Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çатракассисен пĕрле тăрăшас кăмăл пур

20 марта 2010 г.

 

Иртнĕ юн кун республикăра Пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ. Çавна май пирĕн района ЧР Патшалăх ветеринари службин ертÿçи В.К. Тихонов ертсе пыракан ушкăн килчĕ. Чи малтанах вĕсем район пуçлăхĕпе Ю.А. Ивановпа тĕл пулчĕç. Юрий Александрович вĕсене районăн социаллă пурнăçĕпе, экономика аталанăвĕпе паллаштарчĕ. Унтан, 5 ушкăна пайланса, район администрацийĕн яваплă ĕçченĕсемпе пĕрле Çатракасси, Чуманкасси ял тăрăхĕсенче, унти предприятисемпе организацисенче, учрежденисенче, Шомикри психоневрологи диспансерĕнче пулчĕç.

Хальхинче пĕрлехи информаци кунĕ Çатракасси ял тăрăхĕнче иртекен район администрацийĕн кунĕпе тĕл килчĕ. Юрий Александрович информаци ушкăнне кĕрекенсемпе чи малтанах «Свобода» хуçалăхăн сысна комплексĕнче пулчĕ. Кунта Эстонирен илсе килнĕ сыснасене ĕрчетеççĕ. Пĕтĕмпе 1600 пуç.

– Эсир çитĕнтернĕ ăратлă сыснасене Тутарстанра, Чулхула облаçĕнче те хапăлласах туянаççĕ, вĕсенчен – ытти регионсем. Ăратлăх ĕçĕнче эсир шанчăклă партнер пулса тăратăр, – терĕ Владимир Карлович комплексăн специалисчĕсемпе тĕл пулнă май.

Н.М. Чаплина зоотехник-селекционер каланă тăрăх, иртнĕ çул кунта 362 ăратлă сысна аçине сутнă.

Унтан ку ушкăн Çатракассинчи сĕт-çу ферминче пулчĕ. Очăкассинчи Культура çурчĕн, кунти библиотекăн, ФАП ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕ. Очăкассинче пурăнакансемпе шыв ыйтăвне сÿтсе яврĕç.

Çатракасси ял тăрăхĕнчи халăхпа тĕл пулу Кашмашри Культура çуртĕнче пулчĕ. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Ю.А. Кожевников иртнĕ çул туса ирттернĕ пĕлтерĕшлĕ ĕçсем çинче чарăнчĕ. Çул тăвас, тытса тăрас, шывпа тивĕçтерес, çĕнĕ урамсене çутă кĕртес, ялсене тирпей-илем кĕртес ыйтусем çинче тĕплĕн чарăнчĕ. Ятманпа Йÿтĕркассинче çăлсене юсама пуçланă, Кашмашпа Çатракассинче пĕрер çăл тунă. Кашмашпа Çĕньял Хуракассинче çулсене вак чул сарса юсанă. 3 урампа çул тума проектсем хатĕрленĕ. Çÿп-çап валли 24 бак туяннă. Çивĕч ыйтăва татса панă– Кашмашри 2 çĕнĕ урама çутă кĕртнĕ. Ку енĕпе ĕçсем малалла пыраççĕ. Çавăн пекех кăçал Хуракасси выççăлккинче кивелсех çитнĕ кĕпере йĕркене кĕртессипе те ĕçлеме палăртаççĕ. Çĕньял Очăкассипе Очăкасси ялĕсенче çул тăвас ыйту тăрать. Ку ял тăрăхĕнче шыв ыйтăвĕ те кун йĕркинчен тухмасть.

Тухса калаçакансен сăмахĕнчен çакă курăнчĕ: ку енче пуçаруллă çынсем те сахал мар, çынсем ĕçлеме те ÿркенмеççĕ.

– Моделлĕ библиотекăна та хамăр ялта кашни килтен укçа-тенкĕ пуçтарсах турăмăр. Çатракасси шкул патĕнчи шурă çурта никĕсне юсаса хăпартсан, çавăнтан япăх мар клуб пулмалла. Пирĕн çынсем ĕçлеме ÿркенмеççĕ, тухатпăр, теççĕ. Кирлехчĕ Çатракассинче клуб, – чунтанах тухаççĕ нумай çул районти ял хуçалăх управленийĕн тĕп агрономĕнче ĕçленĕ, паян тивĕçлĕ канури А.Ф. Анисимован сăмахĕсем.

Ялти пĕвене тасатасси те, хурăн ращи çÿп-çаппа тулса ларни те пăшăрхантарать Александра Федоровнана.

Кашмаш шкул директорне Г.П. Ершована Кашмашра çĕнĕ шкул тăвас ыйту канăç памасть. Ку енĕпе вăл кирлĕ пĕтĕм документа хатĕрлесе çитернине палăртрĕ. Галина Павловнана тавралăха тирпей-илем кĕртесси те хумхантарать.

– Çуркунне, айтăр-ха, ытларах субботниксем ирттерер, – терĕ вăл. Шкул çумне лартса хăварнă йывăçсем патне çĕнĕ урамсенче пурăнакансем çÿп-çап тăкни те, ял çумĕнчи пĕве çÿп-çаппа тулса ларни те канăç памасть ăна.

Урамсене каçхине çутă çутас енĕпе те ыйтусем пулчĕç.

Информаци ушкăнĕн ертÿçи В.К. Тихонов тĕл пулура пĕрлехи информаци кунĕн ыйтăвĕсем çинче – республика çур акине, Аслă Çĕнтерÿ 65 çул тултарнине епле хатĕрленни, усă курман çĕрсене ĕçе кĕртесси çинче – чарăнчĕ.

Район пуçлăхĕ Ю.А. Иванов хăйĕн сăмахĕнче Яракра тата Хорнуйĕнче хăйсен вăйĕпе ял çыннисем культура вучахĕсем туса лартни çинчен каларĕ. Çатракассисен клуб тăвас ыйтăвне вырăнти халăхпа пĕрле татса пама май пуррине палăртрĕ. Кĕскен каласан, ку лав вырăнтан тапранма хатĕр. Юрий Алесандрович çавăн пекех çĕнĕ урамсене электрификацилес, çулсем тăвас ыйтусем çинче чарăнчĕ. Тăван тавралăха тирпей-илем кĕртес ĕç çинче чарăннă май вырăнти пĕвесене уйрăм çынсем арендăна илсе пăхса тăрасси практикăна кĕрсе пыни, хăйсен ĕçне пуçлакансене те паян патшалăх малтанхи ĕçсене туса ирттерме 58 пин тенкĕ ытларах парса пулăшни çинчен каларĕ.

РФ ПФ пирĕн районти управленийĕн ертÿçи Е.М. Александрова Аслă Çĕнтерÿ 65 çул тултарнă май вăрçă ветеранĕсемпе тăлăх арăмсене, тыл ĕçченĕсене пĕр хутчен укçан пулăшу пани çинче чарăнчĕ. Вăрçă участникĕсемпе тăлăх арăмсене 5-шер пин тенкĕ параççĕ, тыл ĕçченĕсене – 1-шер пин тенкĕ. Енчен те тыл ĕçченĕ тăлăх арăм пулсан, ăна 5 пин тенкĕ параççĕ. Çак суммăна апрельте пенсипе пĕрле параççĕ.

Тĕл пулу вĕçĕнче Кашмашри Культура çурчĕн артисчĕсем концертпа савăнтарчĕç.

Л. ТУКТИНА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика