Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Килсе курăр Чуманкассине

10 марта 2010 г.

Килсе курăр Чуманкассине

Кăçалхи Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ Чуманкасси ял тăрăхĕнче пурăнакансемшĕн яланлăхах асра юлать. Мартăн 6-мĕшĕнче кунта хаваслă лару-тăрура тĕплĕ юсав ĕçĕсем хыççăн Чуманкассинчи Культура çурчĕ çĕнĕрен хăйĕн алăкĕсене уçрĕ. Ял çыннисене çак паллă кунпа саламлама Чăваш Республикин Культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политики тата архив ĕçĕн министрĕ Р.М. Лизакова (сăн ÿкерчĕкре варринче) килчĕ. Çăкăр-тăварпа, илемлĕ юрăсем шăрантарса кĕтсе илчĕç ăна Чуманкассисем. Хĕрлĕ хăйăва каснă хыççăн Роза Михайловна фойере хатĕрленĕ ал ĕç выставкипе паллашрĕ.

Залра вара халăх лăк! туллиех пуçтарăннă.

– Культурăллă çын, ăс-хакăл тĕлĕшĕнчен пуян çын çеç личноç пулма пултарать. Культура чунра-юнра тĕп вырăн йышăнсан тата, вăл личноçăн пĕр уйрăлми пайĕ пулсан çеç, çынна çĕршыв гражданинĕ теме пулать, - терĕ Роза Михайловна. – Ялти Культура çурчĕ – пĕчĕк-и вăл е пысăк – çак ял тăрăхĕн аталанăвĕшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ. Мĕншĕн тесен сирĕн халь пĕрле пуçтарăнмалли, хумхантаракан ыйтусене сÿтсе явмалли, пултарулăх коллективĕсене аталантармалли, ырă йăласене ăруран ăрăва куçармалли вырăн пур. Паянхи çак Культура çурчĕ вăл эсир ял тăрăхне, района ертсе пыма пултаруллă çынсене суйланине çирĕплетсе парать, вĕсем чăнах та халăхăн пурнăçĕ лайăхлантăр тесе тăрăшнине кăтартса парать.

Çакна палăртмалла, министерство Чуманкассисене çак çурта юсама 350 пин тенкĕ укçа парса пулăшнă. Вырăнти бюджетран тепĕр 650 пин тенкĕ уйăрса панă – çакăн пĕтĕмлетĕвĕ куç умĕнчех.

Район пуçлăхĕ Ю.А. Иванов каланă пек, 100 çулхи карчăка хитре кĕпе тăхăнтартнă, илемлĕ тутăр çыхтарнă хыççăн çакăн пек чаплă Культура çурчĕ пулса тăчĕ.

– Ку чиркÿ çурчĕ пулнăскер. Турри çавăн пек çавăрса килчĕ пулĕ, тата нумай-нумай çул халăха ырă кÿтĕр çак çурт, – терĕ Юрий Александрович ял çыннисене саламласа.

Роза Михайловна Чуманкассисене Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В. Федоров ячĕпе 500 пин тенкĕлĕх оборудовани пани çинчен çирĕплетекен свидетельствăна пачĕ. Сасă вăйлатмалли, çутă, видеопроекци оборудованийĕ, компьютер, лазерлă принтер, сцена çине тухмалли костюмсен комплекчĕсемпе сцена тумтирĕ кĕрет унта.

Район администрацийĕ ячĕпе вара район пуçлăхĕ Чуманкассисене тĕслĕ телевизор парнелерĕ. Юрий Александрович çавăн пекех хĕрарăмсене çывхарса килекен уявпа саламларĕ, Роза Михайловнана, ял тăрăхĕн пуçлăхне Л.Г. Ковалевана, район администрацийĕн пуçлăхĕн çумне – культура тата архив ĕçĕсен пайĕн ертÿçине А.Е. Андреевана çак Культура çуртне уçма пулăшнăшăн тав туса тутăрсем çыхса ячĕ.

Ял халăхĕ мĕн тери кăмăллă пулнине сăмахпа та каласа çитереймĕн.

Çакă ял тăрăхĕн пуçлăхĕн сăмахĕнчен те яр уççăнах курăнчĕ. Акă мĕнле аса илет унăн историне Людмила Германовна:

– Чуманкассине çити тунă çула уçма Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В. Федоров килчĕ. Çак çуртшăн намăсланнипе çĕр тĕпне анса кайманни анчахчĕ. Брезентпа хупласа лартма хатĕрччĕ ăна. Тавах Николай Васильевича ялти культура учрежденийĕсене çĕнетмелли указа кăларнăшăн. Тавах министра Роза Михайловнана пире ăнланнăшăн, пулăшнăшăн. Вăл чи малтан кунта килнĕ чух çурт тăрринчен шыв анатчĕ. Эпир тăрăшнине курса пире пулăшма шантарчĕ. Сăмахне тытрĕ, – Людмила Германовна министра, район пуçлăхĕпе унăн çумне, çурта юсанă çĕрте хастар пулнисене ял тăрăхĕн администрацийĕ ячĕпе Тав çырăвĕсем пачĕ.

Ял халăхне çак паллă кунпа Чкалов яч. хис. хуçалăх ертÿçи Павел Геннадьевич Ефимов, Чуманкасси шкул директорĕн çумĕ Мария Васильевна Митрофанова, Яраккассинчи Культура çурчĕн директорĕ Рудольф Германович Замятин, Сосновкăри библиотека ертÿçи Татьяна Зиновьевна Степанова тата ыттисем саламларĕç.

Шкул ачисен сăввисем те, вырăнти пултарулăх коллективĕн юрри-ташши те кăмăла уçрĕ. Юлашкинчен Кашмашри халăх театрĕ Николай Угаринăн «Çăлтăрсем вăййа тухсан» пьесине лартса пачĕ.

Тата çакна палăртмалла. Паянхи куна районта Чуманкассинчи Культура çурчĕсĕр пуçне Мăн Сĕнтĕрти, Кашмашри, Ваçкассинчи Культура çурчĕсене çĕнетнĕ. Кăçал Орининсене те çитет çак савăнăç. Халĕ унта юсав ĕçĕсем пыраççĕ.

Л. ТУКТИНА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика