Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хамăр тивĕçе пурнăçлама укçа кирлĕ мар

27 марта 2010 г.

Кирек епле ĕçре те хăрушсăрлăх правилисене пăхăнни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Унсăрăн инкек пуласси те инçех мар. Çавăнпах ĕнтĕ патшалăх шайĕнче те ку ыйту – тĕп пĕлтерĕшлисенчен пĕри. Ĕç сыхлавĕ тĕлĕшĕнчи патшалăх политикине пурнăçа кĕртес, Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕн тата социаллă аталану министерствин ĕç планĕпе тата Пĕтĕм тĕнчери ĕç сыхлавĕн кунне ирттерессипе килĕшÿллĕн район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.А. Иванов кăçалхи мартăн 19-мĕшĕнче Муркаш районĕнче ĕç сыхлавĕн уйăхлăхне ирттересси çинчен ятарлă йышăну кăларчĕ. Унпа килĕшÿллĕн Пĕтĕм тĕнчери ĕç сыхлавĕн кунне халалласа апрелĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа 30-мĕшĕччен районта ĕç сыхлавĕн уйăхлăхне ирттерме палăртнă. Çавăнпа та пур харпăрлăх формиллĕ предприятисемпе организацисен те ĕç условийĕсене лайăхлатмалли тата ĕçлекенсен сывлăхне сыхламалли мероприятисене туллин ирттермелле. Майăн 5-мĕшĕччен çак уйăхлăх вăхăтĕнче туса ирттернĕ мероприятисем çинчен Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕн тата социаллă аталану министерствине пĕлтермелле. Район администрацийĕн культурăпа архив ĕçĕсен пайĕн уйăхлăх вăхăтĕнче туса ирттернĕ мероприятисене массăллă информаци хатĕрĕсенче çутатса тăмалла. Асăннă постановлени пурнăçланнине контроллессине район администрацийĕн пĕрремĕш çумĕ В.А. Калинин çине хунă.

Ĕç условийĕсене лайăхлатассипе тата ĕç сыхлавĕ тĕлĕшпе мĕнлерех лару-тăру пулчĕ ку таранччен пирĕн районта; Çак ыйтупа калаçрăмăр та ĕнтĕ Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕн тата социаллă аталану министерствин пирĕн районти социаллă хÿтлĕх пайĕн ертÿçин çумĕпе А.Н. КУЗЬМИНПА.

– Ĕç условийĕсене лайăхлатассине тата ĕç сыхлавĕн ыйтăвĕсене мĕнле йĕркелесе пыратăр;

– Çак ыйтусем Патшалăх влаçне, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсене, ĕç паракансемпе ĕçлекенсен пĕрлешĕвĕсене пĕр-пĕринпе тачă çыхăнура ĕçлеме хистеççĕ. Ку тĕлĕшпе юлашки çулсенче районта та ĕç сыхлавне йĕркелесе ертсе пырас тĕлĕшпе муниципаллă система туса хутăмăр. Çапла майпа ку енĕпе пĕтĕм ĕçе патшалăх надзорĕн тата тĕрĕслевĕн органĕсемпе, ĕç паракансен тата ĕçлекенсен пĕрлешĕвĕсемпе пĕрле килĕшÿ туса пурнăçласа пыратпăр. Ĕç сыхлавĕпе Координаци Канашĕ те тĕрлĕрен мероприятисем ирттерет. Районта ĕç условийĕсене лайăхлатассипе тата ĕç сыхлавĕпе тĕллевлĕ программа йышăннă. Вăл мĕнле пурнăçланса пынине ĕç сыхлавĕн инженерĕсемпе тата Координаци Канашĕн членĕсемпе пăхса тухатпăр.

Ĕç хутшăнăвĕсемпе тата ĕç сыхлавĕпе ĕçе вăйлатмалли тепĕр мел вăл – социаллă партнерлăх системине туса хуни. Иртнĕ çул пирĕн районта социаллă тата ĕç хутшăнăвĕсене йĕркелекен территори комиссийĕ ĕçлерĕ. Вăл вырăнсенчи социаллă пурнăçпа экономика политикине палăртакан территори Килĕшĕвне туса вăл мĕнле пурнăçланнине тĕрĕслесе тăчĕ, пур харпăрлăх формиллĕ предприятисенче те коллективлă договорсем йышăнасссине пăхса тăчĕ.

Районти социаллă тата ĕçлĕ хутшăнусене йĕркелесе пыракан виçĕ енлĕ комисси çак Килĕшÿ мĕнле пурнăçланнине, районта социаллă лару-тăрупа çыхăннă ыйтусене, социаллă тата ĕç хутшăнăвĕсемпе кирлĕ мерăсем йышăнассине, профсоюзсен, ĕç паракансен пĕрлешĕвĕсемпе массăллă информаци хатĕрĕсемпе, территори комиссийĕсемпе çыхăну йĕркелессине пысăк тимлĕх уйăрчĕ. Социаллă партнерлăх çинчен Килĕшĕве иртнĕ çулхи майăн 29-мĕшĕнче йышăннăччĕ.

Чăваш Республикин «Социаллă партнерлăх çинчен» саккунĕпе килĕшÿллĕн пур харпăрлăх формиллĕ предприятисенче те коллективлă договор йышăнса вĕсене регистрацилессипе ĕçленĕ. Пĕтĕмпе 49 килĕшÿ туса регистрациленĕ.

Коллективлă договорсенчен 75 процентне патшалăх тата муниципаллă харпăрлăх формиллĕ организацисенче тунă, 25 процента яхăн – уйрăм çынсен тата хутăш харпăрлăх формиллĕ предприятисенче. Сывлăх сыхлавĕн, вĕрентÿ учрежденийĕсем пĕтĕмпех, промышленноç предприятийĕсенчен 80, ял хуçалăх предприятийĕсенчен 60 проценчĕ колективлă договорсем тунă. Пĕчĕк бизнес предприятийĕсенче вара ку ĕç самаях уксахлать.

Çав вăхăтрах йышăннă коллективлă договорсен содержанийĕпе структурин пахалăхĕ лайăхланчĕ. Вĕсенче палăртнă социаллă гарантисен шайĕ хăпарчĕ.

Кашни уйăхри планпа килĕшÿллĕн надзор тата тĕрĕслекен органсен представителĕсемпе пĕрле предприятисемпе организацисене вырăна тухса практика тата методика пулăшăвĕсене паратпăр. Иртнĕ çул 62 хутчен тухнă вырăнсене.

«Республикăри ĕç сыхлавĕн центрĕ» патшалăх учрежденийĕпе пĕрле ертÿçĕсемпе специалистсене валли 40 сехетлĕ Программăпа вĕренÿ йĕркеленĕ. 42 ертÿçĕпе специалист вĕренчĕ унта.

– Эсир вырăна тухса çÿретпĕр, терĕр. Хăш предприятисенче мĕнле лару-тăру;

– Предприятисенче 50 ытла çын ĕçлет пулсан, вĕсенче ĕç сыхлавĕн инженерĕсем пур. Ку ыйтупа çыхăннă ĕçсене вĕсем туса пыраççĕ: ĕç сыхлавĕн кунĕсене, ĕç условийĕсене лайăхлатмалли уйăхлăхсем, хăрушсăрлăх ыйтăвĕсемпе вĕренÿ йĕркелеççĕ, çынсене медосмотра тăратасси те вĕсен тивĕçех.

Шел пулин те, пур специалист та хăйĕн тивĕçне кирлĕ пек пурнăçлать теме çук-ха: «Сеятель», Ленин яч. хис., «Чемеево», «Рассвет» АФ чикĕллĕ яваплăхлă общество. Çав хушăрах «Герой» хуçалăхран, «Сундырь-Хлеб» чикĕллĕ яваплăхлă обществăран, «Муркашри сĕт-çу завочĕ» акционерсен уçă обществинчен тĕслĕх илмелли те чылай. «АлАн» чикĕллĕ яваплăхлă обществăра, Мăн Сĕнтĕрти тата Муркашри пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхсенче, Е.Андреев яч. хис. хуçалăхра ку енĕпе тата та хытăрах ĕçлеме пуçларĕç.

– Ĕç вырăнĕнче инкексем вара пулмаççĕ мар. Иртнĕ çул ку енĕпе мĕнлерех пулчĕ лару-тăру;

– Иртнĕ çул производствăра 5 çын инкеке лекрĕ. Вĕсенчен пĕрин кун-çулĕ татăлчĕ, тепĕр иккĕшĕ йывăр сусăрăнчĕç, тата тепĕр иккĕшĕн суранĕсем çăмăл пулчĕç. Ку инкексем «Сеятель», Чапаев яч. хис., Ильич яч. хис., «Оринино», «Муркаш районĕнчи выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станци» патшалăх учрежденийĕнче пулчĕç.

Пĕтĕмĕшле илсен, районта производствăри инкексен йышĕ чакса пырать, апла пулин те ку лăпланмалли сăлтав мар. Хăвăрах куратăр, инкексем тĕл пулсах тăраççĕ. Сăлтавĕсем вара тĕрлĕ ĕç тунипе, специалистсен явапсăрлăхĕпе, ĕçлекенсене ĕç сыхлавĕн правилисене тата ĕçе хăрушсăр меслетпе пурнăçлама вĕрентменнипе, шалти йĕркен правилисене пăхăнманнипе çыхăннă.

– Профессипе çыхăннă чирсемпе чирлесе кайнă тĕслĕхсем пулман-и;

– Иртнĕ çул учета илнĕ 28 çынран 1 çынна тупса палăртнă, виçĕм çул – учета илнĕ 31 çынран – 3 çынна. Кăтарту чакнине, паллах, ĕç условийĕсене лайăхлатнипе кăна çыхăнтарни тĕрĕс мар пулнă пулĕччĕ. Професси тĕлĕшĕнчи тарăна кайнă чирсен хушшинче ытларах тĕревпе хускану аппарачĕн, сывлав органĕсен, чĕтреннин чирĕсем тĕл пулаççĕ. Профессисемпе илес пулсан, выльăх-чĕрлĕх пăхакансем, механизаторсем, водительсем ытларах чирлеççĕ. Иртнĕ çул 2095 çын медосмотр витĕр тухнă. Ку вăл ун витĕр тухмалли çынсен 98,8 проценчĕ пулать. Пуçламăш медосмотра 189 çын тухнă.

– Юлашки вăхăтра ĕç вырăнĕсене аттестацилесси практикăна кĕрсе пырать. Кун пирки мĕн каланă пулăттăр;

– Иртнĕ çул ку ĕçе Муркаш райповĕ, «Моргауши–Хлеб» чикĕллĕ яваплăхлă общество, Вязов уйрăм предприниматель, «Моргаушимежрайгаз» филиалĕ туса ирттерчĕç. Ытти предприятисенче ку ыйту çине çаврăнса та пăхасшăн мар. Ку ĕçе туса ирттересси вăл ертÿçĕ ĕç условийĕсене тата ĕç сыхлавне лайăхлатассипе кăсăкланнипе çыхăннă. Производствăри инкексенчен, професси чирĕсенчен обязательнăй йĕркепе страхласси кĕрет кунта. Ĕç вырăнĕсене аттестацилесе ĕç условийĕсене лайăхлатнă предприятисем производствăри инкекпе професси чирĕсенчен социаллă страхлассин тарифĕсене пĕчĕклетнипе предприятин укçи-тенкине 40 процент таран перекетлеме пултараççĕ ку тĕлĕшпе.

Юлашки вăхăтра тата халиччен усă курман мел те пур: ĕç вырăнĕсен мониторингне ирттересси çинчен сăмах пырать кунта. Ăна ĕç вырăнĕсене аттестациленин результатне кура ирттереççĕ, ун хыççăн электронлă майпа «Сывлăх паспортне» йĕркелеççĕ.

50 ытла çын ĕçлекен предприятисенчен 19-шĕнче ĕç условийĕсене кура ĕç вырăнĕсен мониторингне ирттернĕ.

Çаксем, паллах, йăлтах ĕç сыхлавĕ çине ытларах укçа-тенкĕ каяссипе çыхăннă. Апла пулин те, производствăра пулса иртекен инкексем ытларах йĕркелÿ ĕçĕсене кирлĕ пек туманнипе çыхăннă. Ĕçе пĕлсе йĕркелеме, ĕç дисциплинине çирĕплетме, должноçри çынсене хăйсен тивĕçĕсене кирлĕ пек пурнăçлама укçа кирлĕ мар вĕт.

Сăмахăма вара çак шухăшпа вĕçлес килет: ĕç сыхлавĕн ыйтăвĕсемпе ертÿçĕсемпе те, ĕçлекенсемпе те вĕренÿ ирттерни çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ку енĕпе уйрăмах Ильич яч. хис.,«Ударник», «Муркаш районĕнчи выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станци» патшалăх учрежденийĕ, Муркаш тата Мăн Сĕнтĕр райповĕсем, вĕрентÿ тата сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсем лайăх ĕçленине палăртмалла. Ку ĕçе кăçал та малалла тăсатпăр. Пурĕ 2010 çулта 121 ертÿçĕпе специалиста вĕрентме палăртнă. Ку ĕçе пурнăçлама ĕлкĕртĕмĕр та ĕнтĕ.

Л. ПАВЛОВА калаçнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика