06 марта 2010 г.
Çĕр налукĕ паян халăхра нумай тĕрлĕ калаçу çуратать. Хăш-пĕр ыйтусем çине хурав тупас тесе йĕркелерĕмĕр те ĕнтĕ паянхи калаçăва. Пирĕн ыйтусем çине паян Чăваш Республикин куçман пурлăх кадастр агентствин Федераллă Управленийĕн куçман пурлăха кадастр хакĕ паракан пай пуçлăхĕ Александр Иванович ЦАРАПКИН хуравлать.
– Кадастр хакĕ çĕр налукĕ тÿленĕ чух çиеле тухать. Унăн пысăк виçи налук тÿлекенсене тивĕçтерет пек-и е;..
– Ку тĕлĕшпе Раççейăн Чăваш Республикипе ĕçлекен куçман пурлăх Управленине граждансемпе предприятисенчен тăтăшах ыйтусем килеççĕ. Уйрăмах çĕрĕн кадастр хакне çĕнĕрен пăхса тухнă хыççăн. РФ Налук кодексĕн 31-мĕш главинче çĕр налукне вырăнти налук тесе йышăннă.
Çĕрĕн кадастр хакне никама пăхăнман хаклавçă туса хатĕрлет. Çĕрĕн кадастр хакĕ ÿсни унпа усă кураканăн çĕр налукĕн ставки те хăпарнине пĕлтермест-ха. Ку виçене муниципаллă влаç органĕсем йышăнаççĕ.
– Çĕрĕн кадастр хаклавне мĕн-мĕн вăхăтра ирттереççĕ;
– Кадастр хаклавĕ – вăл е ку категорие кĕрекен çĕр участокĕсене массăллă хак пани. Патшалăхăн паян ĕçлекен законодательствипе килĕшÿллĕн çĕрсен кадастр хаклавне 3 çулта пĕрререн ытла е 5 çулта пĕрререн сахалрах ирттерме юрамасть. Çĕрĕн кадастр хакĕ ун тĕлĕшпе налук хурассипе тата çĕршĕн аренда тÿлевĕ илессине йĕркелессипе çыхăннă.
– Александр Иванович, юлашки çулсенче мĕнле çĕрсене кадастр хаклавĕ пама май килнĕ-ха;
– Ку ĕç пирĕн пĕр вырăнта тăмасть. 2007 çулта яллă вырăнсенчи çĕрсенне кадастр хакĕ турăмăр. 2008-2009 çулсенче патшалăх кадастр хаклавне промышленность, энергетика, транспорт, çыхăну, радиовещани, телевиденипе информатика тата космос ĕçĕ-хĕлĕ пĕлтерĕшлĕ, оборона, хăрушсăрлăх, ятарлă тĕллевлĕ, уйрăмах сыхлакан çĕрсем çинче туса ирттертĕмĕр. Вĕсен кадастр хакне Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ иртнĕ çулхи çĕртме уйăхĕнче çирĕплетрĕ, вĕсем 2010 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен вăйра тăраççĕ.
Кунпа пĕрлех сад пĕрлешĕвĕсемпе дача участокĕсенчи çĕрсен кадастр пахалăхне те тĕрĕслерĕмĕр. Вăрман фондĕнчи çĕрсен кадастр пахалăхне тĕрĕслессипе пуçламăш ĕçсем турăмăр.
– 2010 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен ĕçе кĕртнĕ кадастр хакĕсем еплерех;
– Кадастр хаклавне çирĕплетнĕ рекомендацисемпе тата йĕркепе пурнăçларăмăр. Çак хаклавра промышленность тата ытти ятарлă пĕлтерĕшлĕ çĕр участокĕсен кадастр хакĕ 5-6 хут ÿсрĕ, уйрăмах сыхлакан территорисенче – 3-4 хут. Çĕрсен кадастр хакĕ ÿснине Чăваш Енре çĕр рынокĕ хăвăрт аталаннипе ăнлантармалла.
– Вырăнти самоуправлени органĕсем çулталăк хушшинче çĕр налукĕн ставкине пĕчĕклетме пултараççĕ-и;
– Налук кодексĕпе килĕшÿллĕн налук виçине чакармалли нормативлă актсене çулталăк тăршшĕпех йышăнма пулать, анчах вĕсем çулталăк пуçламăшĕнче çеç ĕçе кĕрейреççĕ.
– Çĕрсен кадастр хакĕпе ăçта паллашма пулать;
– Вăл е ку çĕр участокĕн кадастр хакне патшалăхăн куçман пурлăх кадастрĕнчен çырса илме пулать. Çакна валли хăвăр районти «Çĕр кадастрĕн палати» федераллă патшалăх учрежденийĕн подразделенине çитсе килĕр.
А. ПЕТРОВ калаçнă.