Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕрлехи ыйтусене пĕрлех татса памалла

10 марта 2010 г.

Пурнăç та иртет, вăхăт та малаллах шăвать. Сисмерĕмĕр те, çĕнĕ çулталăкăн иккĕмĕш уйăхĕ те хыçа юлчĕ темелле. 131-мĕш Федераллă саккун вăя кĕнĕренпе те пиллĕкмĕш çула кайрĕ ĕнтĕ. Мĕнле улшăнусем пулса иртрĕç-ха çак тапхăрта Шетмĕпуç ял тăрăхĕнче пурăнакан çынсен пурнăçĕнче, палăртнинчен мĕн тума хевте çитернĕ, мĕн туса çитереймен, малашне мĕнле задачăсем тăраççĕ; Çак ыйтусем çине хуравлама ыйтрăм эпĕ Шетмĕпуç ял тăрăхĕн пуçлăхне Николай Поликарпович АЛЕКСАНДРОВА. Вăрттăнлăх мар, ял тăрăхĕн администрацийĕн ĕçĕ-хĕлĕ шăпах ĕнтĕ вырăнта пурăнакансен кулленхи пурнăçĕпе, вĕсен ыйтăвĕсене епле тивĕçтернипе тата татса панипе çыхăннă.

– Малтанах хамăр патри демографи тĕлĕшĕнчи лару-тăрупа паллаштарнă пулăттăм. Анчах та тÿрех каламалла, вăл паянхи куна лăплантарма пултараймасть. Хальхи вăхăтра пирĕн тăрăхра 1300 çын ытла пурăнать. 2008 çулта 13 ача çуралчĕ тата 23 çын вилчĕ пулсан, иртнĕ çул 1 ача ытларах çуралчĕ тата 2 çын ытларах вилчĕ. Апла пулсан çынсен йышĕ чакса пыни куçкĕрет. Кунта сăлтавсене тĕрлĕрен асăнма пулать, анчах та ку ытларах ялсенче уйрăмах çамрăксем валли çурт-йĕр çавăрса çемьеллĕ пурнăçпа пурăнма кирлĕ условисем туса панипе, вĕсен культура, йăла, социаллă ыйтăвĕсене туллинрех тивĕçтернипе çыхăннă. Юлашки вăхăтра ялта пурăнаканшăн яланлăх ĕç тупасси проблема пулса тăни те витĕм кÿретех. Пирĕн пĕлтерĕшлĕ ку задачăсене паян-ыран татса пама майсем çителĕксĕртерех пулин те, асăннă ыйтусене куç ытамĕнчен вĕçертмелле мар тесе шутлатăп.

Çулсен ыйтăвĕ ялсенче яланах чи çивĕччисенчен пĕри пулнă. Иртнĕ çулсенче пур ял патне те йĕркеллĕ асфальт çулсем çитерме май килчĕ пулин те, ял урамĕсен хушшисенче ку тĕлĕшпе татса памалли ыйтусем çук мар. Çавна шута илсе иртнĕ çул ял урамĕсенчи çулсене кăштах та пулин йĕркене кĕртес тесе тăрăшман мар. Кашни ял урамнех çул япăхса кайнă вырăнсене юсама хăйăр турттартăмăр, тăватă ялта вырăнăн-вырăнăн вак чул сартăмăр.

Ытти çулсенче хăш-пĕр урамсене çĕрлехи вăхăтра çутатса тăма счетчиксем лартнă пулсан, пĕлтĕр Шетмĕпуçĕнчи Молодежная урамра та счетчик вырнаçтартăмăр. Паянхи куна счетчиксем вырнаçтарманни виçĕ ял юлать. Кусем вĕсем Тивĕш, Автанкасси, Карманкасси ялĕсем. Кунта чăрмавĕ – пиллĕкмĕш кабель пулманни.

Ял халăхĕпе пĕрле пирĕн тăрăхри виçĕ масара йĕркеллĕ тытса тăма тăрăшатпăр. Вĕсене çуллен тасататпăр, территорисене тирпейлетпĕр. Пĕлтĕр Тивĕшри масар йĕри-тавра сеткăпа 200 метр тăршшĕ карта тытрăмăр. Шетмĕпуçĕнче вара 80 метр ракатка карта тытнă. Масарсен территорийĕсенче вырнаçтарма çÿп-çап валли тăватă контейнер хатĕрлерĕмĕр.

Тавралăха тирпей-илем, илемлĕх кĕртес ĕçсене шкул ачисене те явăçтарма тăрăшатпăр. Иртнĕ çул кăна шкул ачисен вăйĕпе 1000 тĕп ытла йывăç лартса хăварнă. Çавăн пекех Шетмĕпуç паркĕнче 300 тĕм чăрăш лартрăмăр.

Физкультурăпа спорта, сывă пурнăç йĕркине пропагандăлама тăрăшатпăр. Хамăр территорире тĕрлĕ ăмăртусем сахал мар йĕркелетпĕр. 2009 çулта та 7 ăмăрту ирттертĕмĕр. Кашни çулах хĕл ăсатăвĕн, иккĕмĕш çул ĕнтĕ Акатуй уявĕсене йĕркелетпĕр. Акатуй уявне Турхан садĕнче ирттерме пуçларăмăр. Иртнĕ çул унта сцена туса лартма та май тупрăмăр.

Тĕрлĕ мероприятисене, калăпăр, Аслă Çĕнтерÿ уявне, Ватă çынсен кунне тата ыттине те ирттерме укçа-тенкĕ сахал мар кирлĕ. Анчах та ял тăрăхĕн хысни чухăнрах. Çавăнпа та вырăнти мероприятисене ирттерме спонсорла пулăшу пама хатĕррисене – Виталий Павлова, Анатолий Васильева, Владимир Петрова, Владислав Волкова, Николай Ильина, Виталий Горбунова, Владимир Павлова, Альберт Петрова, Регина Вениаминована, Олег Клементьева тата ыттисене пысăк тав сăмахĕ каланă пулăттăм.

Вырăнти депутатсен ĕçĕ-хĕлĕ те çăмăл мар. Вĕсен умне те кăткăс тата укçа-тенкĕпе çыхăннă ыйтусем сахал мар сиксе тухаççĕ.

Чăннипех те ĕнтĕ хальхи вăхăтра ял çыннине çăмăл теме çук. Апла пулин те малашлăха пăхма пĕлекен, хăйĕн çине ытларах шанакан çын темĕнле йывăрлăхра та çухалса каймасть. Юлашки вăхăтра ялсенче ĕç çук тесе алă усса ларакансен йышĕ чакса пырать. Пĕрлешÿллĕ хуçалăх саланнă май ытларахăшĕ халĕ килти хушма хуçалăха аталантарас çул çине тăчĕ. Çавăнпа та малтанхи çулсенче çĕр участокĕсене харпăрлăха илес шутлисен хисепĕ пысăк пулман пулсан, халĕ вĕсен йышĕ ÿсет. Çак вăхăта 150 çын ытла ĕнтĕ харпăр хăйĕн çĕр пайĕсене саккунлă майпа харпăрлăха куçарнă. Килти хушма хуçалăха аталантарма çăмăллатнă кредитсем илекенсем те çук мар. Юлашки çулсенче пушă выртакан çĕрсене илсе вĕсемпе усă курас шухăшлисем те йышланаççĕ. Паянхи куна уйрăм çынсен хуçалăхĕсенче 40 ытла трактор, груз турттармалли 10 автомашина, 4 комбайн тата ытти техника хатĕрĕ шутланать.

Тепĕр пысăк проблема вăл – преступленисемпе кĕрешесси. Пирĕн патра милицин участокри инспекторĕ пулса Д.Ю. Семенов ĕçлет. Вăл преступленисене уçса парассипе кăна мар, вĕсене асăрхаттарассипе, йĕркелĕхе упрассипе те чылай тăрăшать. Çавна пулах ĕнтĕ иртнĕ çул преступленисем тăвассине палăрмаллах чакарма май килчĕ. 2008 çулта пирĕн ял тăрăхĕн территорийĕнче 15 преступлени регистрациленĕ пулсан, пĕлтĕр – 6 преступлени.

Çавна хушса каласа хăварни те вырăнлă. Преступленисене ытларах чухне эрех ĕçсе ÿсĕрĕлсен тăваççĕ. Спиртлă тĕрлĕ шĕвек сутакансем вара ялсенче çук мар. Вĕсемпе çине тăрса кĕрешес пулать. Вăрттăнлăх мар, мĕн чухлĕ çын хальхи вăхăтра пĕлнĕ-пĕлмен спиртлă шĕвек ĕçсе пурнăçпа сыв пуллашать. Çакă пулса тăрать те ĕнтĕ маларах асăннă демографи ыйтăвне лайăхлатассипе ура хуракан сăлтавсенчен пĕри. Унпа вара пĕччен кĕрешни пуш параппан çапни кăна, пĕтĕм халăх инкекĕпе пĕтĕм халăхпа кĕрешес пулать.

Кăçал туса ирттермелли ĕçсем çинче чарăнса тăрас пулсан вара, хăмарăн пурăнакан кил-çурт таврашĕнчен тытăнса ял урамĕсем, ялсем, тавралăх таранах тирпей-илем кĕртесси, унчченхи илемлĕхе сыхласа хăварасси пирки çине тăмалла. Урам хушшисенче яланах йĕрке пултăр.

Шыв ыйтăвне те кун йĕркинчен кăларма пултараймастпăр. Паянхи куна шыв уçлакан башньăсене пăхса тĕрĕслесе тухса БТИ урлă документсене хатĕрленĕ ĕнтĕ. Кайран вара вĕсене эпир хамăр баланс çине илнĕ хыççăн тытса тăма тата унпа усă курма килĕшÿ туса пĕр-пĕр организацие парăпăр.

Çапла, кирек епле ĕçе пурнăçласси те хальхи вăхăтра укçа-тенкĕпе çыхăннă. Çавна май бюджета пуянлатмалли майсемпе май килнĕ таран туллинрех усă курас пулать. Иртнĕ çула илес пулсан, ку енĕпе япăхах ĕçлемен, бюджетра хăмăрăн тупăш виçине 352,3 пин тенкĕ пăхса хунă пулсан, 555,4 тенкĕ тупăш туса плана 157,6 процент тултарнă. Апла пулсан мĕн туни чикĕ мар, алла-аллăн тытăнса тачăрах çыхăнса ĕçлесе пыни кирлĕ. Пирĕн ыйтусене никам та килсе татса парас çуккине пурин те туйса илме вăхăт.

В. ШАПОШНИКОВ калаçнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика