20 марта 2010 г.
Ыранхи кун Суту-илÿ, халăхăн йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерессин тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх ĕçченĕсен кунне паллă тăватпăр. Çавна май район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕпе, район администрацийĕн капиталлă строительство, архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх управленийĕн пуçлăхĕпе Владимир Германович НИКИТИНПА тĕл пулса çак отрасльте ĕçлекенсем хăйсен професси уявне мĕнле кĕтсе илни пирки хуравлама ыйтрăм.
– Малтанах çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх ĕçченĕсене хăйсен професси уявĕпе чĕререн саламлатăп, кулленхи ĕçĕсенче ырлăх-сывлăх, ăнăçусем сунатăп. Эсир хăвăрăн тивĕçе мĕнле пурнăçлани чăннипех те çынсен йĕркеллĕ пурнăçĕн тĕкĕрĕ пулса тăрать.
Хальхи вăхăтра вара уяв пирки калаçнипе пĕрлех пирĕн умри кулленхи ыйтусене те асăнса иртмесĕр май çук. Вăрттăнлăх мар, халĕ газпа, электроэнергипе усă курнин хакĕсене ÿстерсе ячĕç. Çакă вара коммуналлă услугăсен хакĕсем çине те витĕм кÿмесĕр тăма пултараймасть. Тарифсем енĕпе ĕçлекен республика служби пĕлтернĕ тăрăх, юлашки çул кăна çут çанталăк газĕн хакĕ 25 процент, электроэнерги хакĕ 25 процент ÿснĕ.
Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхĕ тĕлĕшпе йышăннă реформа пурнăçа кĕрсе пырать. Ку енĕпе ятарлă пулăшу фончĕн пулăшăвĕ те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Унта палăртнă условисене пурнăçласан, капиталлă юсав ĕçĕсене туса ирттерме укçа-тенкĕ уйăрассине те палăртса хунă. Пĕлтĕр вара пурăнмалли çурт-йĕрсенче капиталлă юсав ĕçĕсем туса ирттерме 7,6 миллион тенкĕ уйăрнă. Кунсăр пуçне республика шайĕнчен тата район бюджетĕнчен 1,5-шер миллион тенкĕ уйăрнă. Ку суммăпа нумай хваттерлĕ 10 çуртра тĕпрен юсав ĕçĕсем туса ирттернĕ.
Хĕл кунĕсем иртсе каяççĕ ĕнтĕ. Хĕл ытти çулхисенчен сивĕрех килчĕ пулин те, район территорийĕнче хваттерсене ăшă парса тăрассипе пысăк пăтăрмахсем пулмарĕç тесе шутлатăп. Хăш чухне вара электроэнерги пулманнипе электрогенераторпа усă курма лекнĕ тĕслĕх пулман мар.
Пысăк ыйту вăл – район центрĕнче пурăнакансене ĕçмелли пахалăхлă шывпа тивĕçтересси. Ку енĕпе шывпа тивĕçтермелли системăна йĕркелесси пирки 2005 çултах проект хатĕрленĕ пулнă. Халĕ вăл кивелнĕ ĕнтĕ, ăна çĕнетме тивет. Юлашки 20 кунти тĕслĕхсем те çавнах çирĕплетеççĕ. Шыв пăрăхĕсем çурăлса кайнипе çыхăннă тĕслĕхсем 8 пулчĕç. Ку аварисене пурне те пĕтернĕ, паянхи куна шывпа тивĕçтерессипе пăтăрмахсем çук.
Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх услугисене пурнăçлассине малашне ытларах коммуналлă хуçалăх служби çине хума пăхнă. Шывпа тивĕçтернĕшĕн те, ытти услугăсемшĕн те тÿлемелле пулать. Юнкă, Катькас, Мăн Сĕнтĕр ял тăрăхĕсенче шывпа тивĕçтерессине «Жилкомсервис» чикĕллĕ яваплăхлă общество хăй çине илнĕ.
Çывăх вăхăтрах йăлари хытă каяшсен полигонне хута ярасси енĕпе ĕçлетпĕр. Ялсенчен çÿп-çапа уйрăм вăхăтра турттарма пуçлатпăр, ун пирки ял çыннисене вырăнсенче пĕлтерĕç. Çавна та каласа хăварас пулать. Хальхи вăхăтра кирек епле ĕçе те тÿлевсĕр пурнăçлама май çук. Пĕтĕмпех укçа-тенкĕпе çыхăннă. Çавна май малтанхи вăхăтра ялсенчен çÿп-çап илсе тухассине бюджет шучĕпе тÿлевсĕр майпа йĕркелеме палăртатпăр пулин те, малашне çакă тÿлевлĕ пулĕ.
Юлашкинчен вара май килнипе усă курса пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх ĕçченĕсене тепĕр хут хăйсен професси уявĕпе саламлас тетĕп. Сирĕн ĕçĕрсем ăнса пыччăр, çемйĕрсенче ăнланупа килĕшÿ хуçаланччăр, чи кирли вара – пурин те сирĕн яланах сывлăх пултăр.
В. ШАПОШНИКОВ çырса илнĕ.