăратакан çĕнĕлĕхсене тивĕçлĕ йышăнса, ырă тĕслĕхсене ытларах алла илсе ыранхи куна пăхса ĕçлемелле. Çакна валли пирĕн условисем çук мар. Ăна фермăсенчи хĕл кунĕсем те çирĕплетсе параççĕ. Обществăлла выльăх-чĕрлĕх пăхакансем патĕнче пуш уйăхĕн 24-мĕшĕнче иртнĕ пĕрлехи кун пĕтĕмлетĕвĕсем çинче район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн тĕп специалист-эксперчĕпе Т.А. АЛЕКСЕЕВАПА чарăнса тăтăмăр.

– Татьяна Александровна, мĕн кăтартать-ха хыçа юлса пыракан хĕл;

– Пĕрлешÿллĕ хуçалăхсенче халĕ иртнĕ çулхи ĕçсене пĕтĕмлетессипе пухусем иртрĕç, унта кашнинчех хуçалăхсен ĕçченĕсем малашлăх чикĕсене палăртрĕç. Кунпа пĕрлех, сисмерĕмĕр те, хĕле кĕнĕренпе 5 уйăх вĕçленчĕ. Хĕлĕн çак тапхăрĕнчи пĕтĕмĕшле ĕçсене тишкерме те вăхăт. Кăçалхи 5 уйăхра эпир пĕтĕмпе 3405,5 тонна сĕт (иртнĕ хĕл кунĕсемпе танлаштарсан 102 процент), 560,5 тонна аш-какай (75 процент) туса илтĕмĕр. Мăйракаллă шултра выльăхсен талăкри вăтам ÿт хушаслăхĕ 626 грамм пулни (пĕлтĕрхинчен 91 грамм ытларах), сыснасен ÿт хушаслăхĕ те иртнĕ çулхинчен чакманни пирĕн производствăна ÿстерме никĕс пурри пирки калать. Хальлĕхе вара аш-какай туса илессипе Е. Андреев яч. хис., Чкалов яч. хис., Чапаев яч. хис., Ильич яч. хис., «Восток», «Сеятель», Ленин яч. хис., «ВТМ» хуçалăхсенче çителĕксĕртерех ĕçлени курăнать.

– Сĕт – кулленхи укçа çăл куçĕ. Ăна туса илессипе те каялла утăмсем пур-и;

– Ĕнен сĕчĕ чĕлхи çинче тенине, ытарлă майпа пăхсан, вăл пĕтĕм отрасле пырса тивет. Сирĕн ыйтăвăр çине татăклăн хуравласа çакна калатăп: пĕтĕм харпăрлăх формиллĕ хуçалăхсенче иртнĕ пилĕк уйăхра 7111 тонна (пĕлтĕрхипе танлаштарсан 115,7 процент) сĕт суса илтĕмĕр. Вăл шутран килти хушма хуçалăхсенче 5689 тонна (123 процент), хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче 27,3 тонна (248 процент). Ял хуçалăх производство кооперативĕсенче суса илнĕ сĕт калăпăшĕ 1395 тонна (унчченхи çулхин 91,4 проценчĕ). Çав вăхăтрах пĕр ĕне пуçне тивекен вăтам сăвăм пĕлтĕрхинчен 74 килограмм ытларах. Кунта ĕнесен кĕтĕвĕ сахалланни витĕм кÿчĕ. Сĕт сăвасси паян уйрăмах Суворов яч. хис, «Свобода», Ильич яч. хис., «Ударник», «Восток» хуçалăхсенче пысăк.

– Кăçал вăрăма тăсăлнă хĕл сивви ăратлă выльăхпа ĕçлеме чăрмав пулмарĕ-и;

– Шартлама сивĕ пире парăнтараймарĕ, анчах хăш-пĕр хушма йывăрлăхсемсĕр те пулмарĕ. Урамри сивĕсем фермăсенчи сарайсене айккинче хăвармарĕç. Апла пулин те «Ударник» хуçалăх мăйракаллă шултра выльăхсен ăратлă тĕсĕсене 26 пуç, «Герой» тата Е. Андреев яч. хис. хуçалăхсем ăратлă сыснасене 36 пуç сутрĕç. Сутма хатĕр ăратлă выльăхсем паян «Ударник», Суворов яч. хис., «Герой» хуçалăхсенче пур.

– Выльăх-чĕрлĕх пăхакансен паянхи кăтартăвĕ мĕнлерех-ха; Вĕсене çĕнĕ ÿсĕмсен никĕсĕ теме пулать-и;

– Çулталăка тăрăшуллă пуçлаканăн ĕçĕ те ăнса пырать. Паян районти хуçалăхсенче кашни ĕнерен талăкра 12,5 килограмм сĕт сăваççĕ. Çакă вăл иртнĕ çулхи çак вăхăтринчен 1,4 килограмм нумайрах. Суворов яч. хис. хуçалăхра çак кăтарту 19,5 килограма çитет пулсан, Чапаев яч. хис., Е. Андреев яч. хис., «Хлебороб», Ленин яч. хис. ял хуçалăх производство кооперативĕсенче – 5,4-8,4 килограмм кăна. Хăвăрах танлаштарса пăхăр.

А. БЕЛОВ калаçнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика