24 марта 2010 г.
Пурнăçри улшăнусем паян Раççей çыннисене ют çĕршывсене тухса çÿреме те çул уçрĕç. Юлашки 10 – 15 çулта пурнăç та, çынсемпе çĕршывсем хушшинчи хутшăнусем те тĕпрен улшăннăран, саккунсем те пĕр вырăнта юлмарĕç. Çакă Раççей Федерацийĕн гражданĕсем ют çĕршывсене тухасси тата ют çĕршыв гражданинĕсем пирĕн çĕршыва кĕресси çинче те уççăнах палăрать. Саккунсем улшăнсан, çĕнĕлĕхсене пăсмасăр, вĕсемпе тан пымалла. Çапла вара паян ĕçсемпе килĕшÿллĕн ют çĕршывсене тухса çÿрекенсен, саккунсене пăсмасăр, çумра чикĕ урлă каçса çÿремелли паспортсем пулмалла. Кунта та çĕнĕлĕхсен варкăшĕ тăтăшах улшăнусем кĕртсе тăрать. Пирĕн паянхи сăмах çĕнĕ тапхăрти загранпаспортсем (капла каласан вулакансем лайăхрах ăнланĕç) тата вĕсем тĕлĕшпе тухса тăракан ыйтусем пирки. Кун пирки хаçат вулакансене Раççей Федерацийĕн Чăваш Республикинчи федераллă миграци службин управленийĕн районти территори пункчĕн паспортпа виза ĕçĕн специалисчĕ Оксана Валерьевна СМИРНОВА каласа парать:
– Раççейре пурăнакансен пурнăç шайĕ улшăннă май загранпаспорт ыйтăвĕ тăтăшах кун йĕркине тухать. РФ Президенчĕн 2005 çулхи октябрĕн 19-мĕшĕнчи Указĕпе килĕшÿллĕн хальхи тапхăрта чикĕ урлă çÿремелли çĕнĕ паспортсене (унти информацисем электронлă носительсем çинче) граждансен ирĕкĕпе 2006 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен паратпăр. Пăлханма кирлĕ мар, РФ Правительствин 1997 çулхи пуш уйăхĕн 14-мĕшĕнчи Постановленийĕпе çирĕплетнĕ загранпаспортсем вĕсене çĕннисемпе улăштариччен вăйрах юлаççĕ. Çĕнĕ йышши паспортсене илме ыйтса çырнисене Раççейре пурăнакан тата вăхăтлăх пурăнакан Раççей Федерацийĕн гражданĕсенчен йышăнатпăр. Унчченхи загранпаспортăн вăйра тăрас вăхăчĕ тухман пулсан гражданина çĕнĕ паспорт памастпăр. Анчах та Раççей гражданинĕн ĕçĕ-хĕлĕ тăтăшах (уйăхра пĕрререн кая мар) ют çĕршывсене çÿрессипе çыхăннă пулсан, вăл гражданина, дипломат е служба тивĕçĕсем ыйтакан паспорта илме право çук пулсан, ĕçе яракан организаци ыйтнă тăрăх иккĕмĕш паспорт пама пултараççĕ. Анчах вăл паспортăн срокĕ те малтанхи паспортпа пĕр вăхăтрах тухать. Çак паспорта илекенĕн пулса тухнă лару-тăрăва çирĕплетме юлашки виçĕ уйăхра уйăхсерен пĕрре е ытларах чикĕ урлă çÿренине палăртнă паспорта кăтартмалла.
Мĕн пĕлмелле-ха çĕнĕ загранпаспорт илекенĕн;
Малтанах вăл 18 çул тултарнă çын пулмалла. Унăн анкета-заявлени çырмалла пулать. Хыççăн 2500 тенкĕ патшалăх пошлини тÿлемелле. Хăй тăтăшах ĕçлекен е вĕренекен вырăнтан кадрсен пайĕнчен çирĕплетнĕ ĕç кĕнекин копийĕ пирки манмалла мар. 35х45 мм виçеллĕ тĕслĕ икĕ сăн ÿкерчĕк, çар службине вĕçленине палăртнă çар билечĕ е – 18-27 çулхисемшĕн – хăйсем пурăнакан вырăнти çар комиссариатĕнчен справка, РФ гражданинĕн паспорчĕ тата унти 2,3,5,17,19 страницăсен ксерокопийĕсем кирлĕ.
Çул çитмен çамрăксем валли те çавна евĕр хутсемех. Уйрăммăн илсен:
- ашшĕн е амăшĕн анкета-заявлени çырни;
- 14 çула çитменнисемшĕн 1200 тенкĕ, 14-18 çулхисемшĕн 2500 тенкĕ патшалăх пошлини тÿлени;
- 14 çула çитменнисен çуралнă хучĕ тата унăн ксерокопийĕ, унăн РФ гражданствине ĕнентерекен хушша хунă хучĕ;
- 14 çул тултарнисен çуралнă хучĕ тата унăн ксерокопийĕ, хăй камне çирĕплетекен тĕп документ (паспорт);
- 35х45 мм виçеллĕ тĕслĕ икĕ сăн ÿкерчĕк;
- саккунлă представителĕн РФ гражданинĕн паспорчĕ тата 2,3,5,17,19 страницăсен ксерокопийĕ кирлĕ.
2009 çулхи декабрĕн 21-мĕшĕнче федераллă саккуна кĕртнĕ улшăнусемпе кăçалхи пуш уйăхĕн 1-мĕшĕнчен электронлă информациллĕ паспортсен ĕçлев вăхăчĕ пысăкланать. Вăл малашне 10 çуллăха пулĕ. Асăрхаттарса калатăп, унчченхи паспортсен вăхăчĕ 5 çуллăха пулнăччĕ. Çакна та палăртса хăвармалла. Çĕнĕ загранпаспортсене вунă çуллăха параççĕ пулсан, ют çĕршыва тухакан ачашăн вăл обязательнăй йĕркепе ача çуралнăранпах кирлĕ.
Саккуна пăхăнакансемшĕн ют çĕршыва тухса кĕресси те пысăк йывăрлăх мар. Енчен те хумхантаракан ыйтусем пур пулсан, вĕсен хуравне эсир пирĕн патăмăрта тĕплĕнрех пĕлме пултаратăр. Пирĕн тел.: 63-4-90.