Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ăнăçу никĕсĕнче ĕç тăрать

27 февраля 2010 г.

Ăнăçу никĕсĕнче ĕç тăрать

Иртнĕ шăмат кун, нарăс уйăхĕн 20-мĕшĕнче, Уйкас Янасал ял тăрăхĕнчи Сосновкăри вĕрентÿпе культура центрĕнче Муркашсем пĕрле пухăнса районăмăрăн черетлĕ çуралнă кунне паллă турĕç. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи кĕрленĕ 1944 çулхи нарăс уйăхĕнче çĕнĕ тытăмра пĕрремĕш утăм тунă Муркаш Ен паян чылай ĕçре ыттисемшĕн тĕслĕх пулса тăрать. Çакă район тулашĕнче çеç мар, республика чиккинчен тухсан та аван курăнса тăрать. Çавăнпа та Муркашсемпе туслă çыхăну йĕркелес текенсем те малалла пăхса ĕçлекенсем хушшинче чылай. Ку вара çĕнĕ ĕмĕтсем çуратать.

Районăмăр 66 çул тултарнă ятпа ирттернĕ савăнăçлă пуху кăçал район тулашĕнче мар, хамăр тăван килтех иртрĕ. Палăртнă вăхăта пур ĕç коллективĕсен делегацийĕсем те Сосновкăри вĕрентÿпе культура центрне пухăнса çитрĕç. Халăх йышлă çÿремелли вырăнсенче районти культурăпа архив ĕçĕсен пайĕ йĕркеленĕ выставкăсем, Муркашпа Мăн Сĕнтĕр райповĕсем пуçарнă суту-илÿ тата кунти техĕмлĕ кукăль шăрши уяв чаплăлăхне ÿстерчĕç кăна.

Вăхăт çитнипе культура ĕçченĕсем уяв кунне пуçларĕç. Малтанах зала пухăннисене район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю. Иванов район историйĕпе паллаштарнă май Муркаш Енĕн иртнĕ çулхи социаллă-экономика аталанăвĕн утăмĕсене пĕтĕмлетрĕ. Район ял хуçалăх продукцине туса илессипе специализациленнĕрен, кунти ÿсĕмсем те пит хĕретмеллисем мар. Районта пурăнакансем пĕлтĕр ял хуçалăх продукцине пĕтĕмпе 1 миллиард та 645 миллион тенкĕлĕх туса илнĕ. Уйрăммăн илсен, тырă-пулă туса илессине виçĕм çулхинчен 15 процент (5 пин тонна) ÿстерсе 35 пин тоннăна, çĕр улмине 3,9 процент ытларах туса илсе пĕтĕмĕшле кăтартăва 58,3 пин тоннăна çитернĕ. Ку вăл Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕнчи ял хуçалăх производствин ÿсĕм утăмĕсем.

Çулсеренех Николай Григорьевич Ванеркин ертсе пыракан «Муркашри чăх-чĕп фабрики» уçă акционерлă общество çăмарта туса илессине ÿстерсе пырать. 2009 çулта кунта виçĕм çулхинчен 15 процент ытларах çăмарта туса илнĕ. Кашни чăхран 331 штук çăмарта илсе Европа шайне тухнă предприяти пĕлтĕр çăмарта туса илес производствăна пĕтĕмпе 57 миллион штук çăмартана çитернĕ. Асăннă предприятие район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю. Иванов Муркаш районĕнчи предприятисем, организацисем тата учрежденисем хушшинчи экономика ăмăртăвĕнче 2009 çул пĕтĕмлетĕвĕсемпе çĕнтернĕ тесе пĕлтерчĕ, çак ятпа диплом, укçан парне тата вымпел парса чысларĕ.

Иртнĕ çулхи экономика кризисĕнче районти промышленность предприятийĕсене те çăмăлах килмерĕ. Çакă вĕсен ĕç кăтартăвĕсенчен те курăнать. Анчах çулталăк вĕçленнĕ тĕле «Сеспель» тата «Муркашри кирпĕч завочĕ» уçă акционерлă обществăсем те кризис тыткăнĕнчен тухма пуçларĕç. Халĕ асăннă предприятисем производство аталанăвне унчченхи шая хăваласа çитерчĕç.

Муркаш Ен пĕр вырăнта тăмасть. Районта ыттисемпе пĕрлех «2007-2011 çулсенче пĕчĕк хуçалăх формисене аталантарасси» программа та пурнăçа кĕрсех пырать. Рынока пысăк пахалăхлă таварсемпе тивĕçтерессинче, хушма ĕç вырăнĕсем туса хурассинче пĕчĕк тата вăтам предпринимательство пĕлтерĕшлĕ вырăнта. Кăçалхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне районта 110 пĕчĕк тата вăтам предприяти, уйрăм предпринимательсем 878-ăн, 67 хресчен (фермер) хуçалăхĕ, потребительсен тата кредит кооперативĕсем 16 регистрациленнĕ. Пĕчĕк тата вăтам предпринимательствăра пĕтĕмпе 2800 çын ĕçлет. Ку вăл район экономикинче вăй хуракансен 25 проценчĕ. Иртнĕ çул çак пĕчĕк формăллă предприятисем 126,0 миллион тенкĕлĕх тавар туса кăларнă. Урăхла каласан, пĕтĕм продукцин 22 проценчĕ.

Производство мал туртăмлă аталанни районта вĕрентÿпе спорт тытăмне те, халăх сывлăхне тивĕçлĕ пăхса тăрассине те çĕнĕ технологисен шайĕнче пурнăçа кĕртсе пыма пулăшать. Çак ĕçре çамрăксем маттур пулни вĕсенчен уйрăмах хастаррисем Чăваш Республикин Президенчĕн стипендийĕсене тивĕçни çирĕплетет. Район кунĕнче вĕсем савăнăçлă лару-тăрура стипендиат пулнине çирĕплетекен хутсене алла илчĕç.

Çамрăксене ĕçре ăста хавхалантарнăшăн, ял хуçалăх производствинче нумай çул хушши ăнăçлă вăй хунăшăн тата район аталанăвне пысăк тÿпе хывнăшăн «Ударник» сăнавлă производство хуçалăхĕн директорне Платон Павлович Давыдова «Районăн хисеплĕ гражданинĕ» чыс пани те уявăн хăйне евĕрлĕхне çирĕплетрĕ кăна.

Район кунĕ спорта юратакансемшĕн те асра юлмалла пулчĕ. Çак кун вĕрентÿпе культура центрĕн спорт залĕнче волейбол спорчĕн ветеранĕн Г.Е. Лукинăн призĕсемшĕн шкулсем хушшинче ăмăрту иртрĕ. Унта 6 шкул команди хутшăнчĕ: Орининти, Ярапайкассинчи, Нискассинчи, Йÿçкассинчи , Етĕрне районĕнчи Советскинчи вăтам шкулсем тата Сосновкăри Н. Никольский ячĕпе хисепленекен пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулти «Сендрух» команда. Хĕрÿ кĕрешÿре Орининсем (тренерĕ С. Алексеев) маттуртарах пулчĕç. Иккĕмĕш вырăна вара кÿршĕ районти Советскинчи вăтам шкул команди çĕнсе илчĕ. Палăртмалла, хăнасен тренерĕ Сосновка шкулĕнчен вĕренсе тухнă Н. Порфирьев. Турнир йĕркелÿçи Георгий Егорович Лукин ертсе-вĕрентсе пыракан «Сендрух» команда вара аслă юлташĕсем хушшинче виççĕмĕш вырăна тухни те – ачасен пысăк çитĕнĕвĕ. Уйрăм номинацисенче «Усăллă вăйăçă», «Лайăх хÿтĕленекен», «Лайăх тапăнакан» ятсене «Сендрухри» Дима Семеновпа Саша Порфирьев тата Орининти Дима Иванов тивĕçрĕç.

Уяв Шупашкарти артистсен савăнăçлă концерчĕпе вĕçленчĕ.

А. БЕЛОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика