Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хамăршăн хамăрăнах тăрăшмалла

20 марта 2010 г.

Хамăршăн хамăрăнах тăрăшмалла

Ял тăрăхĕсенче район администрацийĕн кунĕсем малалла пыраççĕ. Иртнĕ ытлари кун вăл Мăн Сĕнтĕр ял тăрăхĕнче иртрĕ.

Район пуçлăхĕ Ю.А. Иванов Мăн Сĕнтĕрти 2-мĕш номерлĕ район больницинче, пушар чаçĕнче, Шомикри психоневрологи диспансерĕнче пулчĕ.

Район администрацийĕн яваплă ĕçченĕсем вырăнти предприятисемпе организацисенче, учрежденисенче, ăнăçсăр çемьесенче пулчĕç. РФ Пенси фончĕн тата районти социаллă хÿтлĕх пайĕн ĕçченĕсем çынсене хăйсен ыйтăвĕсемпе йышăнчĕç.

МАЛ ĔМĔТПЕХ

ПУРĂНАÇÇĔ

Ку ял тăрăхĕнче предприятисем сахал тесе калас килмест. Вĕсенчен пĕринче – «МирТрубПласт» чикĕллĕ яваплăхлă обществăра полиэтиленран тунă шыв, газ кĕртнĕ чухне усă курмалли пăрăхсем туса кăлараççĕ. Вĕсене тумалли гранулăсене Хусантан илсе килеççĕ. Вăл е ку пăрăх нормăпа пăхнинчен кăшт урăхларах пулсан, материала сая ямаççĕ. Кунтах, ватса, çĕнĕрен пăрăх тăваççĕ.

Мăн Сĕнтĕрти тепĕр чикĕллĕ яваплăхлă обществăра - «Магма-2» Т-330 трактор валли запас пайĕсем туса кăлараççĕ, юсаççĕ. 14 çынран тăракан коллективра кĕçех тепĕр 5-6 çын валли ĕç тупăнмалла. Вĕсенчен 3-шĕ хĕрарăмсем пулĕç. Хута ямалли цехра шăпах вĕсен валли пулать ĕç.

– Пире валли газ çитмест. Вутăпа хутса ăшăтатпăр. Газ кĕртмелли ĕçсене пурне те туса çитернĕ, – вуттине кăмакана пăрахнă май калаçать А.А. Кукьин.

«Сундырь-Хлеб» чикĕллĕ яваплăхлă обществăра 140 тĕрлĕ продукци кăлараççĕ. Кунти продукцие Мăн Сĕнтĕр райповĕн магазинĕсем сутнипе пĕрлех, Муркаш райповĕпе те ку тĕлĕшпе килĕштерсе ĕçлеççĕ. Çавăн пекех районти тĕп больница та кунтан продукци туянать. Нискасси шкулĕ эрнере пĕр кун кăна мар кунта кăларакан тутлă булкăсене туянать. Районти ытти шкулсенчи ачасем те Мăн Сĕнтĕрсен çимĕçне астивме хирĕç мар пулсан, Нискассисенчен тĕслĕх илме пултараççĕ. Анчах та юлашки вăхăтра уйрăм çыннăн «Елена» магазинĕнче Шупашкартан кÿрсе килекен çăкăра йÿнĕрехпе сутма пуçланăранпа çăкăр сахалтарах кайни пăшăрхантарать предприяти ертÿçине Л.Г. Ильгечкина. Ку ыйтупа асăннă суту-илÿ предприяти ертÿçипе пĕр чĕлхе тупасса, эрнере 1-2 кун кунта вырăнта туса кăларнă çăкăра сутма пуçласса шанать Леонид Геннадьевич.

«Сундырь-Хлеб» вара мал ĕмĕтпех пурăнать. Пĕлтĕр кунти пур цехра та çĕнĕ урайсем сарчĕç. Кăçал маччапа стенасене улăштарма пуçласшăн. Республикăра ырă ят çĕнсе илнĕскер, çак чикĕрен пĕрре те чакмасть. Потребкоопераци предприятийĕсем хушшинче ирттернĕ республикăри конкурсра лимонад тăвассипе 1 вырăн, пĕремĕк тăвассипе 2 вырăн çĕнсе илчĕç Сĕнтĕрсем.

«ХАМĂР ÇИНЕ

ОТВЕТЛĂХА

ИЛМЕЛЛЕХ»

Район администрацийĕн кунне ирттерекенсем вырăнти халăхпа Мăн Сĕнтĕрти Культура çуртĕнче тĕл пулчĕç. Чи малтанах ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.В. Лаптев ял тăрăхĕнче иртнĕ çулта туса ирттернĕ ĕçсем çинчен отчет туса пачĕ. Вăл çакна палăртрĕ. Иртнĕ çул бюджетăн тупăш тата тăкак пайĕсене те пĕтĕмпех пурнăçланă. Тупăшăн 25 процентне хăйсем ĕçлесе илеççĕ. Налук пухмалли плана 25 процент ирттерсе тултарнă. Мăн Сĕнтĕр ял тăрăхĕнчи предприятисем ура çинче çирĕп тăни çинчен калать çакă та, çÿлерех илсе кăтартнă тĕслĕхсем те.

Иртнĕ çул Мăн Сĕнтĕрте 3 урамра пурĕ 1400 метр тăршшĕ шыв пăрăхĕсем хунă, 3 колонка вырнаçтарнă. Çулсене пăхса тăрассине те куçран вĕçертмеççĕ: ăçта кирлĕ – унта хăпартаççĕ, вак чул, хăйăр сарса майланисем те пур. 4 масара тирпей-илем кĕртнĕ тата ытти те.

Тумаллисем те сахал мар. Кивелсе кайнă 2 башньăна улăштарасшăн. Аслă Çĕнтерÿ 65 çул тултарнă май мĕн пур палăка юсаса çĕнетесшĕн. Асфальт çул пур ялсенче çÿп-çап пуçтармалли баксем вырнаçтарасшăн. Урамсене электрификацилессипе те малалла ĕçлеççĕ. Мăн Сĕнтĕрти 2 урама, Çĕн Кармăшри 1 урама çутă кĕртессипе проектсем экспертизăра.

Тĕл пулура тухса калаçакансем те пулчĕç. Мăн Сĕнтĕрте тротуар юсасси, пĕвесене пăхса тăрасси, Шоккăнти шыв башни ĕçлеменни тата ытти ыйтусене хускатрĕç. Тавралăха тирпей-илем кĕртесси тавра та çирĕп калаçу пулчĕ. Хупнă «свалкăна» паян та хăшĕсем çÿп-çап тăкни çынсем хăйсене явапсăр тытни çинченех калать пулĕ. Чăннипех те, район пуçлăхĕ Ю.А. Иванов каланă пек, хамăр пурнăç лайăхрах пултăр тесе хамăрăнах тăрăшмалла. Ĕçлеме çĕрсем пур. Ку енĕнпе тĕслĕх илмелли çынсем те пур ку тăрăхра. Толстов, Бархаткин Х(Ф)Х лайăх аталанса пыраççĕ. Шыв ыйтăвĕ пирки те çавнах каламалла. Ял тăрăхĕн бюджечĕн укçинчен çăл ункисене илсе параççĕ, çăлĕсене кам та пулин чавса парасси кĕтни те килĕшÿллĕ мар пулĕ – çакна çынсен хăйсенех тумалла. Хамăр пÿрт çумĕнчи юра та тĕпсакайне шыв ан кĕтĕр тесе аякри «кукка» уçса парасса кĕтнин усси çук пулĕ.

– Хамăр çине ответлăх илмеллех, – терĕ Юрий Александрович. Çак сăмахсен тĕрĕслĕхне пурнăç çирĕплетсе панине Мăн Сĕнтĕр тăрăхĕсем ăнланаççĕ пулĕ. Ку енĕпе малашне те ял тăрăхĕн администрацийĕпе пĕр тĕллевпе ĕçлессе шанас килет.

Л. ПАВЛОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика