06 марта 2010 г.
Ялсен малашлăхĕ тата ял хуçалăх аталанăвĕ – Чăваш Республикин Президенчĕпе Правительстви умĕнче куллен тăракан ыйтусем. Вĕсене ăнăçлă татса пани туллинех Чăваш Ен малашлăхĕпе çыхăннă. Çавăнпа та çак кăткăс ыйтусене вырăнсенчи самоуправлени органĕсем те тăтăшах кун йĕркинче тытаççĕ. ЧР Президенчĕн 2009 çулхи декабрĕн 30-мĕшĕнчи «Чăваш Республикинче çĕнĕ урамсене (ялсене) хăвăртрах электрификацилесси çинчен» 99-мĕш номерлĕ Указĕ те çавăн çинченех калать. Епле пурнăçланать-ха асăннă саккун Муркаш районĕнче; Çак ыйтупа эпир район администрацийĕн капиталлă строительство, архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх управленийĕн тĕп специалист-эксперчĕпе Александр Юлианович СКВОРЦОВПА тĕл пулса калаçрăмăр. Çак калаçупа хаçат вулакансене паллаштарас тетпĕр.
– Александр Юлианович, Чăваш Президенчĕн Указне мĕнле кăмăлпа кĕтсе илтĕр-ха эсир; Юлашки 10-15 çулта чăвашсем пурăнакан вырăнсенче çине-çинех çĕнĕ урамсем çĕкленчĕç. Ку вара çамрăксем ялтах пурнăç йăвине çавăрни пирки калать. Анчах юлашки вăхăтченех çамрăк çемьесем йĕркеленĕ çĕнĕ урамсенче электричество çути çивĕч ыйту пулнă. Президентăн Указне пирĕн ялсене çутта кăларама пулăшать тесе йышăнмалла-тăр.
– Сăмах çĕнĕ урамсем пирки çеç пырать пулсан, капла каласан та пысăк йăнăш пулас çук. Мĕншĕн тесен иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенчен çĕкленнĕ урамсем чăваш ялĕсене çĕнĕ сăн кĕртрĕç. Вĕсем ял çыннисем те хăйсен пурнăç условийĕсене тĕпрен улăштарни пирки калаççĕ. «Ялсен обществăлла инфраструктурине аталантарма 723 миллион та 600 пин тенкĕ хушма укçа-тенкĕ каймалла. Вĕсенчен 340 миллионĕ – çĕнĕ урамсене (яллă вырăнсене) хăвăрт электрификацилесси пирки калакан Указа пурнăçлама», – тесе палăртрĕ Чăваш Республикин Президенчĕ Н. Федоров 2010 çулхи нарăс уйăхĕн 4-мĕшĕнче ЧР Министрсен Кабинетĕнче ирттернĕ ларура. Республика ертÿçисем ялсем çине çакăн пек тимлĕх уйăрни ялсен инфраструктурине çывăх вăхăтрах çĕнетсе улăштарасси пирки иккĕленÿ çук. Ăна валли кашни ял тăрăхĕн пуçлăхĕн, вырăнти депутатăн, ял çыннин ответлăха туйса ĕçлемелле кăна. Çĕнĕ урамсене (ялсене) электрификацилессипе республикăри тĕллевлĕ программа пурсăмăр та пĕр тĕллевпе ĕçлесен ялсен инфраструктурине лайăхлатассипе масштаблă проект пулса тăмалла. Ăна пурнăçа кĕртни ялсен пурнăçне тĕпрен улăштарĕ, яла çĕннине илсе çитерĕ.
– Республика çÿллĕшĕнчен Муркаш шайне анар-ха. Пĕтĕмĕшле тĕллевĕ пур, укçи-тенкине уйăраççĕ. Районта президент указне пурнăçласси мĕнле анлăшра-ха;
– Президент указĕ эпир тахçантанпах кĕтнĕ йышăну пулчĕ. Унпа туллин усă курса пирĕн халĕ çывăх вăхăтрах 56 çĕнĕ урама электричество çути кĕртмелле, унта пурăнакан çамрăк çемьесене тулли цивилизаци шайне кăлармалла. Çавăнпа та указ кун çути курсанах эпир ĕçе кÿлĕнтĕмĕр. Ăнланатпăр, кунта кĕтсе ларма юрамасть. Çакна ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем те халĕ тăтăш асра тытаççĕ, ку ыйтăва хăйсен кун йĕркинче пĕрремĕш вырăна лартаççĕ. Çĕнĕ урамсене электрификацилессипе района укçа-тенкĕ мĕн чуль килесси кашни ял тăрăхĕн пуçлăхĕн çаврăнăçулăхĕнчен килет. Уйрăмах хастаррисем 17 çĕнĕ урама электрификацилессипе проектсем хатĕрлерĕç те ĕнтĕ. Вĕсем халĕ электричество линийĕсен хуçисем патĕнче тĕрĕслевре.
– Ĕçĕсем пуçланни лайăх-ха, анчах тумалли ĕçсен калăпăшĕ те пĕчĕкех мар иккен.
– Çавăнпа та çывăрса юлмалла мар та паян. Çакна ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем манмасса шанас килет.
А. БЕЛОВ калаçнă.