13 марта 2010 г.
Çулсем çинче йĕрке пулсан çеç вĕсем çинче хамăра кăшт лăпкăрах тытма пултаратпăр. Анчах та халĕ машинăсем те самаях йышлă, тепĕр чух тата килекен машинăн рулĕ умĕнче ÿсĕр водитель мар-ши тесе те шутлаттарать. Çуркуннехи çулĕ вара улталать.
Кăçалхи икĕ уйăх хыçа юлчĕ. Çак тапхăрта район территорийĕнчи çулсем çинче мĕнлерех йĕрке пулнă-ха; Ыйту тавра калаçма районти шалти ĕçсен пайĕн патшалăх çул-йĕр хăрушсăрлăх инспекцийĕн уйрăмĕн пуçлăхне, милици майорне В.И. ВОЛКОВА редакци тĕпелне чĕнтĕмĕр.
– Владимир Ильич, иртнĕ икĕ уйăха мĕнлерех сăнласа пама пултаратăр;
– Çак тапхăрта Муркаш районĕн территорийĕнчи çул-йĕр çинче 5 инкек пулчĕ. Вĕсенче пурĕ 1 çыннăн пурнăçĕ татăлчĕ, 4-ăн аманчĕç. Вилнисемпе аманнисен хисепĕ пĕлтĕрхи çак тапхăрпа танлаштарсан чакни курăнать, анчах лăплантармасть, паллах.
Мускав – Хусан çул çинче виçĕ авари пулса иртрĕ (сывлăх тĕлĕшĕпе инкек тÿсекенсем шăпах çавăнта ытларах та ĕнтĕ), вырăнти çулсем çинчи икĕ тĕслĕхре иккĕн аманнă.
– Инкексен сăлтавĕсем çинче кăшт чарăнсан...
– Водительсем руль умне ÿсĕрле ларни шутлаттарма пăрахмасть. Çак сăлтавпа икĕ уйăхра пурĕ 10 водителе тытса чарнă. Аварисем патне илсе çитерекен тепĕр сăлтав – машинăсем пысăк хăвăртлăхпа çÿрени. 241 водителе кун пирки асăрхаттарнă. Çуран çÿрекенсем ятарлă вырăнсенче çул урлă каçманни те ырри патнех илсе пыманнине манмалла мар.
– Эсир çулсене тĕрĕслесе тăрас ĕçе те хутшăнатăр вĕт-ха;
– Çапла. Пирĕн сотрудниксем асăннă тапхăрта тăватă çула тĕрĕслесе 14 предписани çырчĕç. Çулсем япăх пулни те вĕсем çинче инкек тухассине чакаракан паллă мар-çке. Çапла вара должноçри икĕ çынна административлă яваплăх тыттарма та тиврĕ.
Кунсăр пуçне, каламалла ĕнтĕ, эпир районти шалти ĕçсен пайĕ туса ирттерекен кашни мероприятиех хутшăнатпăр. Сăмахран, обществăлла йĕркешĕн тимлесе асăннă тапхăрта административлă йĕркене пăсакансем çине, çул-йĕр правилисене пăснисĕр пуçне, пурĕ15 протокол çыртăмăр.
– Ачасемпе профилактика ĕçне ирттересси епле пырать;
– Çулсем çинчи хăрушсăрлăхшăн тăрăшсах вĕрентÿ учрежденийĕсенче те тăтăшах калаçусем ирттеретпĕр. Акă январь–февраль уйăхĕсенче шкул ачисемпе 16 тĕл пулу йĕркеленĕ.
Çапах та çул-йĕр çинчи тимлĕх пирки тепĕр хут аса илтерни ытлашши мар пулĕ тетĕп. Çанталăк çак вăхăтра çулсене питĕ ултавлă тăвать: ăшăтать те, шăнтать те. Çавăнпа та пурне те асăрхануллă пулма сĕнес килет. Хамăрăн тимсĕрлĕхе пула хамăр кăна мар, ыттисем те инкеке лекме пултараççĕ.
Н. НИКОЛАЕВА.