31 марта 2010 г.
Çуркуннен пĕрремĕш сăнĕсем палăрсан тĕл пултăм эпĕ хам унчченех палланă, анчах чылай хушă курнăçман пĕлĕшĕмпе. Халăх хушшинче яланах ырă та çепĕç кăмăлĕпе, шаннă ĕç çине ответлăха туйса пăхнипе, умри тĕллевсене çиччĕ виçсе хак панипе уйрăлса тăрать ыттисенчен Володя. Уйрăлса тăрать, анчах пурнăçра хăй суйласа илнĕ çулпа çирĕппĕн те шанчăклăн малалла утать.
...Юлташăмпа ăшă пÿлĕмре калаçса ларатпăр, анчах урамра çурхи хĕвел вылянине куракан çамрăк арçын куçĕсене чÿречерен тартмасть.
– Хĕвелĕ пăхать-ха та, ăшши хĕл сиввисене хăваласа яраймасть. Мĕн «парнелерĕç-ши» вĕсем кăçал пире; Хам Муркашра пулсан та чунăм утартах, – кăмăллăн сăмах пуçларĕ Ленин ячĕпе хисепленекен ял хуçалăх производство кооперативĕн Шаптак уйрăмĕн утарçи Владимир Лукич Иванов.
Пĕрремĕш кун мар пĕлетĕп эпĕ çак ĕçчене, анчах паян унпа калаçсан утарçă ĕçĕ çине татах та ответлăрах пăхма пуçларăм.
Володя пĕр кунта утарçă пулса тăман. «Турă çырни çапла пулчĕ пуль», – тет ытти чух сăмах ваклама юратсах кайман, анчах хăй патне пыракан çынпа кăмăллă калаçакан арçын. Çак сăмахсем хыçĕнче унăн тата аслă тăванĕсен пурнăçĕ тăрать.
– Мĕнрен пуçланнă-ха хурт-хăмăр патне выртакан санăн çулу; – кăсăкланатăп май килнипе усă курса.
– Тĕрĕссипе каласан, манăн çул мар вăл – пирĕн несĕлсен çулĕ. Атте каласа панă тăрăх, манăн тăванăмсем хушшинче утар ĕçне аттен шăллĕ Сергей Иванович Иванов пуçарса янă. Хăйĕн пурнăçне Турă кайăкĕсемпе çыхăнтарнăскер, çине тăрсах утарçăна вĕренсе тухать. Пуçламăш пĕлÿ илсе вăл Шаптак уйрăмĕнчи утарта ĕçлеме пуçлать. Ял çыннисене тутлă пылпа та хăватлă пыл сăрипе сахал сăйланă-и пичче!
– Çĕнĕ ĕçе кÿлĕннĕскер, манăн аттене те утарçă ĕçне туртса кĕрсе каять. «Шеллемерĕм шăллăм хыççăн кайса», – тетчĕ кайранхи вăхăтсенче атте пире те хурт-хăмăр пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен юмах-халапсем каласа панă май, – аса илет юлташăм. Канмалли вăхăтсенче ашшĕпе хăйĕн пиччĕшĕсем вĕллесем ăсталанине паян та лайăх астăвать Владимир Лукич.
– Кашни шитне-сантиметрне шута илетчĕç вĕсем. Вĕсене курах ĕнтĕ эпĕ те хам мĕн астăвассах вĕлле хурчĕсем патĕнче. Вĕлле çÿллĕш ÿссенех мана утара илсе кайнă пулас, – йăл кулă парнелесе калаçать иртнĕ çул районти экономика ăмăртăвĕнче малтисен ретĕнче пулма хевте çитернĕ В. Иванов.
Ивановсен çемйинче 5 ача. Володя – кĕçĕнни. Кăшт вăхăт иртсен Сергей Иванович утар ĕçĕпе Шаптакран Платкассине куçать, пĕрле ĕçлеме Платкасси каччине Семен Дмитриевич Родионова илет. Хăватлăраххăн пуçланса каять вара çĕнĕ ĕç вырăнĕнчи утар ĕçĕ-хĕлĕ мал туртăмлă арçынсен аллинче.
Ырă ĕç вăл ăруран ăрăва куçнипе палăрса тăрать. Ивановсен те çапла пулса тухать. 1976 çулта Володьăн аппăшĕ Юля Вăрнартан утарçăна вĕренсе тухать те М. Романовпа пĕрле Шаптакри утарта ĕçлеме, илнĕ пĕлĕве пурнăçа кĕртме пуçлать.
Ĕçлекенрен ĕç хăрать. 1977 çулта утарпа пĕтĕмпех Юля ĕçлеме тытăнать. Зоотехника вĕренме кайичченех тимлет вăл çак ĕçре. Ку вăхăтра Шаптак утарĕпе пĕр интереслĕ истори те пулса иртет. 70-мĕш çулсем вĕçĕнче ял хуçалăхĕнче ăнăçлă ĕçленĕшĕн Ленин ячĕпе хисепленекен хуçалăха республикăран куçса çÿрекен Хĕрлĕ Ялав параççĕ. Ялав хуçалăха каç сĕмĕпе çитнĕрен тата кантур хупă пулнăран, ăна хуçалăха пама шанса янă çынсем Хĕрлĕ Ялава Юльăн килне упрама кĕртсе хураççĕ. Çакнашкал пысăк парне утарçă килĕнче çĕр выртнине Володя паян кăмăллăн аса илет. Вăл-çке – çемье историйĕ.
Юля зоотехника вĕренме кайсан, унăн ĕçне ашшĕпе амăшĕ сÿнме памасăр малалла тăсаççĕ. 1985 çулхи çу уйăхĕн 10-мĕшĕнче Совет Çарĕнчен службăран таврăннă Володя ашшĕ-амăшне пулăшмалла тÿрех утарçă ĕçне кÿлĕнет. Тăрăшулăхран пăрăнманскер, ĕçпех ырă ята тивĕçет: 1986 çулта районти Хисеп хăми çине тухать.
– Атте-анне ĕçне сÿнме памарăмăр. Паян утарта мана Зинаида Геннадьевна мăшăрăмпа пысăк çемьери 5 ачам пулăшаççĕ, хавхалантарса пыраççĕ. Нихăшĕ те вĕлле хуртĕнчен, утар ĕçĕнчен сивĕнни пулман, – лăпкăн каласа парать Владимир Лукич Иванов утарçă хуçалăх утарне ертсе пынă хушăрах 1994-2008 çулсенче Шупашкарти вăрман хуçалăхĕн Тойкилтĕ çывăхĕнче вырнаçнă утарне те ĕçлеттернине пĕлтерсе.
В. Иванов иртнĕ çул утарти пыл хурчĕсен çемйисене пĕтĕмпех сыхласа хăварнă. Иртнĕ çу кунĕсенче тăрăшуллă утарçă çемье членĕсем пулăшнипе вĕлле хурчĕн пĕр çемйи пуçне 17 килограмм таварлăх пыл илсе пĕтĕмĕшле кăтартăва 1275 килограма çитернĕ. Çĕр ĕçченĕн паттăрлăхĕ мар-и-ха ку! Çакна шута илсе ĕнтĕ Владимир Лукич Иванова пĕлтĕрхи ĕç кăтартăвĕсемпе район администрацийĕн пуçлăхĕн йышăнăвĕпе «2009 çулхи чи лайăх хурт-хăмăр пăхакан» ят панă.
Анатолий БЕЛОВ.