Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Эсир паян та асрах»

10 марта 2010 г.

Учитель... Ачан чун-чĕрине кĕрсе вырнаçнăскер, нихăçан та тухмасть вăл унтан. Хамăрăн çулсем хушăнсах пырсан та, юратнă учитель сăнарĕ малтанхи пекех çамрăк та илемлĕ тăрать пирĕн умра. Акă мĕнле аса илет Муркаш шкулĕнче ачасене вырăс чĕлхипе литературине вĕрентнĕ Л.Г. Кондратьевана паян хăй те шкулта ачасене вырăс чĕлхипе литературинех вĕрентекен Е.Л. Варламова:

– Экскурсине кайсан, пирĕнпе лапталла та вылятчĕ вăл. Эпир унăн кашни утăмне сăнаттăмăр. Чуна йывăр чухне пире вăл анне пек, юлташ пек пулса ырă сĕнÿсем паратчĕ.

Ачасен чун-чĕрине курса, вĕсем патне çул тупма пĕлнĕрен ĕнтĕ юратса аса илеççĕ паян та хăйсен тивĕçлĕ канури вĕрентекенне шкултан вĕренсе тухнисем. Чуманкасси шкулĕнче аслă пионервожатăйра ĕçлеме пуçланăскер, пединститут хыççăн учитель ĕçне те 1967 çулта кунтах пуçлать Людмила Герасимовна. «Аслă учитель», «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ» ятсене хĕйĕн ĕçне чунтан юратса тунипе çĕнсе илет. Вĕрентÿ ĕçĕнче ĕçлекенсен Пĕтĕм Союзри съезчĕн делегатне те суйлаççĕ ăна. Кунтан та хаклăрах награда вара уншăн – хăй вĕрентнĕ ачасем паян та ăна ырăпа аса илни, вĕсем унăн çулне суйлани, вĕсен салам çырăвĕсемпе юратнă учителĕ патне килсе çÿрени. Ахальтен мар ĕнтĕ Елена Леонидовна та пĕр иккĕленмесĕрех «Людмила Герасимовна пек» учитель пулма шутлать.

– Воспитани ĕçĕнче литература, уйрăмах классика литератури, çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕччĕ ун чухне. Ачасем урока юратса çÿретчĕç, – аса илет каярахпа Людмила Герасимовна.

Чĕлхепе литература урлă пурнăçа, çынсене юратма, хисеплеме вĕрентнĕ, литературăри геройсемпе ачасен чун-чĕрине кĕрсе тухма, унти кашни хĕлĕхе хускатма пĕлекен учительсем сахал мар ĕçленĕ, ĕçлеççĕ те Муркаш шкулĕнче. Пултаруллă филологсем тесенех çĕршер ача асне О.И. Андреева аса килет. Пирĕнтен вăхăтсăр уйрăлчĕ пулин те, хăй вĕрентнĕ ачасен чĕринче вăл паян та чĕрех.

– Мана анне вырăсла калаçма, çырма кăна мар, аслисене, пĕр-пĕрне хисеплеме вĕрентетчĕ. Çавăнпах пулĕ анне çулнех суйласа илтĕм», – тесе аса илет Олимпиада Ивановнан хĕрĕ паян районти вĕрентÿ пайĕнче ĕçлекен Л.Г. Федорова. Тăван ачисене вĕрентĕ пек ют ачасене вĕрентнĕрен, юратнăран ĕнтĕ асра тытаççĕ ăна паян та. Педагогика ĕçне 1951 çулта кÿлĕннĕскерĕн, «Ĕçри паттăрлăхшăн» медаль те пур унăн.

– Муркаш шкулне куçса килсен, мана вăл хăйĕн пĕтĕм методика литературине пачĕ. Çынна ырă сунакан, яланах пулăшма хатĕр çынччĕ вăл», – тет Олимпиада Ивановна пирки унпа пĕрле ĕçленĕ Л.Г. Кондратьева.

Олимпиада Ивановнан лăпкă сасси, ырă куçĕ, ачасене поэзипе проза тĕнчине илсе çÿренĕрен, чĕлхе пуянлăхне курма вĕрентнĕрен пулĕ, паян шкулта ачасене вырăс чĕлхине вĕрентекен О.И. Михайлова та юратнă учителĕн профессинех суйласа илчĕ.

В.Ф. Максимова вĕрентсе кăларнă ачасем паян çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче вăй хураççĕ. 1 çул Çатракасси, 32 çул Муркаш шкулĕнче ĕçленĕскере миçе çĕр ача асра тытмасть пулĕ. Хăйсен юратнă учителĕ çинчен хăйсен ачисене каласа памасть пулĕ. Унччен тепĕр 7 çул Ишлей районĕнче пуçламăш классене те вĕрентнĕ.

Акă ман умра Муркаш шкулĕнче вĕренекен Дмитрий Кузнецовăн сочиненийĕ. Унта вăл хăйĕн амăшĕ паян районти тĕп больницăра реаниматолог-анестезиолог пулса ĕçлекен Г.Н. Кузнецован асилĕвĕсене илсе кăтартать. Валентина Фадеевна ачасене районти паллă çынсем çуралнă вырăнсене, кинотеатрсемпе музейсене, кашни çуркунне-кĕркунне вăрмана экскурсие илсе çÿренине паян та астăвать Галина Николаевна.

– Мĕнле кино курасшăн эсир; – ыйтнă пĕррехинче ачасенчен класс ертÿçи.

– Юрату çинчен! – пулнă хурав.

Ун чухне пăхнă «Вам и не снилось» кинона паян та астăваççĕ-ха ун чухнехи ачасем.

Ачасене тарăн пĕлÿ панипе пĕрлех Валентина Фадеевна арçын ачасемпе хĕрачасене туслăха, юратăва упрама, хаклама вĕрентетчĕ.

Муркаш шкулĕнче вĕренсе тухнисенчен кам астумасть пулĕ тата Ю.И. Васильевана;

РСФСР халăх вĕрентĕвĕн отличникĕ, 1954 çулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенĕн дипломне илнĕскер, тепĕр 10 çултан вырăс чĕлхипе литературин учителĕн дипломĕллĕ те пулса тăрать. Мăшăрĕпе математикăна вĕрентекен Михаил Семеновичпа вĕсем шкулта кăна мар, ялта та ятлă. Ырă кăмăллă, çынпа ăшă кăмăллă Юлия Ивановнапа ĕçчен те тĕрĕслĕхе юратакан мăшăрĕ Михаил Семенович çине пурăннă чухнех тулли кăмăлпа пăхса сăнаттăм. Çак мăшăрта çынран пытарма çук килĕшÿлĕх çиçсе тăратчĕ. Иккĕшĕ те вăрçă тертне-асапне ачаллах тÿснĕскерсем, пĕчĕккĕллех çитĕннисемпе тан вăй хунăскерсем, «1941-1945 çулсенчи Аслă Отечественнăй вăрçă вăхăтĕнче паттăрла ĕçсемшĕн» медале тивĕçнĕскерсем, хăйсен ачисене те ĕçе хăнăхтарса ÿстерчĕç, çак юратăва шкулта ытти ачасене ăша хывма хăнăхтарчĕç. Юлия Ивановна патне паян та хăйĕн вĕренекенĕсенчен салам телеграммисем килеççĕ.

Çавăн пекех Муркаш шкулĕнчен вĕренсе тухнисем хăйсене вырăс чĕлхипе литературине вĕрентнĕ В.А. Никитинана, В.М. Моисеева та ырă сăмахсемпе аса илеççĕ. Вĕсене хăйсене вĕрентнĕшĕн тав тăваççĕ.

Тивĕш шкулĕн, çавăн пекех Муркаш шкулĕн директорĕнче, районти вĕрентÿ пайĕн инспекторĕнче, заведующийĕнче ĕçленĕ А.Е. Виноградова Муркашра кăна мар, районта та паян ырăпа аса илмен çын çук пулĕ. Муркаш шкулĕнче ачасене вырăс чĕлхипе литературине вĕрентнĕскерĕн интереслĕ урокĕсене паян та астăваççĕ-ха вăл вăхăтри ачасем.

– Çав тери талантлă та пултаруллă учительччĕ вăл. Хăйĕн ĕçĕпе вăл ачасене воспитани парассин пĕлтерĕшне татах та хăпартрĕ, – теççĕ Александр Ефимович пирки паянхи унăн ĕçтешĕсем.

– Унăн урокĕсем пĕри тепринчен интереслĕрехчĕ, – аса илеççĕ вĕренекенĕсем Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учительне. - Ачасене кăсăклантарса яма пултаратчĕ, итленĕçемĕн итлес килетчĕ ăна. Çав тери ăслăччĕ тата вăл, чăн-чăн энциклопедист тейĕн. Пысăк авторитетлă, ачасене чăннипех те юратакан çынччĕ Александр Ефимович.

Çак сăмахсем çумне мĕнех хушса калайăн; Тен çакна. Паян Муркаш шкулĕнче ĕçлекен учительсем те хăйсен наставникĕсем пекех тăрăшса ĕçлеççĕ, ачасене тарăн пĕлÿпе пĕрлех хăйсен юратăвне параççĕ. Çав шутра вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекенсем те. Вырăс чĕлхипе литературине вĕретекен Л.А. Волкован вĕренекенĕ республикăри олимпиадăра 2 вырăн, Л.Ю. Краснован тата О.Д. Ефановăн вĕренекенĕсем 5 вырăн йышăнчĕç.

Шкулта та час-часах литература каçĕсем иртеççĕ. А.П. Чехов юбилейĕ тĕлне те конкурс-викторинăсем, олимпиада иртрĕ. Хăйсен аслă тусĕсем пекех вырăс писателĕсемпе поэчĕсем çуралнă вырăнсене илсе çÿреççĕ паянхи филологсем ачасене. А.С. Пушкин пурăннă вырăнсене кайса çÿрени те ачасемшĕн асра юлчĕ. Муркаш шкулĕнче иртекен пур интереслĕ мероприятисене кунта çырса çитереес те çук.

Муркаш шкулĕ районта авторитетлă шкул пулни те кунта хăй ĕçне пĕлекен учительсем ĕçлени çинченех калать пулĕ. В.В. Ялушкин ертсе пыракан вăтам шкул 2007 çулта Чăваш Республикин Президенчĕн грантне илни те уйрăм вĕрентекенсенчен пуçламăш классене вĕрентекен В.В. Смирнова Чăваш Республикин тата РФ Президенчĕн, кăçал вырăс чĕлхине тата литературине вĕрентекен Е.Н. Ефанова РФ Президенчĕн пултаруллă учительсене паракан хавхалантарăва – 100 пин тенке тивĕçни те çакнах кăтартса парать.

Нумаях пулмасть Шупашкарти вĕрентÿ институчĕ шкул директорĕсемпе республикăри семинара кунта ирттерни те Муркашсен опычĕ ырă тĕслĕх пулни çинченех калать. Владислав Валентинович документсемпе епле ĕçлесе пыни çинчен тухса калаçрĕ çав курссем вăхăтĕнче. Республикăри, çавăн пекех кÿршĕллĕ республикăсенчи шкул директорĕсем Муркаш шкулĕнчи ĕçсемпе паллашса, вĕсенчен нумай çĕннине вĕренчĕç.

Çакăн пек мал ĕмĕтпе пурăнаççĕ Муркаш шкулĕнче вĕрентекенсем, аслă ăрури ĕçтешĕсен ĕçне малалла тăсаççĕ.

О.МИХАЙЛОВА, А. КРАСНОВА,

Муркаш шкулĕнчи вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекенсем.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика