Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Юрăпа ирттеретĕп ĕмĕре»

24 марта 2010 г.

«Юрăпа ирттеретĕп ĕмĕре»

Эсир сăн ÿкерчĕкре куракан Лидия Федоровна Краснова Турайри Культура çурчĕн ертÿçи пулса вăй хурать. Культура сферинче вара вăл мĕн шкул вĕренсе пĕтернĕренпех темелле.

Мулкачкассинче çуралса ÿснĕ илемлĕ юрлакан çамрăк хĕре вунă класс хыççăн тÿрех районти культура пайне ĕçлеме чĕнеççĕ. Хастар хĕр кунта виçĕ çул тăрăшать. Ун хыççăн вара пурнăçри хăш-пĕр сăлтавсене шута илмелле пулса тухнăран культурăна «пăрахать». Шăпа ăна Шупашкарти агрегат заводне илсе çитерет. Анчах Турă панине кунта та асăрхаççĕ. Çичĕ çул хушши Лидия завод хорĕнче В.П. Корыстина ертсе пынипе юрă хыççăн юрă шăрантарнă.

Турай каччи хастар хĕрĕн чĕрине çавăрнăран, Лидия Шупашкартан тăван ене таврăнать. Çемье çавăрса виçĕ ача çуратса ÿстереççĕ Красновсем. Шел пулин те, мăшăрĕпе нумай пурăнма шăпи çырман пулнă: ачасен ашшĕ çĕре кĕни халĕ пĕр теçетке çултан та иртнĕ ĕнтĕ. Апла пулин те амăшĕ ачисене ура çине тăратать. Икĕ ывăлĕ пĕлÿ илнĕ хыççăн паян Тутар Республикинче ĕçлеççĕ, хĕрĕ вара ял хуçалăх академийĕнче вĕренет.

– Эпĕ савнăçра та, хуйхăра та яланах юрăсем юрлатăп. Пурнăçа эпĕ юрăсăр курмастăп та. Ĕмĕре юрăпа ирттеретĕп, – тет Лидия Федоровна.

1986 çултанпа Культура çуртне ертсе пырать пултаруллă культура ĕçченĕ. Çапла каласан пĕрре те йăнăш пулмасть. Хисеп грамотисемпе Тав хучĕсем те çакнах çирĕплетеççĕ. Турай ял тăрăхĕнче интереслĕ массăллă уявсем тăтăш иртни те.

– Çынпа калаçма та, ыйтакана тĕрĕс сĕнÿ пама та, çынсене культурăпа интереслентерме те пĕлмелле пирĕн – культура сферинче вăй хуракансен. Унсăрăн ĕçленин уссийĕ те сахалрах пулĕ, – уçса парать хăйĕн шухăшне Лидия Федоровна.

Вырăнти ял тăрăхĕн администрацийĕпе вара яланах килĕштерсе ĕçленине калать вăл. Акă нумай пулмасть-ха ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.В. Павлов пулăшнипе Культура çурчĕ валли çĕнĕ аппаратура та туяннă. Çитес вăхăтра тата сцена çине тухмалли çĕнĕ çи-пуç та Турайне çитмелле. Ялта культура вучахĕ сÿнмелле мар, паллах.

Агитбригада ĕçĕ те кунта самантлăха та сÿнмест. Концертсемпе час-часах тухса çÿренине калать Лидия Федоровна. «Турай хорĕн» шайĕ мар пулсан та, тăрăшатпăр, – тет вăл. – Яланах халăхпа пĕрле пуласчĕ, юрă юрлама пăрахас марччĕ, халăх культурине çÿлерех çĕклес тесе тăрăшасчĕ», – çапла шухăш-кăмăлпа пурăнать, ĕçлет паян ялти культура ĕçченĕ.

Н. НИКОЛАЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика