Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕр ĕçченĕ, учитель те врач – пĕр йышра кăна пиçет кулач

03 марта 2010 г.

Пурнăçра хурапа шурă яланах çивĕч тавлашура пулнă. Анчах кирек хăш тапхăра пăхсассăн та тасалăхпа тăрăшулăхшăн, ĕçченлĕхпе сывă пурнăçшăн, тавракурăм аталанăвĕшĕн тăрăшакансем çĕнтернĕ, вĕсем сывлăхĕсене упраса хăварса пĕрле ÿснĕ тантăшĕсенчен ытларах пурăнма мехел те çитернĕ.

Асаттесемпе асаннесем пурнăç çулĕ çине тимлĕрех пăхни юлашки çулсенче пирĕн вăхăтра пурăнакансене те сывă пурнăç çулĕ çине туртăнма «хăвалать». Муркашсем çапла тăваççĕ те!

Кăна вĕсем иртнĕ шăмат кун, февралĕн 27-мĕшĕнче, Калайкассинчи вăтам шкулта тепĕр хут çирĕплетрĕç. Çак кун кунта хăйсен шăллĕне тата хĕллехи полиатлон енĕпе (йĕлтĕрпе чупасси, пăшалтан тĕл пересси, турник çинче туртăнасси) 80-мĕш çулсенче çамрăклах Чăваш Республикин чемпионĕн ятне тивĕçнĕ хамăрăн ентешĕмĕре Юрий Иванович Федотова чыслама пĕр тăван Федотовсемпе пĕрле район ертÿçисем, шкул ачисен, учительсен тата урăх районсенчи шкул командисемпе ытти организацисен спортсменĕсем те хутшăнчĕç. Çак спорт уявĕ 20 çултах спортра пысăк ÿсĕм шантарнă, анчах тăванĕсенчен, юлташĕсенчен вăхăтсăр уйрăлса кайнă Юрий Ивановичшăн пысăк парнех пулчĕ тесе шутларĕç спорт уявне пухăннисем. Йĕлтĕр йĕрĕ çине тухнă кашни спортсмен Юрий Федотов чемпион ятне варалас мар тесех малтан мала ыткăнчĕ.

Ăмăрту вырăнĕ те авалхи паттăрпа çыхăннă. Исаппай ойĕ. Исаппай – авалхи паттăр. Аслă ăрусен ятне çĕр çине ÿкересрен сыхласа хăварасси кашнин чунĕнче пулчĕ çав кун. Çавăнпах-тăр ăмăтăвăн кашни тапхăрĕ хĕрÿ кĕрешÿре иртрĕ.

Палăртса хăвармалла. Çак кун Ю. Федотов парнисемшĕн ирттернĕ йĕлтĕр эстафетипе пĕрлех йĕлтĕрпе чупассипе шкул ачисен спартакиади те пулчĕ. Чăваш Республикин физкультура, спортпа туризм министрĕ А. Николаев та, район пуçлăхĕ Ю. Иванов та, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ В. Данилов та спортсменсемпе юнашар пулни уяв хакне ÿстерчĕ кăна. Кунпа пĕрлех Александр Иванович, Валерий Иванович, Михаил Иванович Федотовсем те хăйсем пуçарнă ĕçе тĕрĕс-тĕкел туса пырса ăмăрту шайне чикĕрен кăларса ямарĕç.

Стартсем пуçланчĕç. Малтанах VIP-персонăсем вăй виçрĕç. Хăйсен тĕслĕхĕпе çамрăксене хавхалантарчĕç. Çак ăмăртăва 11-ĕн хутшăнчĕç. Çĕнтерÿçĕсен картлашки вара çапларах пулчĕ: арçынсем хушшинче 1-мĕш вырăна Чăваш патшалăх университечĕн преподавателĕ С. Тасаков йышăнчĕ. Иккĕмĕш вырăнта – Москакассинчи вăтам шкул учителĕ С. Кириллов, виççĕмĕш – Йĕпреç районĕнчи В. Петров. Хĕрарăмсем хушшинче çак вырăнсене Е. Савельева (ЧПУ преподавателĕ), З. Дипломатова (Муркаш район администрацийĕ), И. Осипова (Калайкассинчи вăтам шкул учительници) тивĕçрĕç.

Ăмăрту район тулашĕнче те чылай пĕлтерĕшлĕ пулнине унта 5 районти тата Шупашкарти командăсем хутшăнни çирĕплетсе парать.

Ю.И. Федотова асăнса ирттерекен йĕлтĕрçĕсен республикăри эстафети кăçалхипе 8-мĕш хут иртрĕ.

Шăллĕне алла черкке тытса асăнассинчен иртсе ăна чысласа йĕлтĕр йĕрĕ çине тухнисем çак кун хăйсен сывлăхне татах та çирĕплетни пирки никам та иккĕленмест.

Ăмăрту шайĕ çулсерен ÿссе пырать. Акă кăçал йĕлтĕр йĕрĕ çине тăнисен хисепĕ 300 çынран та иртсе кайрĕ. Танлаштарма: пĕлтĕр 200 пулнăччĕ. Ăмăрту питĕ хаваслă та хĕрÿ пулчĕ. Пурин те хаклă парнесене, дипломсене тивĕçес килчĕ ĕнтĕ. Анчах кашни ăмăртурах чи вăйлисем çĕнтереççĕ. Вĕсем кăçал кил хуçисем пулчĕç. Вăтам ушкăнра та, аслă ушкăнри вĕренекенсем хушшинче те Калайкассинчи шкул ачисен икĕ команди те малти вырăнсене тухма пултарчĕ. Çапла вара куçса çÿрекен Пысăк кубок та кăçал 6-мĕш çул кил хуçисенчех юлчĕ.

Уявăн тепĕр пайĕнче ачасем учительсем ăмăртнине кăсăклансах сăнарĕç. Кунта Чăваш патшалăх университечĕн командисене çитекенсем пулмарĕç. Канаш районĕнчен килнĕ преподавательсем иккĕмĕш пулчĕç. Хамăр районти Çатракассинчи вăтам шкул вĕрентекенĕсем хĕрÿ кĕрешÿре виççĕмĕш вырăна тухрĕç.

Чи кĕтнĕ те пăлхануллă самант вара парнесем парса чыслани пулчĕ. Кашни çĕнтерÿçĕ хăйне тивĕçнĕ парнине ăшшăн çупăрларĕ.

Анатолий БЕЛОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика