27 марта 2010 г.
Паянхи кăларăма Муркаш район прокурорĕн çумĕ, юстици советникĕ Юрий Мефодьевич СЕМЕНОВ ертсе пырать.
Кун йĕркинчен тухмасть
Паян обществăри тĕрлĕ сиенлĕ йĕркесенчен пĕри – наркотик. Унпа усă курассинчен тата пирĕн ачасем унăн серепине кĕрсе ÿкесрен район прокуратури мĕнле ĕçсем туса ирттерет;
С. СЕМЕНОВСКАЯ.
Амăшĕн пăшăрханăвне ăнланма пулать. Çавăнпа та ку ыйту çине тулли хурав пама тăрăшăп.
Саккуна пăсса наркотиксемпе суту-илÿ тăвассине хирĕç кĕрешесси шалти ĕçсен пайĕпе пĕрле пирĕншĕн те приоритетлă тĕллев шутланать. Çавăнпа та вăл яланах кун йĕркинче. Наркотиксемпе усă курассине хирĕç тăма шалти ĕçсен пайĕпе комплекслă ĕçсен планне туса хатĕрлерĕмĕр. Хамăр ĕçе вырăнти самоуправлени органĕсене те активлă явăçтаратпăр. Çак вăйсемпе район территорийĕнче «Çамрăксем – наркотиксене хирĕç» акцие активлă ирттертĕмĕр.
«Наркотиксемпе психотроплă япаласем çинчен» Федераллă Саккуна пурнăçласа, районта тĕллевлĕ программа йышăннă. Унăн никĕсĕнче – наркотиксемпе саккуна пăсса усă курассипе тата вĕсемпе суту-илÿ тăвассипе кĕрешесси. 2005-2009 çулсем валли йышăннă çак программа федераллă тата республика шайĕсенчи саккунсемпе килĕшсе тăрать. Район администрацийĕн пуçлăхĕн 2006 çулхи февралĕн 1-мĕшĕнчи йышăнăвĕпе наркотиксемпе усă курассине хирĕç кĕрешмелли комисси туса хунă тата вăл çав кунранпах ĕçе кÿлĕннĕ.
Иртнĕ çул та пĕрлехи ĕç хăйĕн «çимĕçне» пачĕ. Йĕрке хуралçисемпе вырăнсенчи самоуправлени органĕсем пĕрле ĕçленипе пĕлтĕр наркотиксемпе саккуна пăсса усă курнин 7 фактне тăрă шыв çине кăлартăмăр. Вĕсем тĕлĕшпе пуçарнă уголовнăй ĕçсене вĕçне çитертĕмĕр, улттăшне ирĕкрен хăтарса юсанма приговорсем кăлартăмăр.
Пĕтĕмлетсе çакна каламалла. 2010 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне саккуна пăсса наркотиксемпе усă куракансен линийĕпе районта пурĕ 19 çын оперативлă учетра тăрать. Вĕсенчен 7-шĕ – ирĕкрен хăтарнă вырăнсенче.
Туртмалли хутăшсем çук
Телевизорпа час-часах туртмалли хутăшсем тупни пирки калаççĕ. Районта ку енĕпе лару-тăру еплерех;
С. КОНУЗИН.
Çĕршывра ку ыйту çивĕчленнĕрен эпир те алă усса лармастпăр. Иртнĕ вăхăтра шалти ĕçсен пайĕн тата Роспотребнадзор подразделенийĕн сотрудникĕсемпе Муркаш, Мăн Сĕнтĕр райповĕсен, индивидуаллă предпринимательсен суту-илÿ магазинĕсемпе аптека учрежденийĕсене тĕрĕслерĕмĕр. Ниçта та туртмалли хутăшсемпе суту-илÿ туни куç умне пулмарĕ.
Нацпроектсемпе «ĕçлеççĕ»
Нацпроектсемпе саккуна пăснă тĕслĕхсем пирки юлашки вăхăтра район хаçатĕнче вуламанни ку «сферăра» йĕлтах йĕркеллине пĕлтерет-ши е йĕрке хуралçисем çывăраççĕ;
Телефонпа шăнкăравланинчен.
Кунта йĕрке хуралçисем çывăраççĕ тенипе килĕшес килмест. Çакна çирĕплетекен пĕр тĕслĕх. Иртнĕ çул вĕçĕнче кăна «АПК аталантарасси» приоритетлă наци проекчĕпе укçа-тенкĕ илсе унпа тĕллевлĕ усă курман пĕр тĕслĕхе тăрă шыв çине кăлартăмăр.
Тĕрĕслев материалĕсенчен çакă паллă пулчĕ. Муркашра пурăнакан И. Никифорова 2007 çулхи чÿк уйăхĕнчех, бюджетри укçа-тенкĕне вăрлас тĕллевпе, унпа тĕллевлĕ усă курас маррине пĕлсе тăрсах, Перекет банкĕн Муркашри уйрăмĕнчен 450 000 тенкĕ кредит илет.
Саккуна пăснă çул-йĕрпе пырса хайхискер 2007 çулхи чÿк уйăхĕнчен пуçласа 2009 çулхи авăн уйăхĕччен процент ставкине субсидиленĕ шутпа Перекет банкĕнчен Раççей Федерацийĕн бюджетне сăтăр кÿрсе 66901 тенкĕ укçа илет.
И. Никифорова тĕлĕшпе пуçарнă уголовнăй ĕçе пĕлтĕрхи октябрĕн 28-мĕшĕнче 1-мĕш номерлĕ суд участокĕн миравай судйи патне çитертĕмĕр. Унăн приговорĕпе асăннă гражданкăна айăплă тесе йышăннă, улталаса илнĕ укçа-тенкĕне шыраса илнипе пĕрлех ăна 5000 тенкĕ штраф тÿлеттермелле турĕç.
Паян кун евĕр «ĕçе» Ф. гражданин тĕлĕшпе пуçартăмăр. Вăл та 2007 çулхи февралĕн 5-мĕшĕнче «Россельхозбанк» уçă акционерлă обществăн Муркашра вырнаçнă хушма офисĕнчен пĕчĕк габаритлă техника туянма тата выльăх тытмалли пÿлĕмсене реконструкцилеме тесе 300 000 тенкĕ тĕллевлĕ кредит илнĕ. Ун хыççăн строительство материалĕсем туяннă тесе суя документсем тăратнă. Çапла вара вăл процент ставкине субсидиленĕ шутпа Раççей Федерацийĕн бюджетĕнчен 63355 тенкĕ, Чăваш Республикин бюджетĕнчен 3335 тенкĕ укçа илет. Унпа хăйне кирлĕ пек усă курать.
Районтан кăларса янă
Гражданлăха пăсса пурăнакансем пирĕн районта пур-и; Пур пулсан вĕсене район территорийĕнчен кăларса янă тĕслĕхсем пулнă-и;
С. САПТЕЕВ, К. ШИЛОВ.
Вулавçăсем хускатнă тĕслĕхсем пулнă. Чăваш Республикинчи Раççей Федераллă Миграци службин управленийĕн Муркаш районĕнчи территори пункчĕ ют çĕршыв гражданĕсемпе гражданствăсăр çынсене пурăнакан тата вăхăтлăх пурăнакан вырăнсенче документсен тулли пакечĕ тата çавна валли саккунлă сăлтавĕ пуррине шута илсе регистрацилет.
Апла пулин те саккуна пăсакансем пур. Виçĕм çул та, пĕлтĕрхи пĕрремĕш çур çулта та район территорийĕнче гражданствăсăр пурăнакан пĕрер çынна районтан кăларса янă.