Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачасен пултарулăхне мала хураççĕ

24 марта 2010 г.

Муркаш лицейĕнче вăй хуракансем кунта вĕренекенсен пултарулăхĕн тĕрлĕ енĕсене уçса парас, вĕсене аталантарас тесе тăрăшаççĕ. Акă мартăн 15-мĕшĕнче лицей коллективĕ «Лицей условийĕсенче пултаруллă ачасемпе ĕçлесси» ятлă методика семинарне ирттерчĕ, малашне пурнăçламалли тĕллевсем лартрĕ. Вĕсене пурнăçлама вара лицейра условисем çителĕклĕ.

Вĕренекенсем пĕтĕмĕшле патшалăх экзаменĕсене ăнăçлă тытчăр тесе кунта профиль вĕрентĕвĕн программине индивидуализацилессипе ĕçлеççĕ. Ачасене наукăпа тĕпчев, проект ĕçĕсене анлăн хутшăнтарнипе учительсем хăйсен вĕренекенĕсен тĕрлĕ енлĕ пултарулăхне уçса параççĕ. Çĕнĕ технологисемпе ĕçлесси те кунта пурнăçпа тан пулса пырать. Вĕсемпе уроксенче çеç мар, ытти мероприятисенче те усă кураççĕ. Пултаруллă ачасемпе ĕçлеме учительсем хăйсем те творчествăлла ĕçе мала хураççĕ.

Çапла вăй хунин усси те курăмлă: вĕренсе тухакансенчен пурте тенĕ пекех аслă шкулсене вĕренме кĕреççĕ, нумайăшĕ – бюджет никĕсĕпе. Тĕрлĕ ыйтăва вĕсем творчествăлла мелпе татса пама тăрăшаççĕ. Лицейран вĕренсе тухнă хыççăн тав сăмахĕ килсе калакансем пурри вара учительсен коллективĕ чăннипех те тивĕçлĕ ĕçленине калать.

Хальхи вăхăтра лицейра Муркаш районĕнчи ачасем кăна мар, Шупашкар, Етĕрне тата Элĕк районĕсенчен килнисем те вĕренеççĕ. Кăçал лицейран 44 çамрăк вĕренсе тухать.

«Вĕсем вырăнне вара эпир çитес вĕренÿ çулĕ валли 9-мĕш класа пултаруллă та хастар вĕренекенсене йышăнма хатĕр. Пирĕн пата вĕренме килес текенсен вĕренÿ шайне пĕлес тесе эпир гуманитари, çут çанталăкпа наука ăслăлăхĕсен тата кадет енĕпе те олимпиадăсем ирттеретпĕр. Чи хастаррисем вара вĕренĕве пирĕн патра тăсĕç. Çут çанталăкпа наука ăслăлăхĕсен енне суйласа илекенсен математика тата физика предмечĕсемпе олимпиадăна хутшăнмалла, кадет пулас текенсен кунсăр пуçне тата физкультурăпа та. Гуманитарие килĕштерекенсен вырăс чĕлхипе тата Раççей историйĕпе хăйсен пĕлĕвне кăтартмалла пулĕ, кадетсен çак предметсем çумне физкультура хушăнать», – тесе пĕлтерчĕ лицей директорĕ Николай Евгеньевич Смирнов.

Олимпиадăсем хăçан иртесси пирки кăсăклансан, çакă паллă пулчĕ: вĕсем апрелĕн 25-мĕшĕнче çак адреспа иртеççĕ: Муркаш сали, Октябре 50 çул урам, 34-мĕш çурт. Олимпиадăсем 10 сехетре пуçланаççĕ. Заявленисене вара Муркаш лицейĕнче апрелĕн 23-мĕшĕчченех йышăнаççĕ.

Н. НИКОЛАЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика