Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Саккун вăл пуриншĕн те пĕрре

27 февраля 2010 г.

Паянхи кăларăма Муркаш районĕпе ĕçлекен шалти ĕçсен пайĕн дознани ушкăнĕн аслă дознавателĕ Л.А. ЯДЫКОВА ертсе пырать

Амăшне хĕненĕшĕн

Паянхи йывăр пурнăçра ачисене тĕрĕс мар «канаш паракан» ашшĕ-амăшĕсем те вăхăт çитсен час-часах ывăлĕсемпе хĕрĕсен чышки-муклашки айне пулаççĕ. Кунашкал тĕслĕхсем йĕрке хуралçисем патне çитни пур-и тата «тĕрĕслĕхĕн» çак çулне суйлакансене мĕн кĕтет;

В. ВИКТОРОВ.

Вулакан хускатакан ыйтупа килĕшетĕп. Çак лару-тăрăва лекес мар тесен ашшĕ-амăшĕсен, шкулпа учительсем çине шанмасăр, ачисене воспитани парас ĕçе паянах хăйсен ытлă-çитлĕ туса пымалла. «Кая юлсан каю шăтать», – тени эпир каланă сăмахсем мар. Вăхăтра тивĕçлĕ воспитани паманни пурăна-киле тарăн тымарлă «çум курăкне» аталантарать те ĕнтĕ. Кунта вара ирĕксĕрех шалти ĕçсен пайĕн сотрудникĕсен хушша-хуппа кĕме тивет.

Паян шалти ĕçсен пайĕн дознани службин ĕçченĕсем Çатракасси ял тăрăхĕнчи Çатракассинче пурăнакан П. гражданин тĕлĕшпе вăл РФ Уголовнăй Кодексĕн 116-мĕш статйин 1 пайĕнче пăхнă преступление тунă тесе пуçарнă уголовнăй ĕçе тĕпчеççĕ. Хальлĕхе çакă паллă. 2010 çулхи январĕн 30-мĕшĕнче 9-мĕш сехетре П. амăшĕпе килĕштерменнипе сăлтавласа вăй илнĕ килĕшÿсĕрлĕхре ыраттарас тĕллевпех хĕрарăма алăпа-урапа тапса-çапса пĕтерет. Уголовнăй ĕçĕн пĕрремĕш утăмĕнчех çак преступлени епле аталанни куç умне тухрĕ.

Вăрланă телефон каялла таврăнчĕ

Çурлатринче пĕр çамрăк ял çыннинне кĕсье телефонĕ вăрласа кайни пирки тата «ураланнă» телефон хăй уттипех хуçи патне таврăнни пирки сăмах илтнĕччĕ. Çаплах-ши;

А. ИВАНОВ, Г. АНИСИМОВ.

Малтанах çакна калатăп, вулавçăсем хускатнă ыйту тĕрĕсех. Пирĕн практикăра кунашкалли те пулчĕ. Ахальтен каламан ĕнтĕ вăрăн шĕлепкинчен те тĕтĕм тухать тесе. Вулавçăсем хускатнă тĕслĕхре хăйне евĕр çак преступленин çул-йĕрĕ çапла.

Муркашри вăтам шкулта 8-мĕш класра вĕренекен, Çурлатринче пурăнакан А. çамрăк январĕн 21-мĕшĕнче ирхи 8 сехет тĕлне ыттисемпе танах шкула çитет. Уроксем вĕçленнĕ хыççăн 15 сехет тĕлне киле таврăнать. Тепĕр сехетрен урама уçăлма тухать те хайхискер пĕр ялта пурăнакан И. Сергеев патне пирус ыйтма тесе кĕрет. Пÿрте кĕме алăк уçă пулсан та унта кĕнĕ çамрăк кил хуçине тĕл пулаймасть. Ак телей: сĕтел çинче «Самсунг» кĕсье телефонĕ «хуçасăр» выртать! Кил хуçи çук – «телей» вара умра! Çакă çамрăка тĕрĕс çултан пăрать. А. ним шутласа тăмасăрах телефона кĕсьене «пытарать» те урамалла шăвăнать. Кÿршĕне каçса «маттур çамрăк» юлташĕпе тавара вырнаçтарасси пирки пуç ватма пуçлать. Кунта та А. хăех «тĕрĕс» çул-йĕр тупать. Ара палланă Г. таксист пур-çке. Ăна тавар илсе килме сĕнес те телефона укçалла сутиччен салука парса сăра ĕçес, пирус туртас... Çапла тăваççĕ те. Салук телефонĕ ăçтан тупăннине ăнланман таксист çамрăкăн сĕнĕвĕпе килĕшет.

Йăпăртлăха магазина тухнă кил хуçи каялла таврăнсанах телефон çуккине асăрхать. «Тахăшĕ вылямалла илнĕ пуль» тесе шутланă кил хуçи талăк иртсен çухатупа килĕшменнине палăртса милицине кайма тухать. Ял лавкки тĕлне çитсен çакскер Г. таксиста тĕл пулать те унпа Муркаша ларса тухма килĕшет. Сăмах çумне сăмах. Таксиста хайхискер хăйĕн хуйхипе паллаштарать. Таксист та калаçуран айккинче юлмасть. Вăл пассажира çак кунсенче Çурлатри каччи салука телефон хăварни пирки калать, ăна кăларса кăтартать. Ак тамаша! Ку пассажирăн телефонĕ-çке! Çакăн пирки вĕсем шалти ĕçсен пайне кĕрсе пĕлтереççĕ.

8 класра вĕренекен А-шăн пĕр кĕленче сăрапа пĕр пачка пирус халĕ питех те хакла ларма пултарать.

Фермерăн алли кĕçĕтнĕ

Эпир паллакан В. фермер мăшăрĕ çине алă çĕкленине илтрĕмĕр. Ыйтма лайăх мар-ха та, анчах мĕн патне пырса тухрĕ вăл çак çулпа кайса;

Телефонпа шăнкăравланинчен.

Кам пирки калаçу пынине ăнлантăм. Суд пулманран инкек тÿсекенпе саккуна пăсаканăн ячĕсене уççăнах палăртмăпăр, анчах ку тĕслĕхре те вулавçăсемшĕн шухăшласа пăхмалли çук мар.

Кăçалхи январĕн 8-мĕшĕнче ирхи 6 сехет тĕлĕнче хăйсем хушшинчи килĕшÿсĕрлĕх çинче никĕсленнĕ хирĕçтăрура В. гражданин хăйĕн мăшăрне икĕ хутчен питрен урапа тапать. Çапла вара «паттăр» упăшка пĕр самантрах Раççей Федерацийĕн Уголовнăй Кодексĕн 116-мĕш статйин 1 пайĕнче пăхнă преступление тăвать.

Çакнашкал инкеке чăтса ирттернĕ хĕрарăм çийĕнчех пирĕн патăмăра тухрĕ, саккунран пулăшу ыйтрĕ. Иртнĕ кунсенче ку тĕслĕхпе айăплав актне тата уголовнăй ĕçе район прокурорĕн заместителĕн Ю. Семеновăн аллине патăмăр.

Пĕрле эрех ĕçнĕ те...

2009 çулхи декабрĕн 29-мĕшĕнче Оринин ял тăрăхĕнчи Патаккассинче регистрациленнĕ, Шупашкар районĕнчи Атăлъялĕнче пурăнакан С. гражданка кĕсье телефонĕ вăрлани пирки илтнĕччĕ. Ку ĕçпе милици мĕн ĕçлерĕ-ши;

И. ИВАНОВА (ятăма улăштартăм).

Асăннă кун саккуна çапла пăснă тĕслĕх чăнах та пулнă. Вырăна тухсан тата малтанхи каç ĕçкĕ-çикĕре пĕрле пулнисемпе паллашсан-калаçсан саккуна пăснă хĕрарăмăн çулĕ çине тухрăмăр. Айăпа вăхăтра ăнланса илнĕ хĕрарăм телефона тепĕр куннех хуçине тавăрса пачĕ.

Ĕçĕ вара, чăнах та, пĕрле эрех ĕнинчен пуçланнă. Эрех ĕçсен пĕр пÿртрех çĕр каçнă çынсем ирпе тăрсан килĕсене кайма пуçланă. Мухмăр-сухмăрпа кĕрешсе К. арçын кĕсье телефонне хăй çывăрнă диван çинех «ÿкерсе» хăварнă. Ямăттине асăрханă С. вара «ĕçтешĕн» тимсĕрлĕхĕпе усă курма шутланă, юлташĕсен куçĕ умĕнчех телефона йăкăртса кайнă.

Иртнĕ кунсенче ку ĕçе миравай судья патне çитертĕмĕр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика