Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пахалăха тивĕçлĕ шая çитермелле

27 марта 2010 г.

Çак эрнере пĕтĕм тĕнчипех шыв кунне те, çĕр кунне те паллă турăмăр. Пирĕн пурнăçра шывпа çĕр чăнах та чи пĕлтерĕшлĕ ресурссем. Хăш-пĕр çĕршывсенче ĕçмелли шыв çителĕксĕррипе вăрçăсем тухни те пулман мар. Çĕр çинче çынсен шучĕ ÿссех пырать, çулсем иртнĕçемĕн вара шыв ыйтăвĕ те çивĕчленме пултарассине калаççĕ тĕпчевçĕсем. Акă вĕсем палăртнă тăрăх, юлашки 100 çул хушшинче шывпа усă курасси çĕр çинче 7 хут ÿснĕ. Пирĕн çĕршывра та шыв таса марри тата вăл çителĕксĕр пулни – çивĕч ыйту.

Шыв ыйтăвĕпе тăван район шайне анар-ха. Мĕнлерех лару-тăру паян Муркаш тăрăхĕнче; Çак ыйтăва хуравлама Чăваш Республикинчи Роспотребнадзор управленийĕн территори уйрăмĕн тĕп специалист-экспертне Глафира Григорьевна ВОРОБЬЕВАНА ыйтрăмăр:

– Халăха пахалăхлă ĕçмелли шывпа тивĕçтерессипе районта ыйтусем çук мар. Çĕр айĕнчи шывпа хуçалăхра усă курма тата ĕçме тесе çĕр айне шыв пăрăхĕсене иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсенче хунă. Çапла вара шыв уçласа илекен тата шывпа тивĕçтерекен сооруженисем 30 çул хушши е ытларах та капиталлă юсав мĕнне пĕлмесĕр ĕçленĕ. Çавăнпа та вĕсем 30-80 процент таранах кивелсе юрăхсăра тухнă. Скважинăсенчен чылайăшне ятарлă проектсемсĕрех тата ирĕк илмесĕрех тунă.

Иртнĕ çул шывпа тивĕçтерсе тăракан сооруженисене юсама 485 пин тенкĕ уйăрнă. Ку вара вăл шывпа тивĕçтерекен сооруженисен тытăмĕнче аварисем тухсан пурнăçланă юсавсем.

Районти 177 ялтан вуннăшĕнче çăлсемпе тата çăл куçсемпе çеç усă курма май пур. Пурĕ вара районта шывпа тивĕçтерекен централизациленĕ 173 тытăм ĕçлет. Кăçалхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне вĕсенчен 80-шĕ çине санитарипе эпидемиологи пĕтĕм-летĕвĕ туса хатĕрленĕ, унти шыв санитари правилисене тата нормативĕсене тивĕçтерет.

Иртнĕ çулхи пĕтĕмлетÿсене тишкерер-ха: шывпа тивĕçтерекен централизациленĕ тытăмсенчен илнĕ 84 тĕслĕхрен санитарипе хими кăтартăвĕсемпе 27-шĕ гигиена нормативĕсене тивĕçтермен. Ытларах чух çакă шывра бор, тимĕр нормăран ытларах пулнипе çыхăннă. Шыв «хытă» пулни, шăршипе тивĕçтерменни тата пăтранчăк пулни те пахалăха чакарать.

Шыв пăрăхĕсенчен илнĕ 60 тĕслĕхĕнчен 13-шĕ санитарипе хими кăтартăвĕсем тăрăх нормăна тивĕçтермест. Микробиологи тĕпчевĕсем ирттернĕ 508 шыв тĕслĕхĕнчен 29-шĕ гигиена нормисене тивĕçтермен.

Шыв пахалăхĕ çак тытăмри аварисене вăхăтра сирменнипе, çулсерен ирттерекен дезинфекцие вăхăтра туманнипе те çыхăннă. Çĕр айĕнчен шыв илекен сооруженисене ĕçлеттернĕ чух çĕнĕ технолгисемпе усă курманран та шыв пахалăхне тивĕçлĕ шая çитерме йывăртарах. Тата каласа хăвармалла, чылай ял тăрăхĕнче шывпа тивĕçтерессипе ятарлă ĕç бригадисем çук. Çавăнпах планпа туса ирттермелли ĕçсем юлса пыраççĕ.

Çынсене ĕçмелли пахалăхлă шывпа тивĕçтерессинче санитари законодательствине пăснăшăн должноçри 4 çын тĕлĕшпе (административлă йĕркене пăснăшăн) постановленисем кăларнă, 4 çынна пĕтĕмĕшле 8,5 пин тенкĕлĕх штраф панă.

Н. НИКОЛАЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика