13 марта 2010 г.
2009 çулхи декабрĕн 27-мĕшĕнче йышăннă 377 " Федераллă саккунпа кăçалхи январĕн 10-мĕшĕнчен пуçласа Раççей Федерацийĕн Уголовнăй тата Уголовлă пурнăçлав кодексĕсенче ирĕклĕхе чакарасси çинчен калакан положенисем вăя кĕчĕç.
Çак çĕнĕлĕхе ăнлантарса пама эпир районсем хушшинчи Муркашри 11 " ĕç тăвакан уголовлă инспекци пуçлăхне Владимир Валерьевич КОЖЕВНИКОВА ыйтрăмăр:
– Ирĕклĕхе чакарасси – Раççей çĕршывĕшĕн наказанин çĕнĕ тĕсĕ шутланать, ирĕкрен хăтарнин альтернативлă енĕ. Килтен (хваттертен, урăх çурт-йĕртен) талăкăн палăртнă вăхăтĕнче кайма юрамасть, палăртнă вырăнсене (çĕрлехи клубсене, ташă каçĕсене, эрех-сăра ĕçме ирĕк паракан ытти заведенисене) çÿремелле мар, пĕр-пĕр муниципаллă тытăмăн территорийĕнчен тухса кайма юрамасть, масăллă мероприятисене хутшăнма тата вĕсенче пулма юрамасть, пурăнакан вырăна, ĕç вырăнне е вĕренÿ вырăнне ĕç тăвакан уголовлă инспекци килĕшмесĕр улăштарма юрамасть. Суд айпланă çынна асăннă чарулăхсене çирĕплетсе пачĕ пулсан, наказани ирĕклĕхе чакарнипе танлашать. Çакăнпа пĕрлех суд айпланă çынна ĕç тăвакан уголовлă инспекцие кашни уйăхрах 1-4 хутчен пырса регистрациленме яваплăх тыттарать. Суд çÿлерех асăннă чарулăхсенчен кирек хăшне те çирĕплетсе пама пултарать.
– Пур айăпланă çынна пырса тивекен обязательнăй чарулăхсем пур-и;
– Пур. Ку вăл ĕç тăвакан уголовлă инспекципе калаçса татăлмасăр пурăнмалли вырăна улăштарма тата муниципаллă тытăмăн территорийĕнчен тухса кайма ирĕк çукки.
– Ирĕклĕхе чакарни наказанин тĕп енĕ шутланать е çук;
– Тĕп ен те, хушма ен те пулма пултарать. Тĕп ен пулсан – икĕ уйăхран пуçласа тăватă çул таран. Çакă йывăрах мар тата вăтам йывăрлăхлă преступленисене тунăшăн айăпланисене пырса тивет. Наказанин хушма енĕ пулчĕ пулсан, вăл саккуна пăснă çынсенчен чылайăшне пырса тивет, вăл шутра йывăр преступленисене тăвакансене, сăмахран, çын вĕлерекенсене. Ирĕкрен хăтаракан вырăнсенчен тухнă хыççăн вĕсем ĕç тăвакан уголовлă инспекцине учета лекеççĕ. Кунта вара икĕ çул таранах учетра тăма пултараççĕ. Инспекторсем вĕсене асăрхаса тăраççĕ.
Саккунпа акă мĕнле палăртнă: ирĕклĕхе чакарасси наказанин тĕп енĕ пулчĕ пулсан, срока ĕç тăвакан уголовлă инспекцине учета илнĕ кунран шутлаççĕ; çак наказани хушма ен пулчĕ пулсан тата ирĕкрен хăтарассин пĕр тапхăрне унпа ылмаштарчĕç пулсан, наказани срокне юсану учрежденийĕсенчен ирĕке тухнă кунран пуçласа шутлаççĕ.
Енчен те ирĕклĕхе чакарнă çын пурăнакан вырăнĕнчен шута хумалла мар сăлтавсемпе хăй ирĕкĕпе тухса пĕр талăк ытла çухалса çÿресен, çак вăхăт наказани срокне кĕмест. Тата каласа хăвармалла, ирĕклĕхе чакарасси çар çыннисене, ют çĕршыв гражданĕсене, пурăнмалли яланхи вырăн çук çынсене пырса тивмест.
– Айăпланисене асăрхаса тăрассине мĕнлерех йĕркелеççĕ;
– Ирĕклĕхе чакарассипе айăпланисене асăрхаса тăрасси – вĕсем хăйсене мĕнле тытнинче, суд çирĕплетсе панă чарулăхсене пурнăçланине пăхса тăрассинче тата кирлĕ чух саккунпа палăртнă витĕм кÿмелли мелсемпе усă курассинче. Асăрхаса тăрассинче ĕç тăвакан уголовлă инспекцисем айăпланă çынсем тума пултаракан преступленисене асăрхаттарас тĕлĕшпе, Раççей Федерацийĕн Правительстви палăртнă перечене шута хурса, тĕрлĕ аудиовизуаллă тата электронлă техника хатĕрĕсемпе усă кураççĕ. Кунсăр пуçне пирĕн инспекторсем талăкăн кирек хăш вăхăтĕнче те (çĕрлехи вăхăтсăр пуçне) айăпланисене тĕрĕслеме килĕсене çитсе килме пултараççĕ. Наказание пурнăçлакана инспекцин калаçăва чĕнме те ирĕк пур.
– Айăпланă çын наказание пурнăçлассин йĕркине пăсрĕ пулсан;
– Çапла пулчĕ пулсан вара пĕрремĕш хутĕнче асăрхаттару паратпăр, иккĕмĕшĕнче – официаллă асăрхаттару, виççĕмĕшĕнче вара суд ăна ирĕкрен хăтарса юсану учрежденине яма çирĕплетет. Çавăн пекех çак ĕçре хавхалантару мелĕсене те пăхса хунă.
Н. НИКОЛАЕВА.