31 марта 2010 г.
1998 çулхи июлĕн 7-мĕшĕнчи 128-мĕш номерлĕ «Раççей Федерацийĕнче патшалăх дактилоскопи регистрацине тăрасси çинчен» федераллă саккунпа килĕшÿллĕн Раççей Федерацийĕн гражданĕсем хăйсен ирĕкĕпех дактилоскопи (çынсем кам пулнине пĕлме пÿрне йĕрне ÿкерсе илни) регистрацине тăма пултараççĕ. Мĕншĕн кирлĕ вăл тата камсем усă курма пултараççĕ çав кăтартусемпе; Çак ыйтусем тавра калаçрăмăр та ĕнтĕ эпир Раççей Федерацийĕн Чăваш Республикинчи федераци миграци службин пирĕн районти территори пункчĕн ертÿçипе З.М. СОРОКИНАПА.
– Зоя Михайловна, çул çитмен çамрăксене те тăратаççĕ-и çак регистрацие;
– Раççей Федерацийĕн законодательствипе суд йышăнăвĕпе хăйĕн ĕçĕсемшĕн явап тытма пултарайман е пултарулăхне чикĕленĕ тесе йышăннисене, кĕçĕн çулхи ачасене тата çул çитмен çамрăксене асăннă регистрацие вĕсен ашшĕ-амăшĕсем е опекунсем, попечительсем çырса ыйтнипе тăратаççĕ. Çак категорие кĕрекенсене дактилоскопи регистрацине тăратнă чухне ашшĕ-амăшĕсен е опекунсен, попечительсен хăйсен те пулмалла. Хăйсен ирĕкĕпех патшалăх датилоскопи регистрацине тăратнă чух саккунлăхпа, гуманизмпа, конфидициаллăхпа, ирĕклĕ тата обязательнăй йĕркепе шайлаштарнипе килĕшÿллĕн, Раççей Федерацийĕн Конституцийĕпе çирĕплетнĕ çыннăн тата гражданинăн прависемпе ирĕкĕсене тытса пыраççĕ. Асăннă регистраци çыннăн сывлăхĕшĕн хăрушлăх кăларса тăратмалла мар, унăн чыспа тивĕçне вараламалла мар.
– Мĕн тума кирлĕ дактилоскопи регистрацийĕ;
– Хăйсен ирĕкĕпе патшалăх дактилоскопи регистрацине тăратса илнĕ даннăйсемпе çакăн чухне усă кураççĕ: Раççей Федерацийĕн хыпарсăр çухалнă гражданĕсене шыранă чух, паллă мар вилесем камсем пулнине пĕлме, чирленипе тата ÿсĕмне кура хăй камне калама пултарайман çын кам пулнине палăртма, Раççей Федерацийĕн гражданинĕн личноçне çирĕплетме, преступление асăрхаттарма, уçса пама тата тĕпчеме, çавăн пекех право йĕркине административлă майпа пăсассинчен асăрхаттарма тата тупса палăртма.
Дактилоскопи мелĕпе илнĕ даннăйсем шалти ĕçсен органĕсенче упранаççĕ.
– Камсем усă курма пултараççĕ çак регистраци вăхăтĕнче илнĕ кăтартусемпе;
– Вĕсемпе судсем, прокуратура, малтанхи сдедствие тăвакан, дознани органĕсем, çавăн пекех оперативлă майпа шырав ĕçĕсене пурнăçлакан, уголовнăй-исполнительнăй системăн, право йĕркине административлă майпа пăснисен ĕçĕсене пăхса тухакан, федераллă миграци службин органĕсем усă курма пултараççĕ.
– Дактилоскопи регистрацийĕн кăтартăвĕсене ĕмĕрĕпех упраççĕ-и;
– Çав кăтартусене вĕсене упракан шалти ĕçсен органĕсемех пĕтерме пултараççĕ. Çакна валли хăйсен ирĕкĕпех патшалăх дактилоскопи регистрацине тăнă граждансем хăйсем е Раççей Федерацийĕн законодательствипе килĕшÿллĕн суд йышăнăвĕпе хăйсен ĕçĕсемшĕн явап тытма пултарайман е пултарулăхне чикĕленĕ тесе йышăннисен, çак регистраци витĕр тухнă кĕçĕн çулхи ачасемпе çул çитмен çамрăксене ашшĕ-амăшĕсем, опекунсем, попечительсем çырса панă заявлени тăрăх пĕтереççĕ. Заявленине хăйсем пурăнакан вырăнти шалти ĕçсен органне памалла. Шалти ĕçсен органĕсем дактилоскопи регистраци даннăйĕсене пĕтерни çинчен заявлени çыракана 30 талăкран кая юлмасăр пĕлтермелле.
Çавăн пекех дактилоскопи регистрацийĕн даннăйĕсене ун витĕр тухнă гражданин 80 çул тултарсан е вăл вилнине çирĕплетсен пĕтереççĕ.
Л. ТУКТИНА калаçнă.