06 марта 2010 г.
Кашни уяв хăйне майлă илĕртÿллĕ. Кĕçех Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ çитет. Çут çанталăк хĕрарăма пархатарлă тивĕç парнеленĕ: вĕсем – ача амăшĕсем. Хăйсем пурнăç парнеленĕ ывăл-хĕрĕсем ырă-сывă ÿсчĕр тесе миçе каç çывăрмасăр ирттернĕ-ши; Хăйсен тĕпренчĕкĕсене пурнăçăн тĕрĕс çулĕ çине тăччăр тесе вăй-халне шеллемеççĕ. Вĕсем çитĕнсессĕн те лăпкă мар амăш чĕри: вăл ачисемшĕн, вĕсен савăнăçĕ-хуйхипе пурăнать. Çакăнпа пĕрлех хĕрарăмсем хăйсен ĕç вырăнĕнче те чунне парса тăрăшаççĕ. Обществăлла ĕç валли те вăхăт тупаççĕ. Çакăн пек ытарайми илемлĕ чун-чĕреллĕ, пултаруллă хĕрарăмсем çинчен пулĕ паян сăмахăмăр. Калаçăва вара район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕпе, районти хĕрарăмсен Канашĕн ертÿçипе А.Е. АНДРЕЕВАПА йĕркелерĕмĕр.
– Алевтина Евстафьевна, хĕрарăм вăл, чи малтанах, ача амăшĕ. Сăмахăмăра çакăнтан пуçлани вырăнлă пулĕ.
– Чăннипех те, анне ятне илтме тивĕç пулни мĕн пысăкăш телей вăл хĕрарăмшăн, çав вăхăтрах пысăк яваплăх та. Ача амăшĕсен тивĕçĕ мĕн тери сумлă тата çăмăл мар пулнине правительствăра та, обществăра та лайăх ăнланаççĕ. Ача амăшĕн капиталне туса хуни, ачашăн тÿлекен пособисен виçисем çулсеренех хăпарса пыни те çакăн çинченех калать. Çакăн витĕмĕ те çук мар. 2009 çулта пирĕн районта 2008 çулхинчен 7 ача ытларах – 407 ача çуралчĕ.
Пĕтĕмпе вара пирĕн районта ачаллă çемьесем пĕтĕмпе 4596. Вĕсенче 7328 ача çитĕнет. Пĕтĕм çемьерен нумай ачаллисем – 442. Вĕсенче вара 1426 ывăлпа хĕр çемье ăшшине туйса, туслăх мĕн иккенне пĕлсе ÿсет. Амăшĕн чĕри вара кашни ачинех пĕр пек юратать, кашнин валлиех çитет унăн чун ăшшийĕ.
Паян уйрăмах ют çемьери ачасене хăйсен хÿттине илнисене чĕререн тав сăмахĕ калас килет. 76 ача паян опекунсемпе пурăнать. Тĕрлĕ сăлтава пула тăван ашшĕ-амăшĕн ăшшине туйса ÿсме май килмерĕ вĕсен, халĕ вара вĕсем 61 килте çемье ăшшине туйса илчĕç. Е тата пачах ют ачасемшĕн ашшĕ-амăшĕ пулса тăнисене илер. Районти 11 çемье паян 15 ачана пурăнма илчĕ. Çĕр çинчи чи çывăх çынсенчен кĕтсе илеймен юратăва туйса илчĕç вĕсем çак çемьесенче. Таймапуç вĕсене çак пархатарлă утăмшăн.
– Хĕрарăм килте те пĕтĕм ĕçе туса ĕлкĕрет. Ĕçре те вĕсем малта пыраççĕ.
– Район аталанăвĕнче хĕрарăмсен тÿпи те çителĕклех. Хаяр вăрçă вăхăтĕнче хĕрарăмсем упăшкисемпе ывăлĕсене вăрçа ăсатса, тылра пĕтĕм ĕçе хăйсем туса пынă. Çавăнпа та Аслă Çĕнтерÿ 65 çул тултарнă май вăрçă вучĕ витĕр тухнă, тылра çĕнтерĕве çывхартнă хĕрарăмсен ячĕпе уйрăмах тав сăмахĕ калас килет паян.
Çавăн пекех нумай çул хăйсен ĕç вырăнĕнче чунне парса ĕçленĕ, паян тивĕçлĕ канăва тухнă маттур хĕрарăмсене те ятранах асăнас килет. Социализмла Ĕç Геройне Ольга Федоровна Федорована паян районта пĕлмен çын çук та пулĕ. Çавăн пекех Муркаш райпо канашĕн ертÿçин çумĕнче ĕçленĕ Ефросиния Сергеевна Куликова, Перекет банкĕн Муркашри уйрăмне нумай çул ертсе пынă Харитиния Мироновна Тимофеева, районти централизациленĕ библиотека системине ертсе пынă Мария Васильевна Виноградова, районти вĕрентÿ пайĕн методпÿлĕм ертÿçи пулса ĕçленĕ Галина Захаровна Борисова, ача-пăча библиотекине нумай вăхăт ертсе пынă Анна Николаевна Николаева тата ыттисем халăх сумне тăрăшуллă ĕçпе çĕнсе илнĕ.
(Вĕçĕ. Пуçл. 1-мĕш стр.).
Паян ырми-канми ĕçлекенсене те чунтанах тав тăвас килет. Маттур та пултаруллă хĕрарăмсем кашни отрасльтех пур. Пурнăçне ял хуçалăхĕпе çыхăнтаракансенех илер-ха. «Герой» тата «Оринино» хуçалăхсен тĕп агрономĕсене Зоя Яковлевна Макарована, Ирина Васильевна Блинована, «Оринино» тата «Ударник» хуçалăхсен бригадирĕсене Алевтина Артемьевна Кочанована, Светлана Петровна Максимована çĕр ĕçĕнче тăрăшуллă пулнăшăн тав тăвас килет.
Выльăх-чĕрлĕх пăхакансем те тăрăшулăхпа палăрса тăраççĕ. Суворов яч. хис. хуçалăхри Надежда Николаевна Орловапа Надежда Валентиновна Михайлова, «Ударник» хуçалăхри Зоя Степановна Андреева дояркăсем иртнĕ çул кашни ĕнерен вăтамран 6 пин килограмм ытла сĕт суса илчĕç. Çавăн пекех Суворов яч. хис. хуçалăхри сысна пăхакан Алина Валерьяновна Филипповапа Наталия Зосимовна Михайлова, «Свобода» хуçалăхри сысна пăхакан (çурасем илессипе) Елена Захаровна Тихомирова, «Муркашри чăх-чĕп фабрики» акционерлă уçă обществăри чăхсене пăхакан Любовь Геннадьевна Перкова, кунта ĕçлекен Екатерина Николаевна Колесникова тата ыттисем районта ырă ят çĕнсе илнĕ. Хăйсен профессине суйласа илнисенчен чи лайăххисен шутне иртнĕ çул Любовь Федоровна Морозова сысна пăхакан («Оринино»), Валентина Александровна Федотова пăру пăхакан («Ударник»), Юлия Николаевна Тимофеева зоотехник-селекционер («Ударник»), Валентина Алексеевна Леонтьева техник-осеменатор («Герой»), Ираида Хрисановна Михайлова тĕп ветеринари врачĕ (Суворов яч. хис.) те кĕчĕç. Çавăн пекех ĕмĕрĕпех фермăра ĕçлекен Валентина Германовна Трофимовапа Зоя Ивановна Михайлова («Ударник»), Зинаида Михайловна Семенова (Ильич яч. хис.) дояркăсене маттур пулнăшăн тав тăвас килет. Шетмĕпуç ял тăрăхĕнчи Галина Николаевна Александрован килти хушма хуçалăхĕ те – ял çыннисемшĕн ырă тĕслĕх вырăнĕнче.
Промышленноçра вăй хуракансенчен «Муркашри сĕт-çу завочĕ» акционерлă уçă обществăри производство цехĕн аслă мастерне Нина Васильевна Попована, «Моргаушимежрайгаз» филиалта вăй хуракан юсавпа строительство, монтаж ĕçĕсен участокĕн мастерне Валентина Алексеевна Спиридонована та ырă сăмахсемпе асăнмасăр иртме çук.
Суту-илÿ сферинче те ытларах хĕрарăмсем ĕçлеççĕ. Муркаш райповĕн магазинĕн заведующийĕсем Зоя Римовна Потапова (Муркаш), Ольга Борисовна Семенова (Çуткÿл), Мăн Сĕнтĕр райповĕн магазинĕн заведующийĕ Римма Николаевна Иванова, Светлана Альбертовна Петрова аслă повар, Тамара Петровна Мерлова хатĕрлевçĕ, магазин заведующийĕ Светлана Михайловна Белова, чăннипех те, чыса тăрăшуллă ĕçпе çĕнсе илнĕ.
Районти предпринимательсем те пуçарулăхпа палăрса тăраççĕ. «Заря» чикĕллĕ яваплăхлă общество ертÿçи Инга Петровна Терентьева, Инна Вячеславовна Чернова фермер районти конкурсра мала тухрĕç, республикăри конкурсран та лайăх кăтартусемпе таврăнчĕç.
«Муркашри пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх» муниципаллă унитарлă предприятире ĕçлекен котельнăй операторĕ Римма Семеновна Трофимова, Муркашри почтамтăн почтальонкисем Вера Вениаминовна Судеевапа Вера Андреевна Николаева тата ыттисем коллективра хисепре.
Учительсенчен иртнĕ çул Татьяна Владимировна Ермакова (Юнкă), Елена Николаевна Ефанова (Муркаш), Валентина Ивановна Алексеева (Оринин) чи пултаруллă учительсене укçан паракан хавхалантарăва – 100 пин тенке тивĕçрĕç.
Халăх сывлăхне сыхлас тĕлĕшпе тимлекенсене тата епле асăнмасăр хăварăн. Нина Артемьевна Лобачева акушер-гинеколога, Зоя Алексеевна Андреева педиатра, терапи уйрăмĕн заведующине Инна Федоровна Королькована, ача-пăча уйрăмĕн заведующине Светлана Петровна Васильевана, Ирина Семеновна Данилова участокри терапевта, УЗИ пăхакан Элла Михайловна Куликова врача, Валентина Юрьевна Евдокимова поликлиника медсестрине районта палламан çын çук та пулĕ.
Ал ĕç тума пĕлмен хĕрарăм е хĕрача пур-ши тата; Эпир илемлĕ ÿкерчĕксене шăрçапа тĕрлекен Уйкас Янасал ял тăрăхĕнчи Елена Анатольевна Николаеван, çемçе теттесем çĕлекен Ярославка ял тăрăхĕнчи Маргарита Николаевна Пушкареван, Шомикра пурăнакан чăваш тĕррине тĕрлекен Марина Валерьяновна Филиппован ĕçĕсемпе яланах кăсăкланса паллашатпăр, вĕсем республикăри конкурссенче те малти вырăнсене йышăнаççĕ.
Культура сферинче те ĕçре маттуррисем сахал мар. Надежда Изосимовна Егорова (Муркаш), Роза Петровна Николаева (Кашмаш), Раиса Павловна Аксендарова (Çурлатри), Тамара Тимофеевна Вострейкина, Надежда Максимильяновна Кондукторова (Калайкасси) ертсе пыракан Культура çурчĕсемпе клубсенче интереслĕ мероприятисем нумай иртеççĕ, пултарулăх ушкăнĕсем вăй илсе пыраççĕ. Татьяна Николаевна Ефимова (Мăн Сĕнтĕр), Анжелика Васильевна Угарова (Катькас),Татьяна Зиновьевна Степанова (Уйкас Янасал) халăха хаçат-журналпа, информаципе тивĕçтереççĕ.
– Алевтина Евстафьевна, хĕрарăм-ертÿçĕсен списокне татах та тăсма пулать пулĕ.
– Çаплах. Кашни сферăрах коллектива ертсе пыракан хĕрарăмсем нумай. Эльза Леонидовна Тарасова ертсе пыракан район сучĕ республикăра ырă ятлисен шутĕнче. Людмила Петровна Майкова ертсе пыракан Мăн Сĕнтĕр райпо коллективĕ çулсеренех республикăра çеç мар, Раççей шайĕнче малти вырăнсене йышăнать. Муркаш райповĕ çинчен те çавнах каламалла. Унта райпо Канашĕн ертÿçин çумне Роза Владимировна Скворцована, «Моргауши-Хлеб» чикĕллĕ яваплăхлă общество ертÿçине Елена Кузьминична Васильевана, çавăн пекех пĕчĕк тата вăтам предпринимательствăри Лилия Валерьевна Николаевана («Визит»), Альбина Александровна Никитинана («Никита»), Муркашри почтамт ертÿçине Нина Игнатьевна Правдинана ырăпа асăнмалла.
Чуманкасси тата Хорнуй ял тăрăхĕсен ертÿçисем Людмила Германовна Ковалевапа Валентина Алексеевна Любимова та халăхпа пĕр чĕлхе тупма, çынсене пĕр чăмăра пуçтарса ĕçе йĕркелеме пĕлнипе палăрса тăраççĕ.
2010 çул Учительсен çулталăкĕ пулнă май çак пархатарлă профессие суйласа илнисен коллективĕсене ертсе пыракансене уйрăмах палăртса хăварас килет: Вера Федоровна Ильина (Ильинка), Алла Андреевна Калинкина (Нискасси), Светлана Вениаминовна Троицкая (Шурча), Ирина Петровна Федотова (Сосновка), Галина Павловна Ершова (Кашмаш), Антонина Владимировна Степанова (Шетмĕпуç), Любовь Петровна Сергеева (Катькасри пуçламăш шкул-сад), Галина Леонидовна Пегасова (Вăрманкассинчи пуçламăш шкул-сад), Татьяна Михайловна Майорова (Шомик) директорсем хăйсен ĕçĕшĕн çунса тăраççĕ. Е тата ача сачĕсен заведующийĕсене илер: Галина Александровна Шолкова («Мечта»), Надежда Гурьевна Колбасова («Солнышко», Александра Алексеевна Филимонова («Колокольчик») коллективра та, ачасен ашшĕ- амăшĕсен умĕнче те ырă ятлă.
– Хĕрарăмсем обществăлла ĕçрен те пăрăнмаççĕ вĕт;
– Çапла, чун ăшшипе тăрăшулăх çемье валли те, ялти пурнăçа интереслĕрех тума та çитет вĕсен, пултарулăх ушкăнĕсене те çÿреççĕ вĕсем. Кирек епле мероприятинче те чи пуçаруллисемпе чи хастаррисем хушшинче – каллех хĕрарăмсем. Кунта ман паян вырăнсенчи хĕрарăмсен Канашĕсене ертсе пыракансене те тав сăмахĕ калас килет. Мĕнле кăна ĕç йĕркелесе ирттермеççĕ пулĕ вĕсем. Ял тăрăхĕнчи çемьесемпе ĕçлекен комиссипе пĕрле ăнăçсăр çемьесене те çитеççĕ. Культура, спорт мероприятийĕсене хатĕрленсе ирттереççĕ. Уйрăмах пултаруллисене ятранах асăнас килет: Валентина Васильевна Краснова (Мăн Сĕнтĕр), Светлана Васильевна Федорова (Çатракасси), Зоя Ивановна Иванова (Чуманкасси), Людмила Васильевна Семенова (Ильинка), Валентина Владимировна Никитина (Шетмĕпуç) тата ыттисем.
– Хĕрарăмсене хумхантаракан ыйтусем те çук мар паян. Кун пирки мĕн шулатăр;
– Чи малтанах ĕçсĕрлĕх проблеми хумхантарать хĕрарăмсене. Вырăнта ĕç вырăнĕсем сахалтарах пирки арçынсем ытларах аякка кайса ĕçлесе килеççĕ. Çемьери ачасем ашшĕне килте сайра кураççĕ. Çакă воспитани ыйтăвĕ çине вăйлă витĕм кÿрет. Çемье арканасси патне те илсе пыма пултарать.
Тепĕр йывăр ыйту вăл – çынсем эрех ытларах ĕçме пуçлани. Çав усал шĕвек енне туртăнакансем хушшинче, шел пулин те, хĕрарăмсем те пур. Çавна май ашшĕ-амăшĕ сывă çĕртех ачасем вĕсен ăшшине, юратăвне туяймаççĕ. Вĕсем тÿрĕ çултан пăрăнас хăрушлăх та тухса тăрать. Районти çул çитмен ачасемпе ĕçлекен тата вĕсен прависене хÿтĕлекен комиссинче кăна çул çитмен 62 ача учетра тăрать. Ашшĕ-амăшĕн тивĕçĕсене кирлĕ пек пурнăçламан 26 çемьене те учета илнĕ. Апла пулсан ку ыйтупа тата та тăрăшарах ĕçлемелле-ха пирĕн. Кашни амăшĕ хăйĕн ачисемшĕн чи хаклă çын пулнине, унăн шăпишĕн яваплă пулнине туйса тăтăр. Пĕр ялта пурăнакансен инкеке лекнĕ çынсенчен пăрăнса иртмелле мар пирĕн, май килнĕ таран пулăшма тăрăшмалла. Ачасене инкекре хăварас марччĕ.
Пирĕн, хĕрарăмсен, çемьери лару-тăру мĕнле пуласси пирĕнтен нумай килнине самантлăха та манма юрамасть. Хĕрарăм йывăр самантра мăшăрне пулăшса хавхалантарса тăраканĕ те, ачисемшĕн пурнăç çулне кăтартса пыраканĕ те, ĕçре тата обществăра пуçаруçă та, пурнăç тыткăчи тата илемĕ те.
Сăмаха вĕçленĕ май вара аннесемпе асаннесен ячĕпе уйрăмах тав сăмахĕ каласа хăварас килет. Кăçал Учительсен çулталăкĕ пулнă май пирĕн, ача амăшĕсен, хамăр ачасемшĕн, мăнуксемшĕн эпир чи пĕрремĕш учителĕ, вĕрентекенĕ пулнине те манмалла мар. Хамăрăн ачасене тăван çĕре, Тăван çĕршыва, çынсене юратма вĕрентмелле, вĕсене ĕçе хăнăхтарса ÿстермелле. Ачан пурнăç çулĕ çемьерен пуçланни çинчен пĕр самантлăха та манма юрамасть пирĕн.
Хисеплĕ хĕрарăмсем! Сире пурне те уяв ячĕпе чунтан саламлатăп. Çирĕп сывлăх, телей, ăнăçу, вăрăм кун-çул сунатăп. Ĕçри çитĕнÿсем хавхалантарса пыччăр, çемьере яланах килĕшÿпе ăнлану пултăр, çывăх çынсен юратăвĕ пурнăçăра илемлеттĕр, ачăрсем савăнăç çеç кÿччĕр, сăн-питĕртен йăл кулă пĕрре те ан çухалтăр.
Л. ПАВЛОВА калаçнă.