Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хисеплĕ вĕрентекен

24 марта 2010 г.

Вĕрентекен ĕçĕ сăваплă пулнине кашниех пĕлет. Парта хушшинче ларакан ачасем те хăй вăхăтĕнче ÿссен учитель пулма ĕмĕтленни тĕлĕнтермест те. Кармăш ялĕнче çуралса ÿснĕ Татьяна Васильевна Андрееван чĕрине те вĕрентекен ĕçĕ кĕçĕн классенче ăс пухнă вăхăтра яланлăхах тыткăнланă.

1940 çулта Мăн Сĕнтĕр шкулĕнче 10 класс вĕренсе пĕтернĕ хыççăн Шупашкарти педагогика институтне биологи факультетне вĕренме кĕрет. Вăл 1-мĕш курс пĕтернĕ хыççăн вăрçă пуçланать. Институт çуртне салтаксене килсе вырнаçтарнă пирки вĕсен вĕренме Сĕнтĕрвăррине куçма тивет. Унта 3-4 уйăх вĕреннĕ хыççăн студентсене окоп чавма илсе каяççĕ. 1941-1942 çулсенче хĕл питĕ сивĕ тăнă. Çимелли енчен та начар пулнă. Çавăн чухне вĕсене кунне пĕр хут купăста яшки çитернĕ тата 400 грамм çăкăр панă. Çи-пуçран та начаррине пула Татьяна Васильевна шăнса пăсăлать. Унăн урисем шыçса каяççĕ. Çавна пула ăна март уйăхĕнче икĕ эрнелĕх киле яраççĕ. Килте сипленнĕ хыççăн вара хĕр Сĕнтĕрвăррине вĕренме таврăннă. Вĕренме кĕнĕ чухне пĕр курсра 30 çамрăк пулнă, 12-шĕ çеç вĕренсе тухнă.

Алла диплом илнĕ хыççăн Татьяна Васильевна Калайкасси шкулне ĕçлеме килет. Час-часах Татьяна Васильевна колхозсене тухса çÿренĕ. Пĕрре пуш уйăхĕнче çамрăк учитель Вăрманкасси ялне пуху ирттерме çитет. Çак ялти Петр Николаевич Каргинпа паллашать. Петр Николаевич çав вăхăтра шăпах çартан килне курма килнĕ пулнă. 1946 çулхи ака уйăхĕнче вара вĕсем çемье çавăраççĕ.

Тепĕр икĕ çултан Татьяна Васильевна Вăрманкасси шкулĕнче завуч пулса ĕçлеме тытăнать. Тепĕр çулталăкранах ăна, хастарлăхне асăрхаса ĕнтĕ, директор ĕçне шанса параççĕ. Çак должноçра вăл 20 çул вăй хурать. Малтанах ачасене вĕренме çурчĕ те пулман, уйрăм çынсен пÿрчĕсенче вĕреннĕ.

1962 çулта вĕренекен ачасен ашшĕ-амăшĕсем пулăшнипе 160 вĕренекене вырнаçтармалăх шкул тума тытăннă. Çичĕ çул хушши тума тивнĕ ăна. Патшалăх пулăшăвĕ пулман. Çавăн чухне Татьяна Васильевнана питĕ йывăр килнĕ, паллах. Мăшăрĕ те çак шкулта ĕçлени вара пысăк тĕрек пулнă. Вĕсем çине тăнипех шкул пахчинче пахча çимĕç, улма-çырла туса илнĕ, сутса укçа ĕçлесе илнĕ. Çав вăхăтра шкулта утар тытса тăма та хал çитернĕ, кроликсем ĕрчетнĕ.

Шел пулин те, Петр Николаевич пирĕнтен 91 çул тултарсан пĕлтĕр уйрăлса кайрĕ. Вăл Аслă Отечественнăй вăрçă участникĕ пулнă, унăн орденсем те сахал марччĕ.

Татьяна Васильевнан ĕçĕсене те тивĕçлипех хакланă. Ăна «1941-1945 çулсенчи Аслă Отечественнăй вăрçă вăхăтĕнчи хастар ĕçшĕн», «Ĕç ветеранĕ» тата юбилей медалĕсемпе наградăланă.

Хисеплĕ ватăн паянхи чун йăпатмăшĕ – мăнукĕсем. Нумаях пулмасть Татьяна Васильевна 90 çул тултарчĕ. Çав ятпа педагогика ĕçĕн ветеранне Вăрманкассинчи пуçламăш шкул–ача сачĕн коллективĕ ăшшăн саламларĕ, вăрăм кун-çулпа çирĕп сывлăх сунчĕ.

А. КОРНЕЕВА, Г. ПЕГАСОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика