17 марта 2010 г.
Иртнĕ шăмат кун 11 сехетре Муркашсем «автан» кăшкăрнине илтмесĕр юлмарĕç пулĕ. Уçă сассипе пурне те район пуçлăхĕн кубокне çĕнсе илессишĕн ăмăртма йыхравларĕ вăл. «Йытăпа» «кушак» та, «чăхă» та сывă пурнăç йĕркине тытса пыма сĕнсе кашни хăйĕн чĕлхипе, анчах та пурне те ăнланмалла калаçрĕç. Çапла хаваслăн пуçланчĕ спорта юратакансен уявĕ.
Ăмăртăва пуçтарăннисене малтанах район пуçлăхĕ Юрий Александрович Иванов саламласа тăрăшулăхпа мал туртăмлăх кăтартма сунчĕ, кашниншĕнех спортпа туслă пулни пĕлтерĕшлине палăртрĕ. Муркаш районĕн йĕлтĕр спорчĕн федерацине ертсе пыракан П.Н. Вязов, Шупашкарти Муркашсен ентешлĕхне ертсе пыракан А.И. Федотов, ытти хăнасем каланă сăмахсем те йĕлтĕрçĕсен кăмăлне хăпартрĕç.
Икĕ арçын тата икĕ хĕрарăмран тăракан командăсем йĕлтĕр эстафетине хатĕрччĕ, стартчен юлнă вăхăтра вĕсем тренировкăсем туса ирттерчĕç. Пурĕ вара 54 команда пуçтарăнчĕ стадионта.
Чи малтан старта учительсен командисем тухрĕç. Хĕрарăмсем – икĕ километрлă, арçынсем 3 километрлă дистанцисене тапхăрсемпе кайрĕç. Финиша Калайкассинчи вăтам шкул команди пĕрремĕш çитрĕ. Иккĕмĕш – Муркашри вăтам шкулти, виççĕмĕш – Йÿçкассинчи вăтам шкулти учительсен командисем.
Ял тăрăхĕсен тата район администрацийĕн пайĕсен командисем хушшинчи кĕрешÿ кăçал та пĕлтĕрхи призерсем хушшинчех хĕрÿ иртрĕ. Тăватă тапхăр хыççăн мала çапах та районти шалти ĕçсен пайĕн команди тухрĕ. Пĕлтĕр вĕсем иккĕмĕш пулнăччĕ. Ярапайкасси ял тăрăхĕн спортсменĕсем вара пĕлтĕр çĕнсе илнĕ кубока алран вĕçертсе иккĕмĕш вырăна тухрĕç. Виççĕмĕшсем – Муркаш ял тăрăхĕн спортсменĕсем.
Ял хуçалăх предприятийĕсен, организацисемпе учрежденисен командисем ăмăртнине сăнама интереслĕ пулчĕ. Вĕсен хушшинче Муркашри чăх-чĕп фабрикин команди пĕрремĕш вырăна тухрĕ. «Свобода» хуçалăх 2-мĕш, «БТИ» предприяти 3-мĕш вырăн çĕнсе илчĕç.
VIP-чупăва хутшăнакансем хушшинче арçынсем ытларахчĕ. Вĕсем хушшинче вара çил пек вĕçтерсе Шетмĕпуç ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н. Александров финиша чи малтан çитрĕ. «Сывлăх» ФСК директорĕ А. Куликов – иккĕмĕш, В. Михайлов предприниматель – виççĕмĕш вырăнсенче. Хĕрарăмсем кăтартнă результатсем тăрăх, малти виçĕ вырăна çаксем тухрĕç: 1-мĕш вырăнта – И. Осипова (Калайкасси шкулĕ), 2-мĕш вырăнта – Т. Александрова (Хорнуй ял тăрăхĕ), 3-мĕш вырăнта – Т. Майорова (Шомик шкулĕ). Юрий Александрович хăй те яланхи пекех чупăва хутшăнчĕ.
Мала тухнисем тĕрлĕ хаклă парнесемпе кубоксене, дипломсене тивĕçрĕç. Иккĕмĕш-виççĕмĕш вырăнсене çĕнсе илнисене те грамотăсемпе хаклă парнесем парса чысларĕç. Ăмартăва ирттерес ĕçе спонсорсем те нумаййăн хутшăнчĕç, тĕрлĕ номинацисем палăртса ăмăртакансене парнесем парса савăнтарчĕç. Çак ăмăртупа вара хĕллехи сезон та хупăнчĕ.
Н. НИКОЛАЕВА.