Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хамăр пурнăç хамăртанах килнине ăнланаççĕ

13 марта 2010 г.

Район администрацийĕн кунĕсем районта малалла пыраççĕ. Иртнĕ юн кун вăл Хорнуй ял тăрăхĕнче пулчĕ. Район администрацийĕн яваплă ĕçченĕсем район территорийĕнчи республика, федераллă шайри ытти ведомствăсен представителĕсемпе пĕрле чи малтан вырăнти предприятисемпе организацисенче, учрежденисенче пулчĕç, ăнăçсăр çемьесене çитсе курчĕç, çынсене хăйсен ыйтăвĕсемпе йышăнчĕç.

Район пуçлăхĕ Ю.А. Иванов районти тĕп больницăн поликлиника ертÿçипе А.П. Чиновниковапа тата ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе В.А. Любимовапа чи малтан ялти библиотекăра пулчĕ. Юрий Александрович Хорнуй тăрăхне тĕпчессипе библиотекăра мĕн тунипе интересленчĕ. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ каланă тăрăх, Н.И. Борисова обществăлла ĕçре хастар: ачасемпе концертсем хатĕрлет, «кирлĕ пулсан хăех купăс тăсса ярать». Çÿрессе те библиотекăна ытларах ачасем çÿреççĕ.

«Путене» ача сачĕн подразделенийĕнче вара район пуçлăхĕ садике миçе ача çÿренипе кăсăкланчĕ. Кунта миçе çын ĕçленине шутласан, ачасем ытларах кирли куçкĕретех.

– Хальхи вăхăтра 7 ача кунта, кĕçех вĕсен йышĕ 11-е çитмелле, – терĕ Л.И. Сидорова воспитательница.

Иртнĕ çулхи ноябрьте кунта шкул столовăйĕ пулнă çурта юсаса клуб çĕнĕрен ĕçлеме пуçланă.

– Çамрăксем çав тери кăмăллă уншăн. Çĕнĕ çул уяне çакăнта ирттертĕмĕр, – ăнлантарать Валентина Алексеевна. – Юсав ĕçĕсене ирттерме вырăнти бюджетран 8 пин тенкĕ кăна куçарнă. Ял çыннисем пулăшрĕç. Депутатсен районти Пухăвĕн депутачĕ А.А. Сидюшкин пысăк пулăшу пачĕ. Ял çыннисем тÿлевсĕрех ĕçлерĕç. Ял тăрăхĕн депутачĕсем А.Н. Ванюшкин, С.А. Харьков, А.И. Быков, клуб администрацийĕнчен И.Г. Кожевникова питĕ тăрăшуллă пулчĕç. Ял халăхĕ те айккинче тăмарĕ, тĕрлĕ пулăшу пачĕ. М.В. Колесникова, В.В. Смелов, А.И. Бубнов, В.С. Ванюшкина, И.М. Кожевников, Г.Г. Воробьева, Т.А. Кузнецова, Э.А. Никитина, Ю.П. Евдокимов, Н.А. Ошманов, çамрăксенчен Дима Бубнов, Игорь Евдокимов, Алексей Ошманов, Александр Чижов, Андрей Харьков тата ыттисем хастар пулчĕç. Ку списока татах та тăсма пулать. Çутă тата музыка енĕпе зала илемлетессине çамрăксем хăйсем çине илчĕç.

Тумаллисем татах та пур-ха кунта. Сĕтел-пукана çĕнетмелле, тĕслĕхрен. Ял çыннисене паян пĕрле пуçтарăнса калаçмалли вырăн пурри савăнтарать.

Ялти фельдшерпа акушер пунктĕнче те пĕчĕк юсав ĕçĕсем туса çурта шал енчен илемлетнĕ. Е.Г. Соколова фельдшер каланă тăрăх, кунне кунта 10-12 çын килет.

– Çавăн пекех çынсем патне килсене тухса çÿретпĕр, – тет вăл.

Юрий Александрович çавăн пекех çак кун ялти магазинта, ăнăçсăр çемьесенче пулчĕ.

Хорнуйĕнчи клуба халăх лăк! туллиех пуçтарăнчĕ. Чи малтанах район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, капиталлă строительство, архитектура, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх управленийĕн ертÿçи В.Г. Никитин район аталанăвĕпе кĕскен паллаштарчĕ.

Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.А. Любимова иртнĕ çул туса ирттернĕ ĕçсемпе тĕплĕн паллаштарнă май çулсем тăвас, çĕнĕ урамсене электрификацилес, шывпа тивĕçтерес, ялсене тирпей-илем кĕртес ĕçсем çинче тĕплĕн чарăнчĕ.

Районти шалти ĕçсен пайĕн пуçлăхĕн çумĕ М.М. Мясников хăйĕн сăмахĕнче Хорнуй ял тăрăхĕ районти лăпкă ял тăрăхĕсенчен пĕри пулнине палăртрĕ. Анчах преступленисем ан пулччăр тесе тăрăшмаллисем пур-ха.

Хумхантаракан ыйтусенчен пĕри вăл – ăнăçсăр çемьесен хисепĕ чакманни, хĕрарăмсем те эрех енне туртăнма пуçлани. Ку проблема асăннă ял тăрăхĕнче те çивĕч тăрать. Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ – культура тата архив ĕçĕсен пайĕн ертÿçи А.Е. Андреева шăпах çак ыйту çинче тĕплĕн чарăнчĕ. Çавăн пекех вăл кашни ял тăрăхĕнче пĕр çĕнетнĕ база культура учрежденийĕ пулмаллине палăртрĕ. Ку тăрăхра вăл Тойкилтĕри Культура çурчĕ пулмалла. Ку ĕçре вырăнти халăхран та, районти яваплă çынсенчен те пулăшу самаях кирлĕ пулать пулĕ.

Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕ тата социаллă аталану министерствин пирĕн районти социаллă хÿтлĕх пайĕн ертÿçи пай специалисчĕпе пĕрле тата РФ ПФ пирĕн районти управленийĕн ертÿçи Е.М. Александрова халăха хăйсен ыйтăвĕсемпе йышăнчĕç. Тĕл пулура Нина Пантелеевна ватă çынсене пырса тивекен çăмăлллăхсем, Елена Михайловна пенси законодательствинчи çĕнĕлĕхсем çинчен каласа пачĕç.

Районти тĕп больницăн поликлиника ертÿçи А.П. Чиновникова вара сывлăх сыхлас ыйтусем çинче чарăнчĕ. Аслă Çĕнтерÿ 65 çул тултарнă май вăрçă участникĕсемпе тăлăх арăмсен сывлăхне питĕ тĕплĕ тĕрĕсленине палăртрĕ. Ку ял тăрăхĕнчи асăннă категорие кĕрекенсем ку медосмотр витĕр пурте тухнă.

Экономика пайĕн пуçлăхĕ Э.И. Симакова хăйсен ĕçне йĕркелекенсене паян патшалăх пулăшу пани çинче чарăнчĕ.

Тĕл пулура вĕрентÿ учрежденииĕсенчи ĕç-хĕлпе вĕрентÿ, çамрăксен политики, физкультурăпа спорт пайĕн пуçлăхĕ З.Ю. Дипломатова паллаштарчĕ.

Çĕр ыйтăвĕсемпе те ыйтусем сахал мар пулчĕç. Пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн ертÿçи А.В. Петров вĕсем çине хуравсем пачĕ.

Çак кун вăрçă ветеранĕсене тата вĕсемпе танлаштарнă категорие кĕрекенсемшĕн асра юлчĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх управленийĕн ертÿçи В.Г. Никитин, социаллă хÿтлĕх пайĕн ертÿçи Н.П. Петрова Аслă Çĕнтерÿ 65 çул тултарнă май вĕсене юбилей медалĕсем пачĕç. Ватăсем хăйсене сума сунăшăн тĕв турĕç, çав йывăр çулсене аса илчĕç.

Л. ПАВЛОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика