13 марта 2010 г.
Юлашки вăхăтра эпир кунсерен çиекен апат-çимĕç продукчĕсем пахалăх енчен самай япăхни тата вĕсене çынсен организмне сиен кÿме пултаракан тĕрлĕрен тултармăшсем хушса халăха сутни нумайăшĕшĕн вăрттăнлăх мар ĕнтĕ. Çавна пулах çынсем ытларах чирлеççĕ, çамрăксем хушшинче те сывлăх енĕпе çирĕпписен шучĕ çулран çул чакса пырать. Паллах, пирĕн магазинсенче прилавоксем çинче тĕрлĕрен апат-çимĕç туллиех, анчах та организма сиен кÿменни сахалрах. Кăлпассисем, майонезсем е ытти йышши çимĕç хатĕрленĕ çĕре мĕн кăна ямаççĕ пулĕ. Хăш-пĕр кăлпассисене кăлпасси теме те май çук. Мĕншĕн тесен вĕсене ашсăрах тăваççĕ пулас.
Апла пулин те В. Путин сĕнĕвне шута илсе кăçалхи февралĕн 15-мĕшĕнчен пуçласа апат-çимĕç продукчĕсене тата тĕрлĕ йышши косметика таварĕсене ятарласа сертификацилессине пăрахăçа кăларнă. Çапла вара çак тавара сутаканăн продукци пахалăхĕ тивĕçтерет тата вăл сывлăхшăн хăрушă мар тесе деклараци çырмалли кăна юлать. Анчах та кам-ха хăйĕн таварне хурлĕ; Ахальтен каламан ĕнтĕ йытă хăйĕн хÿрине вараламасть тесе.
Хальхи вăхăтра, укçа тăвас тесе, темĕнле çиме юрăхсăр тавара та халăха лайăх тесе сутма пултараççĕ. Çак «çĕнĕлĕхе» йышăннă хыççăн вара пирĕн «пахалăх» сăмаха пачах та манма лекет пулĕ.
Мартăн 2-мĕшĕнчен пуçласа вара, каллех правительство пуçлăхĕ сĕннипе, апат-çимĕç продукчĕсен пахалăхне санитари служби енчен «ытлашши» контроллеме чарнă. Çакăн хыççăн çынсен мĕнле пахалăхлă апат-çимĕç продукчĕсем туянса çимелли каламасăрах паллă. Ман шутпа, çакăн пек туни пирĕн çĕршывра çулран çул эпир туса илекен апат-çимĕç продукчĕсен хисепĕ чакса пынипе çыхăннă. Çавăнпа та çынсен мĕн пуррипе çырлахма, мĕн пуррине çимелли кăна юлать. Çынсен сывлăхĕ пирки вара камсен шутламалла-ши;
Çынсем çиекен апат-çимĕç продукчĕсен шутĕнче чи пысăк пĕлтерĕшли, паллах, сĕт шутланса тăрать. Уйрăмах вăл ачасемшĕн, чирлĕ çынсемшĕн пĕлтерĕшлĕ. Çавăнпа та çак продукт пирки нумай калаçатпăр, ял çыннине вăл самай хумхантарать. Пирĕн пурнăçра таварсен хакĕсем тата халăх усă куракан газ, электроэнерги, çунтармалли тата сĕрмелли материалсен хакĕсем ÿсни тата ытти те хакланса пыни çĕнĕлĕх мар ĕнтĕ. Анчах та ял çынни ÿстерекен, туса илекен тĕрлĕрен апат-çимĕç продукчĕсен хакĕсем кăна пĕр вырăнтах «ташлаççĕ».
Сĕт хакĕ пирки те нумай калаçаççĕ. Анчах ял çыннисĕр пуçне вăл никама та хумхантармасть. Сĕт тумашкăн ют патшалăхсенчен мĕн чухлĕ çăнăх, сĕт е, урăхла каласан, ЗЦМ (заменитель цельного молока) илсе килеççĕ. Малтанхи вăхăтра ЗЦМ-а пăрусемпе сысна çурисене кăна çитернĕ пулсан, паян вара пирĕн те çиме тивет.
2008 çулхи июнĕн 12-мĕшĕнчех сĕт тата сĕтрен тунă тĕрлĕ йышши ытти продуктсене пахалăх енчен тĕрĕслеме техникăлла регламент йышăннăччĕ. Çак регламентпа килĕшÿллĕн ЗЦМ-ран хатĕрленĕ сĕте сĕт тесе йышăнмалла мар тенĕ. Кун пек продукта суту-илÿре «молочный напиток» тесе сутмалла. Апла пулин те паянхи кунччен те çак техрегламент йĕркеллĕ пурнăçланмасть. Асăннă çăнăха шывпа пăтратаççĕ те сĕт тесе сутаççĕ.
Юрать-ха тата ăна вĕретнĕ шывпа хутăштараççĕ пулсан. Анчах мĕншĕн-ха сĕте туянакан çыннăн вăл мĕнле сĕт иккенне пĕлмелле мар; Паллă ĕнтĕ, ял çынни ĕне сусан хăйĕн продукцийĕ пирки иккĕленмест. Анчах та кунта йĕрке камăн-ха тумалла; Мĕншĕн-ха çак техрегламента сĕмсĕррĕн пăсса паянхи кун та чикĕ леш енчен кÿрсе килнĕ паллă мар пахалăхлă ЗЦМ-ран тунă пăтрашăнчăка «молоко» тесе сутаççĕ; Унăн хакĕ те сĕт хакĕнчен йÿнĕрех пулмалла вĕт-ха;
Мартăн 3-мĕшĕнче Мускавра Президент-отельре сĕт туса илекенсен наци канашĕн 1-мĕш съезчĕ иртнĕ. Ăна РФ Правительствин пĕрремĕш вице-премьерĕ В. Зубков уçнă. Сĕт ыйтăвĕ паянхи пурнăçра чи çивĕч ыйтусен шутĕнче пулнă май, асăннă съездра çак ыйтăва самай тĕплĕ сÿтсе явнă. Малашне сĕтĕн базăллă хакĕ 1 литршăн 11 тенкĕрен йÿнĕрех пулмалла мар тесе йышăну тунă. Регионсенче çак хака, кирлĕ пулсан, ÿстерме кăна пултараççĕ тенĕ. Нивушлĕ малалла ял ĕçченĕн ĕçне шута хума пуçлаççĕ; Иккĕленÿ пысăк пулсан та, çакна ĕненес килет. Иртнĕ 2009 çулта районта халăх усракан ĕнесен хисепĕ 255 пуçа яхăн чакнă. «Çÿлте» ларакансем нимĕн те тумасан ĕнесен шучĕ ÿсес çукки никамшăн та вăрттăнлăх мар. Унсăрăн ют çĕршывсенчен кÿрсе килнĕ çăнăхран тунă пăтранчăка кăна çимелле пулассине те, паллах, вĕсем пĕлеççĕ.
П. ВОРОБЬЕВ, депутатсен районти Пухăвĕн депутачĕ.