Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Паян канăç паман ыйтусемпе

03 марта 2010 г.

Иртнĕ тунти кун район пуçлăхĕ Ю.А. Иванов район администрацийĕн яваплă ĕçченĕсемпе планерка ирттерчĕ. Чи малтанах Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕ тата социаллă аталану министерствин пирĕн районти социаллă хÿтлĕх пайĕн ертÿçи Н.П. Петрова социаллă хÿтлĕх пайĕ иртнĕ çул туса иртернĕ ĕç çинчен каласа пачĕ. Вăл çакна палăртрĕ. Иртнĕ çул тĕрлĕ йышши ача пособийĕсене тÿлеме 33 млн. çурăна яхăн тенкĕ укçа кайнă. Пурĕ районĕпе 5044 ача тĕрлĕ йышши пособи илсе тăрать.

Районта аслă ăрури çынсене те пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Паянхи куна районта 110 вăрçă ветеранĕ, вилнĕ салтаксен мăшăрĕсем 20-ĕн. Иртнĕ çул 3 вăрçă ветеранĕ çурт-йĕр лайăхлатма паракан пулăшăва илме тивĕçлине çирĕплетекен свидетельствăсем илнĕ. Хальхи вăхăтра РФ Президенчĕн Указĕпе килĕшÿллĕн вăрçă ветеранĕсемпе вĕсене танлаштарнисене çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма черете тăратас ĕç пырать. Юлашки çулсенче вилнĕ салтаксен мăшăрĕсене пурăнмалли çурта юсама та пулăшаççĕ. Ку пулăшусăр районта пĕр тăлăх арăм та юлман.

Районти социаллă хÿтлĕх пайĕ çавăн пекех пурнăçăн йывăр условийĕсене кĕрсе ÿкнĕ çынсене те пулăшать. Иртнĕ çул çакăн пек 154 çемьене тĕпченĕ, вĕсенчен 28-шне пулăшу панă. 120 ватăна килте социаллă ĕçченсем пăхаççĕ. Иртнĕ çул социаллă хÿтлĕх пайне вăл е ку пулăшу кирлипе 945 ватă çын килнĕ пулсан, вĕсенчен 32-шĕ çумне килте пăхма социаллă ĕçченсене çирĕплетнĕ, ыттисене тĕрлĕрен пулăшу панă.

Нина Пантелеевна социаллă хÿтлĕх пайĕ паракан ытти пулăшусем çинче те тĕплĕн чарăнса тăчĕ.

Планеркăра ял хуçалăх пайĕн тĕп специалист-эксперчĕ А.И. Павлов çуракине хатĕрленес ĕç епле пынипе паллаштарчĕ. Районти 4 хуçалăх элитăллă вăрлăх туса илсе сутассипе специализациленет: «Герой», Ильич яч. хис., «Ударник» тата «Бархаткин» фермер хуçалăхĕ.

Хальхи вăхăтра районта кашни ĕнерен вăтамран талăкра иртнĕ çулхи çак вăхăтринчен 900 грамм ытларах сĕт сăваççĕ. Суворов яч. хис. (18,1), Ильич яч. хис. (14,1), «Восток» (14), «Оринино» (13,8) хуçалăхсенче сăвăм тата та пысăкрах.

Районта çÿп-çап тăкмалли полигона тăвасси малалла пырать. Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, капиталлă строительство, архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх управленийĕн ертÿçи В.Г. Никитин пĕлтернĕ тăрăх, полигонăн пĕр пайне март уйăхĕн вĕçĕччен хута ямалла.

Планеркăра çавăн пекех кăçал ейÿ ытти çулхисенчен шывлăрах килесси, çавăнпа та ку вăхăта тĕплĕн хатĕрленмелли çинчен тата ытти ыйтусем тавра калаçрĕç.

Л.ПАВЛОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика