06 марта 2010 г.
«Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунне халалланă уявсем районăн кашни ял тăрăхĕнчех çакăн пек савăнăçлă та массăллă иртмелле», – терĕ район администрацийĕн культура тата архив ĕçĕсен пайĕн пуçлăхĕ А.Е. Андреева, кĕçнерни кунхи уява вĕçлесе. Çак кун, мартăн 4-мĕшĕнче, районăн пур кĕтесĕнчен те пултаруллă та хастар хĕрарăмсене Муркаша, уява халалланă çавра сĕтел хушшине йыхравларĕç.
Тĕрлĕ ĕçре ĕçлекен маттур хĕрарăмсене ятран асăнчĕç, Тав çырăвĕсем парса чысларĕç уявра. Ăшă салам сăмахĕсем каласа парнеленĕ тутăрсем кашни хĕрарăмăн хул пуççийĕ çинчех илемлĕн курăнчĕç: маляр-и вăл е шкул директорĕ. Тепĕр тесен, чăваш хĕрарăмĕн сăнне тутăр хăçан пăснă-ха;
Хĕрарăмсене Муркаш район пуçлăхĕ Ю.А. Иванов, «Сундырь–Хлеб» чикĕллĕ яваплăхлă общество ертÿçи Л.Г. Ильгечкин (тутлă пылак çимĕçпе те сăйларĕ, илемлĕ юрă та парнелерĕ), Муркаш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н.И. Никитин саламланипе пĕрлех пĕр кун маларах «Муркаш пики – 2010» конкурсра çĕнтернĕ Татьяна Андреева та салам сăмахĕ каласа ташă парнелерĕ. Уява паллă юрăç И. Христофоров хутшăнни те пухăннисемшĕн парне вырăнне пулчĕ.
Хĕрарăмсем чуна уçсах калаçма пултарчĕç уяв кĕрекинче: хĕрарăмăн пурнăçĕнче татса памалли ыйтусем те нумай енлĕ-çке. Темĕнле йывăр ĕç те тума тивет унăн, çĕр çинче пурнăç пуçланнăранпах юрату, çемье ăшшин символĕ пулса тăраканăн. Арçынсен енчен тимлĕх пулни, Шомик шкул директорĕ Т. Майорова каланă пек, «хĕрарăма вĕçме май парать». «Вĕçекен» хĕрарăм вара темĕнле ĕçе те пурнăçлайрать. Тепĕр чухне арçын каланă ăшă сăмах темĕнрен те хаклă.
Апла пулсан, арçынсен хĕрарăмсене çунат хушма майсем ытларах туса парасчĕ. «Картина» вокалпа инструментсен ансаблĕнчи арçынсем пек. Вĕсем уявра кашни хĕрарăмах мăшăр çунат парнелерĕç тейĕн. Юрăсемпе киленсе залра ларакансем ташламасăр чăтаймарĕç. Хыççăн вара савăк кăмăлпа, çĕнĕ вăй-хăватпа çак савăнăçа хăйсен килĕсене, ĕç вырăнĕсене илсе кайрĕç.
Н. НИКОЛАЕВА.