10 марта 2010 г.
Юлашки çулсенче Раççей çĕршывĕнче Çамрăксен парламенчĕсене йĕркелесе ярас ĕç анлăн сарăлчĕ. Çамрăксен пĕрлешĕвĕсем республикăри пур кĕтесре те вăй илсе пыраççĕ. Тĕрлĕ канашсем ял поселенийĕсен шайĕнче кăна мар, районсенче те ĕçлеççĕ. Пирĕн Муркаш районĕнче те Çамрăксен парламенчĕ 2007 çултанпа ĕçлет.
Ăна çамрăксем те патшалăха ертсе пырас ĕçрен аякра тăрса ан юлччăр тесе депутатсен районти Пухăвĕн депутачĕ, Пухăвăн социаллă ыйтăвĕсемпе ĕçлекен комисси председателĕ В.И. Вязов активлă пулăшнипе йĕркеленĕ. Право тата политика культурине, çĕршыва юратса халăхшăн яваплăх туйса аталанса пырассине çамрăксен те хутшăнмалла. Професси хăнăхăвĕсем те, çынсене ертсе пырассин хăнăхăвĕсем те çакăнтанах пуçланаççĕ. Пирĕн тĕп тĕллев вара – çамрăксен ыйтăвĕсене хÿтĕлесе вĕсене малалла çул парасси.
Икĕ çул хушши парламент членĕсем депутатсен районти Пухăвĕн комисси ларăвĕсене хутшăнса çамрăксен ыйтăвĕсене тата прависене хускатакан тĕрлĕ саккунсене, йышăнусене тишкерес ĕçе туса пычĕç. Çак тапхăрта ирттерме палăртса хунă ларусем те çамрăк парламентарисене кашни кварталтах пĕрле пухрĕç. Вĕсенчен пĕринче «Муркаш районĕн çамрăкĕсем: 2011-2020 çулсем» тĕллевлĕ программăна туса хурассипе ĕçлекен ушкăна суйласа унăн приоритетлă енĕсене палăртса хăварчĕç. Çак программăн тĕп тĕллевĕ çамрăксен политикине ертсе пырассине лайăхлатассипе, право тата экономика енĕпе пысăкрах утăмсем тăвассипе çыхăннă. Малаллахи çулсенче районти çамрăксен политикине аталантармалли программа 2008 çулта йышăннă республика программи çинче никĕсленнĕ.
Çамрăксен парламенчĕ хăйĕн ячĕпе кубок çĕнсе илессишĕн 7-9 классем хушшинче волейбол енĕпе ăмăрту ирттерме йышăннине те пурнăçларĕ. Çак вăйăсем малашне те кĕркуннехи каникул вăхăтĕнче «Çамрăксем – сывă пурнăç йĕркишĕн!» акци пынă чухне иртмелле.
Пĕлтĕр парламентăн активлă членĕсем Чăваш патшалăх Канашĕ çумĕнчи çамрăксен палатин ĕçĕпе унăн ларăвне хутшăнса паллашрĕç, Шупашкарта иртнĕ «Агломераци М–7» районсем хушшинчи 1-мĕш саммитра республикăн çурçĕр пайĕнчи территорисене пĕрлештерсе агломераци йĕркелеме палăртнă проекта тишкерессине те хутшăнчĕç, республикăри «Ялти çамрăксен ыйтăвĕсемпе малашлăхĕ» интернет-конференци те Муркаш районĕнчи Çамрăксен парламентне айккинче хăвармарĕ. Парламент пулăшăвĕпе «Муркаш районĕнчи çамрăк ертÿçĕсен шкулĕ» ĕçлеме тытăнчĕ. Çапла пĕтĕмĕшле тĕрлĕ енлĕ ĕç туса пыраççĕ çамрăксем.
2010 çулхи февралĕн 15-мĕшĕнче Çамрăксен парламенчĕн регламентĕнче палăртнă тăрăх, депутатсен районти Пухăвĕ çумĕнчи Çамрăксен пĕрремĕш парламенчĕ хăйĕн ĕçне вĕçлерĕ. Парламентăн иккĕмĕш пухăвĕнче – районти тĕрлĕ организаципе предприятисенче, учрежденисенче ĕçлекен, районти ял тăрăхĕсенче пурăнакан çамрăк специалистсем. Вĕсен списокне шăпах депутатсен районти Пухăвĕн черетлĕ 39-мĕш ларăвĕнче пăхса тухса çирĕплетĕç, Çамрăксен парламенчĕн ĕç-хĕлне те тишкерсе пĕтĕмлетÿсем тăвĕç.
Е. ЧЕРНОВА, Çамрăксен парламенчĕн ертÿçи.