Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăрçă ветеранĕсем çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатĕç. Вĕсенчен хăшĕсем;

27 февраля 2010 г.

Кĕçех Аслă Отечественнăй вăрçăра Çĕнтерÿ тунăранпа 65 çул çитет. Пирĕн çĕршывра аслă ăрури çынсене пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Юлашки çулсенче пенси законодательствинче пулса иртнĕ улшăнусем те çакнах çирĕплетсе параççĕ. Кăçалхи январĕн 9-мĕшĕнче вара вăрçă вучĕ витĕр тухнă ватă салтаксемшĕн тепĕр ырă хыпар пулчĕ: çак кун РФ Президенчĕ Д.А. Медведев маларах йышăннă «Аслă Отечественнăй вăрçă ветеранĕсене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтересси çинчен» документа улшăнусем кĕртесси çинчен Указ кăларчĕ.

Мĕнлерех улшăнусем вĕсем; Çак тата вăрçă ветеранĕсене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтерессипе çыхăннă ытти ыйтусем тавра калаçрăмăр та ĕнтĕ Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕн тата социаллă аталану министерствин пирĕн районти социаллă хÿтлĕх пайĕн ертÿçин çумĕпе А.Н. КУЗЬМИНПА. Калаçу вара халь çеç тÿрремĕн лартнă ыйту хуравĕнчен пуçланчĕ. Акă мĕнле хурав пачĕ ун çине Анатолий Николаевич:

– Ку таранччен 2005 çулхи мартăн 1-мĕшĕччен пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма черете тăнă вăрçă ветеранĕсем çеç хăйсен çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма пултарнă пулсан, халĕ çак чикĕлеве пăрахăçланă. Апла пулсан, ку ыйтупа кирек хăш вăхăтра черете тăнисене те федераллă бюджет укçи-тенкипе çурт-йĕрлĕ пулма пулăшаççĕ. Ку вăл пĕрремĕш улшăну.

Асăннă Указ тата тепĕр çĕнĕлĕх те кĕртрĕ: унпа килĕшÿллĕн çынна сахал тупăшлă тесе шутлама май паракан нормăсем те тухса ÿкрĕç. Малтан çапла пулнă: енчен те ветерансен уйăхри пĕрлехи тупăшĕ пурăнмалли пĕчĕк минимумран иртсе кайнă пулсан, ăна çурт-йĕрпе тивĕçтермелли çăмăллатнă черете тăратман. Çавна пула нумайăшĕ черете те тăрайман. Халĕ вара ăна пăхмаççĕ, мĕншĕн тесен паян вăрçă ветеранĕсен пенсийĕ пĕчĕкех мар. Вăл вĕсене сахал тупăшлă тесе калама май памасть. Чăннипех те тивĕç вĕсем çакна.

– Апла пулсан, çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма паян кашни ветеранăн шанăç пур;

– Çапла, çурт-йĕр условийĕсем тивĕçтермеççĕ, вĕсене лайăхлатмалла тесе йышăннă ветерансене пÿрт лартма е туянма укçан тÿлев параççĕ.

– Кунта тÿрех çак ыйту тухса тăрать: вăл е ку ветеранăн пурăнмалли условийĕсем япăххине мĕне кура хаклаççĕ; Камсене чăннипех çурт-йĕр кирлĕ, тесе шутлаççĕ;

– РФ Çурт-йĕр кодексĕн 51-мĕш статйипе килĕшÿллĕн çакна палăртмалли никĕссенчен пĕри – ветеран пурăнакан пÿлĕмре унта регистрациленнĕ кашни çемье членĕ пуçне лекекен пĕтĕмĕшле лаптăк вырăнти хăй тытăмлăх органĕнче палăртнă учетри нормăра палăртнă лаптăкран пĕчĕк пулни. Паянхи кун ку норма пĕр çын пуçне 12 тăв. метрпа танлашать.

Ветерансем (вĕсен тăлăха юлнă мăшăрĕсем тата çемье членĕсем) пурăнакан çурта ведомствăсем хушшинчи комисси пурăнма юрăхсăр, ăна юсама тата реконструкцилеме май çук, тесе йышăнать пулсан, çавсен, чăннипех те, çурт-йĕре лайăхлатмалла, тесе йышăнаççĕ. Çурт-йĕр кирлисен шутне çавăн пекех çурт-йĕр пачах та çук ветерансем (вĕсен тăлăха юлнă мăшăрĕсем тата çемье членĕсем) кĕреççĕ.

Ветеран темиçе çемьепе пĕрле пурăнать пулсан, çемьере вăрăма кайнă йывăр чирпе чирлекен пулсан тата унпа пĕрле пурăнма май çук пулсан та ветерана çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма учета илеççĕ. Кунта мĕнле чирсем кĕнин переченне РФ Правительстви хатĕрленĕ.

– Ветерансен çемье членĕсем, терĕр. Вĕсенчен камсем çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма пултараççĕ;

– Ветеранăн çемйин членĕ шутне унпа пĕрле пурăнакан мăшăрĕ тата ачисем кĕреççĕ. Тĕслĕхрен, вăл вĕсем патĕнче пропискăра тăрать пулсан.

Тата çакна та палăртмалла. Вăл хăйне хăй тăрантарса пурăнать е кам та пулин пăхать, пенсин кирек хăш тĕсне илтĕр е кирек мĕн чухлĕ ĕçлесе илтĕр – çаксене пăхмасăр тата çаксене çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма социаллă пулăшу параççĕ: вилнĕ Аслă Отечественнăй вăрçă инваличĕн тата участникĕн ашшĕ-амăшне, Аслă Отечественнăй вăрçăра вилнĕ вăрçă участникĕн мăшăрне, енчен те вăл тепĕр хут мăшăрланман пулсан.

– Анатолий Николаевич, «Ветерансем çинчен» саккунра ветерансене тивĕçекен пурăнмалли лаптăка та палăртса хăварнă. Çавăн чухлех юлать вăл е кунта та улшăнусем пур;

– «Ветерансем çинчен» саккунпа килĕшÿллĕн ветерансене пурăнмалли лаптăкпа тивĕçтермелли норма 22 тăваткал метртан та кая пулнă пулсан, халĕ Аслă Отечественнăй вăрçă ветеранне тивĕçтермелли пурăнмалли пĕтĕмĕшле лаптăк 36 тăваткал метрпа танлашать.

– Анатолий Николаевич, хулара е район центрĕнче пурăнакан ветерансене ку енĕпе çăмăлтарах пулать пек: вĕсене хваттерсемпе тивĕçтереççĕ. Пирĕн районта ветерансем ытларах ялсенче пурăнаççĕ. Мĕнлерех пулĕ вĕсене ку енĕпе паракан пулăшу;

– Саккунпа килĕшÿллĕн ветеран хăй ăçта пурăнассине (хăш хулара е ялта) тата пурăнмалли вырăн формине хăех суйласа илме пултарать: хваттерте пурăнас тет-и е уйрăм çуртра, е тата общежитинчи пÿлĕмре – ку хăйĕн ирĕкĕ. Çавăн пекех хăй валли çурт лартас тет пулсан, кун пек те юрать. Пирĕн Чăваш Республикинче ветерансене çурт-йĕрпе тивĕçтересси вĕсене пĕр хутчен паракан социаллă тÿлев панипе пулса пырать. Урăхла каласан, çав суммăпа ветеран кирек хăш ялта е хулара çурт туянма-лартма е хваттер туянма пултарать.

– Çав сумма миçе тенкĕпе танлашать;

– Ку вăл ветеран пурăнакан регионта 1 тăваткал метр лаптăк мĕн чухлĕ тăнинчен килет. Ăна РФ Регионсен аталанăвĕн министерстви палăртать. Паянхи куна Чăваш Республикинче 1 тăваткал метр лаптăк 25,3 пин тенкĕпе танлашать. Çак суммăна ветерана тивĕçекен пурăнмалли лаптăк çине – 36 тăваткал метр çине хутлатпăр та çак социаллă тÿлев миçе тенкĕпе танлашнине тупатпăр. Вăл 910,8 пин тенкĕпе танлашать.

– Ветерансене çурт-йĕр- пе тивĕçтермелли вăхăт паллă-и;

– Хальлĕхе кун пек вăхăта палăртман. Çакă РФ Президенчĕн Указĕпе çурт-йĕр илес текен ветерансемпе вĕсемпе танлаштарнă категорие кĕрекенсен шайĕ ÿссе пынипе çыхăннă пулĕ. Хальхи вăхăтра Президент Указĕпе çурт-йĕрлĕ пулмалли çынсен иккĕмĕш черет списокне хатĕрлес ĕç пырать.

– Иккĕмĕш черет тени мĕне пĕлтерет;

– Çав иккĕмĕш черете 2005 çулхи мартăн 1-мĕшĕ хыççăн çурт-йĕр илме заявленисем панисене кĕртеççĕ. Хальхи вăхăтра министерство, прокуратура ĕçченĕсем вырăнти хăй тытăмлăх органĕсене çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма пулăшу кирлисен йышне кĕртме ыйтса заявлени çырнă ветерансен учета илнĕ докуменчĕсене тĕрĕслес ĕç пырать.

– Енчен те кам та пулин часрах хваттерлĕ пулас тесе хăйсен урăх çĕрте пурăнакан ачисене пропискăна тăратнă пулсан е юриех хăй пурăнакан çурта юрăхсăра кăларчĕ пулсан. Капла ыйтма та килĕшÿллех мар-ха та...

– Кун пек чухне ăна çак ĕçсене туса ирттернĕ кунтан пуçласа 5 çултан çеç çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма учета илеççĕ.

– 2005 çулччен черете тăнисем Аслă Çĕнтерÿ кунĕччен илееççĕ-и çак пулăшăва;

– Унччен илмелле. Пирĕн районта пурăнакан ветерансенчен çав вăхăтчен черете тăнă 3 ветеран иртнĕ çул ку пулăшăва илнĕ.

– Пирĕн районтан миçе вăрçă ветеранĕ çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатĕ;

– Районĕпе паянхи куна 112 ветеранпа вĕсемпе танлаштарнисем пурăнаççĕ пулсан, паянхи куна вĕсенчен 24-шĕ çурт-йĕре лайăхлатма черете тăнă.

Л. ПАВЛОВА калаçнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика