Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Ял çынни мал ĕмĕтпе пурăнать»

03 марта 2010 г.

«Раççей Федерацийĕнче вырăнти самоуправление йĕркелессин пĕтĕмĕшле принципĕсем çинчен» 131 " Федераллă саккун вăя кĕнĕренпе пиллĕкмĕш çул ĕнтĕ. Асăннă саккунпа пурнăçа кĕрсе пыракан çĕнĕлĕхсене хăнăхса пыратпăр темелле. Апла пулин те яланхи ыйту – укçа-тенкĕ çитсе пыманни мĕн шутлани-палăртнине пурнăçа кĕртме ура хумасăр тăма пултараймасть. Уйрăмах тата тĕнчери экономика кризисĕ вăхăтĕнче бюджетри кашни тенкĕ укçана шутлама тивет.

Çак йывăрлăхран тухмалли мĕнле майсене палăртаççĕ, мĕнле шухăш-кăмăлпа пурăнаççĕ-ха паян Уйкас Янасал ял тăрăхĕнче пурăнакансем; Çакăн пирки сăмах пуçартăм ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе Виктор Иванович ЕГОРОВПА тĕл пулнă май.

– Виктор Иванович, ял тăрăхне эсир пĕрремĕш çул мар ĕнтĕ ертсе пыратăр. Пĕлÿ те, опыт та çителĕклех темелле. Иртнĕ çул итогĕсене пĕтĕмлетнĕ май тата кăçалхи задачăсене уçăмлатса мĕн каланă пулăттăр;

– Кирек епле ыйтăва татса парасси те, уйрăмах хальхи вăхăтра, укçа-тенкĕпе çыхăннă. Çавăнпа та сăмахăма унран пуçласа йăнăшмастăп пулĕ. Тÿрех каласа хăварасшăн, ял тăрăхĕн бюджечĕ ытларах уйрăм çынсен тупăшĕнчен илекен налукран, пурлăх çине хуракан налукран тата çĕр налукĕнчен пухăнать. Анчах вĕсене питĕ пысăк суммăсем тесе калаймăн. Иртнĕ çул уйрăм çынсен тупăшĕнчен илекен налука 120,6 пин тенкĕ, пурлăх çине хуракан налука 200,5 пин тенкĕ, çĕр налукне 170 пин тенкĕ пăхса хунăччĕ. Унсăр пуçне 1580,3 пин тенкĕ каялла тавăрса памалла мар дотацисемпе субсидисем уйăрса панă. Пĕтĕмĕшле вара бюджет тупăшсем тата тăкаксем енĕпе те 1961,2 пин тенкĕпе танлашрĕ. Кăçалхи çул валли те эпир бюджет тăкакĕсене кăшт кăна сахалрах – 1907,2 пин тенкĕ палăртрăмăр. Анчах та бюджета 444,8 пин тенкĕ дефицитпа йышăнма тиврĕ. Çавăнпа та çак сумма чухлĕ хушма укçа-тенкĕ бюджета хывма майсем шырасси кун йĕркинчен тухмасть. Пурлăх, çĕр, тупăшран илекен налуксене пухассипе çирĕпрех ĕçлемелле, май пур ытти çăл куçсемпе те усă курмалла.

Ял тăрăхĕн территорийĕнче харпăр хăйсен магазинĕсем 2, предприниматель ĕçне кÿлĕннисем те 2 çын. Вĕсем ăнăçлăрах, тупăшлăрах ĕçлесе пыни те ял тăрăхĕн бюджетне пуянлатма май парĕ. Культура çурчĕсенче тÿлевлĕ мероприятисем ирттерессине те манăçа кăлармалла мар.

– Кирек епле ял тăрăхне пырсан та чи малтанах ял çыннине канăç паман газ, çул тата шыв ыйтăвĕ мала тухса тăрать. Сирĕн патра ку енĕпе мĕнлерех-ха;

– Газ пирки калас пулсан, ку ыйтăва 4–5 çул каяллах татса панă темелле. Асфальт сарнă йĕркеллĕ çулсем те кашни ял патнех илсе çитернĕ. Шел пулин те, ял хушшисенче çулсем тумалли çук мар. Акă Сосновка ялĕнче йĕркеллĕ çул çук. Кунта 1 километр ытларах çула епле пулсан та йĕркене кĕртмеллех.

Ялсене шывпа тивĕçтересси хальхи вăхăтра вырăнти Ильич ячĕпе хисепленекен пĕрлешÿллĕ хуçалăх çинче. Шыв башнисем унăн харпăрлăхĕнче. Иртнĕ çул хуçалăх çĕнĕ шыв колонкисене 5 туянса пачĕ. Ял çыннисем пулăшнипе вĕсене вырнаçтарса тухрăмăр. Кунсăр пуçне ял урамĕсенчи çăлсене пăхса тăрассине те манмастпăр. 2009 çулта та 4 çăла тĕпрен, теприне кăштах юсарăмăр. Çапах та Уйкас Апашра юсамалли çăлсем пур-ха.

– Кăçал урамсене электрификацилес тĕлĕшпе республика президенчĕн программи вăйра. Унпа килĕшÿллĕн мĕнле ĕçсем туса ирттерме планлатăр;

– Асăннă программăна çак çулталăклăха кăна йышăннă май, мĕн пур ĕçе кая юлмасăр туса ирттерме тивет. Пĕтĕмпе 5 урама электрификацилеме палăртнă. Çавна валли техусловисене янтăласа çитернĕ ĕнтĕ. Мартăн 15-мĕшĕнчен кая юлмасăр вара проектсене хатĕрлесе çитересшĕн.

– Хăш-пĕр çĕрте масарсем юхăнса кайнине курма пулать. Тĕрĕссипе çакă вăл пирĕнтен уйрăлса кайнисене, ваттисене эпир мĕнле хисеплени, сума суни пулса тăрать вĕт-ха. Хăвăр патри масарсенчи йĕркелĕх пирки мĕн калас тетĕр;

– Пирĕн ял тăрăхĕн территорийĕнче 2 масар. Уйкас Янасал масарĕ тавра карта тытса çавăрнă. Уйкас Апаш масарĕ тавра та карта тытмалла пулать. Уйкас Янасал масарĕ çинче çÿп-çап пухма ятарлă контейнер вырнаçтартăмăр. Сăмах май, кун пек контейнерсем магазинсем, учрежденисем патĕнче те пур.

Тирпей-илем, тасалăх пирки сăмах пуçартăмăр пулсан, çавна та каласа хăварам. Территорире çÿп-çап тăкса тултарнă вырăнсем пурччĕ. Иртнĕ çул вĕсене тасатса тирпейлерĕмĕр. Çак ĕçе ытларах ĕçпе тивĕçтерекен центр урлă уйăрса панă çынсен вăйĕпе пурнăçлама май килчĕ. Кунсăр пуçне шкул ачисем çулленех йывăçсем лартас, тавралăха иемлĕрех тăвас ĕçсене активлă хутшăнаççĕ.

– Депутатсемпе çыхăнса ĕçлесси мĕнле пулса пырать;

– Иртнĕ созывра депутатсен ял тăрăхĕнчи Пухăвне 9 депутат суйласа хăварнă. Пуху ларăвĕсене тăтăшах ирттеретпĕр. Кирек епле пĕлтерĕшлĕ ыйтăва та Пухусенче татса пама тăрăшатпăр. И.В. Михеев, С.Г. Никифорова депутатсене ырăпа асăннă пулăттăм.

– Вырăнсенче пушарсем тăтăшах тухни никама та канăçсăрлантармасăр тăма пултараймасть. Çав вăхăтрах хăш-пĕр ял тăрăхĕсенче пушар хуралĕсене тытса тăма мехел çитереймеççĕ. Виктор Иванович, эсир мĕнле татса паратăр асăннă ыйтăва;

– 2008 çулта, укçа-тенкĕ сахал пулнă пирки, пушар хăрушсăрлăхне тивĕçтерме бюджетра 8,6 пин тенкĕ кăна пăхса хунăччĕ, кăçал вара «Ударник» хуçалăхпа килĕшÿ туса 65,5 пин тенкĕ куçаратпăр. Çак суммăна бюджета хывса хăварнă ĕнтĕ. Йÿçкассинчи пушар хуралĕ малашне Чуманкассипе Шетмĕпуç тата Уйкас Янасал ял тăрăхĕсенчи пушар хăрушсăрлăхне тивĕçтерессипе те ĕçлесе пырĕ. Пушар деповĕн икĕ автомашини пире тивĕçтерме пултарать.

– Çавна та пĕлес килет. Çĕр участокĕсене, çĕр пайĕсене харпăрлăха куçаракансем, килти хушма хуçалăха аталантарма кредит илекенсем пур-и тата;

– 1 гектара çитерме хушма хуçалăх валли 60 сотка çĕрсене илекенсем 70 процента яхăн. Çĕр пайĕсене те 150 çын харпăрлăха куçарса регистраци палати витĕр тухнă. Ытларахăшĕ килĕшÿ туса çĕр пайĕсене пĕрлешÿллĕ хуçалăха арендăна парать. Уншăн вара хуçалăх вĕсене улăмпа, тырăпа тивĕçтерет. Хушма хуçалăха аталантарма çăмăллатнă кредит илекенсем те сахал мар. Апла пулсан ял çынни малашлăхах пăхать, мал ĕмĕтпе пурăнать.

В. ШАПОШНИКОВ калаçнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика