Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ю.А. ИВАНОВ, район пуçлăхĕ: «Малалла та пĕр тĕллевпех ĕçлесчĕ»

20 февраля 2010 г.

Муркаш районĕн хисеплĕ ĕçченĕсем!

Паян эпир, йăлана кĕнĕ тăрăх, районăн иртнĕ çулхи социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвне пĕтĕмлететпĕр. Чăваш Республикин Президенчĕн Н.В. Федоровăн Указĕпе килĕшÿллĕн 2009 çул Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕ пулчĕ.

Пĕтĕмпе ял хуçалăх продукцине 1 млрд. та 645,0 млн. тенкĕлĕх туса илтĕмĕр: çакăн 38 процентне ял хуçалăх предприятийĕсем туса илчĕç, тепĕр 62 процентне – килти хушма хуçалăхсем.

Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕнче 2008 çулхинчен 15 процент – 5 пин тонна ытларах – пурĕ 35 пин тонна тырă туса илтĕмĕр. Тухăç 24,4 центнерпа танлашрĕ.

Çĕр улмие те, пур категориллĕ хуçалăхсене шутласа, 2008 çулхинчен 3,9 процент ытларах – 58,3 пин тонна туса илме пултартăмăр. Кашни гектартан вăтамран 163,6 центнер тухрĕ вăл.

Юлашки çулсенче районта пушă выртакан ял хуçалăх çĕрĕсемпе ытларах усă курма пуçларăмăр. 2009 çулта кăна çакнашкал 1592 гектар çĕре ĕçе кĕртрĕмĕр.

Туса илнĕ ял хуçалăх продукчĕсенчен 69 проценчĕ – выльăх-чĕрлĕх продукцийĕ. Сĕте, пур категориллĕ хуçалăхсене шутласа, виçĕм çулхинчен 2,5 процент ытларах туса илтĕмĕр. Шел пулин те, аш туса илесси пĕлтĕр 2008 çулхинчен 1,1 процент чухлĕ чакрĕ. Ку вăл пур категориллĕ хуçалăхсемпе шутласан. Ял хуçалăх предприятийĕсенче вара вăл 30 процент чакрĕ. Кунта, паллах, выльăхсен йышĕ чакса кайни япăх витĕм кÿчĕ.

Пирĕн выльăх-чĕрлĕх отраслĕнчи ĕçе тĕпренех улăштармалла. Выльăхсене тытассинче тата тăрантарассинче çĕнĕ технологипе усă курмалла. Çапла майпа выльăхсен йышне те, выльăх-чĕрлĕх продукцине туса илессине те ÿстермелле. Ку енĕпе ытти регионсен опычĕпе паллашни те ытлашши мар. Шăпах ытти регионсен опытне тĕпчесе, вĕсен опычĕпе усă курнипе ĕнтĕ Суворов яч. хис. (ертÿçи – Владимир Славич Андреев), «Оринино» (ертÿçи – Юрий Николаевич Шишокин), «Герой» (Ростислав Николаевич Тимофеев), «Ударник» (Платон Павлович Давыдов) хуçалăхсем выльăх-чĕрлĕх продукцине туса илессинче ырă утăмсем турĕç.

Çулсеренех Николай Григорьевич Ванеркин ертсе пыракан «Моргаушская» чăх-чĕп фабрики» акционерла уçă общество çăмарта туса илессине ÿстерсех пырать. 2009 çулта кунта виçĕм çулхинчен 15 процент ытларах – 57 млн. штук, кашни чăхран 331 штук çăмарта илнĕ.

Ял хуçалăх продукцине туса илессипе тата вырнаçтарассипе ăнăçлă ĕçлекен ял хуçалăх предприятийĕсене патшалăх та палăрмаллах пулăшать. Иртнĕ çул хуçалăхсене çак тĕллевпе федераллă тата республика бюджечĕсенчен виçĕм çулхинчен 14,5 млн. тенкĕ ытларах – пурĕ 93,2 млн. тенкĕлĕх субсиди парса пулăшнă.

Килти хушма хуçалăхсене аталантарма 310 çемье 46 млн. та 405 пин тенкĕлĕх çăмăллатнă кредитсем илнĕ. Манăн килти хушма хуçалăха аталантарса пыракан, туса илнĕ продукцине йĕркеллĕ вырнаçтарса пыракан Галина Николаевна Александрована (Шетмĕпуç ял тăрăхĕ), çавăн пекех Катькас ял тăрăхĕнчи Михаил Алексеевич Каликов хресчен (фермер) хуçалăхне уйрăмах ырăпа асăнса хăварас килет.

Районта çĕр лаптăкĕсене арендăна тата харпăрлăха парас ĕç те пырать. Иртнĕ çул 42 çĕр лаптăкĕ тĕлĕшпе аукцион ирттернĕ. Çĕре арендăна парассипе юридически лицосемпе 31 килĕшÿ тунă. 343 çын çĕр лаптăкĕсене нумай вăхăтлăха арендăна пама ыйтса заявлени панă пулсан, вĕсенчен 298-шĕпе ку енĕпе килĕшÿ тунă. Çавăн пекех аренда килĕшĕвĕ çумне тепĕр хушма килĕшÿ тунă.

Иртнĕ çул районти промышленность предприятийĕсене те çăмăл пулмарĕ. Промышленность продукцине виçĕм çул туса илнин 56,9 проценчĕ чухлĕ çеç туса илнĕ – пурĕ 661,3 млн. тенкĕлĕх.

Йывăрлăхсене пăхмасăр, потребительсен рынокĕ малтанхи çулсенче çитнĕ чикĕсенчен каялла чакмасть. Халăхăн ыйтăвĕсене тивĕçтерессин пахалăхне лайăхлатассипе татăклă утăмсем тăваççĕ. Ваккăн сутмалли тавар çаврăнăш калăпăшĕ 2009 çулта пĕтĕмпе 586,0 миллион тенкĕлĕх пулнă е 2008 çулхинчен 1 процент ытларах. Çак суммăн 78 процентне (461 млн. тенкĕлĕх) Борис Васильевич Андреев тата Людмила Петровна Майкова ертсе пыракан Муркашпа Мăн Сĕнтĕр райповĕсен предприятийĕсем тунă.

Районта пулăшусен рынокĕ те аталансах пырать. Иртнĕ çул 73,8 млн. тенкĕлĕх тÿлевлĕ пулăшусем панă. Ку вăл виçĕм çулхинчен 11 процент нумайрах. Кунта çурт-йĕрпе коммуналлă пулăшусем панин тÿпи пысăккине палăртмалла.

Нина Игнатьевна Правдина ертсе пыракан Муркашри почтамт ĕçченĕсем районта пурăнакансем патне вăхăтра хаçат-журнал çитереççĕ, тĕрлĕ çăмăллăхсем параççĕ.

Телефон тата Интернет çыхăнăвĕн пахалăхне лайăхлатассипе районта нумай ĕç туса ирттернĕ. Паянхи куна 4095 телефон, вĕсенчен 1221-ĕшне Интернетпа çыхăнтарнă. Иртнĕ çулта пур АТСсене те цифрăллă система çине куçарнă, вĕсен шучĕ 20 çитрĕ.

Районта «2007-2011 çулсенче пĕчĕк хуçалăх формисене аталантарасси» программа пурнăçа кĕрет. Рынока пысăк пахалăхлă таварсемпе тивĕçтерессинче, хушма ĕç вырăнĕсем туса хурассинче пĕчĕк тата вăтам предпринимательство пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать. Январĕн 1-мĕшĕ тĕлне районта 110 пĕчĕк тата вăтам предприяти, уйрăм предпринимательсем 878-ăн, 67 хресчен (фермер) хуçалăхĕ, потребительсен тата кредит кооперативĕсем 16. Пĕчĕк тата вăтам предпринимательствăра пĕтĕмпе 2800 çын ĕçлет. Ку вăл район экономикинче ĕçлекен çынсен 25 проценчĕ пулать. Иртнĕ çул çак пĕчĕк формăллă предприятисем 126,0 млн. тенкĕлĕх тавар сутнă. Урăхла каласан, сутнă пĕтĕм продукцин 22 проценчĕ пулать.

2009 çулта пĕчĕк тата вăтам предпринимательствăна пулăшмалли программăна хутшăнса, район 1274,7 пин тенкĕлĕх грант выляса илчĕ. Ку укçапа пĕчĕк предприятисен производствине тата харпăр хăй бизнесне аталантарнă çĕрте усă курнă.

Районта çурт-йĕр, социаллă сфера объекчĕсене тăвасси, çулсем тăвас тата юсас ĕçсем малалла пыраççĕ. Районта уйрăм çынсем те çурт нумай тăваççĕ.

Çурт лартма граждансене социаллă тÿлевсем парса пулăшаççĕ. Иртнĕ çул 12 çамрăк специалиста çурт лартма е хваттер туянма 6705,015, пин тенкĕлĕх патшалăх пулăшăвне илме çирĕплетекен свидетельствăсем панă.

Çавăн пекех 2009 çулта ялта пурăнакан 5 граждан пурĕ 2304,910 пин тенкĕлĕх патшалăх пулăшăвне илчĕ.

2002-2010 çулсем валли йышăннă «Çурт-йĕр» программăн «Çамрăк çемьесене çурт-йĕрпе тивĕçтересси» подпрограммипе килĕшÿллĕн 4 çамрăк çемье асăннă пулăшупа усă курма право паракан свидетельствăсем илнĕ. Пурĕ федераллă бюджетран 1653,8 пин, республика бюджетĕнчен 384,1 пин, вырăнти бюджетран 106,6 пин тенкĕлĕх пулăшнă çамрăк çемьесене.

Çавăн пекех «2002-2015 çулсенче çурт-йĕр проблемине татса парас тĕлĕшпе çамрăк çемьесене патшалăх пулăшăвне парасси» республика программипе килĕшÿллĕн тепĕр 2 çамрăк çемьене республика бюджетĕнчен 507,6 пин тенкĕлĕх субсиди панă.

Çавăн пекех 2009 çулта Чăваш Республикин «Çурт-йĕр хутшăнăвĕсене йĕркелесси» саккунĕпе килĕшÿллĕн Москакасси тата Мăн Сĕнтĕр ял тăрăхĕсенчи 2 тăлăха çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма республика бюджетĕнчен 1485,0 пин тенкĕлĕх пулăшу панă.

Уйрăм çынсен çурчĕсене пурĕ 26330 тăв. метр чухлĕ тунă.

2009 çулта нумай хваттерлĕ çуртсене юсассипе те япăх мар ĕçлерĕмĕр. Пĕтĕмпе нумай хваттерлĕ 10 çуртра тĕплĕ юсав ĕçĕсем туса ирттертĕмĕр: пурĕ 11159755 тенкĕлĕх.

Иртнĕ çул тунă тепĕр пысăк утăм вăл - çÿп-çап тăкмалли полигона тума пуçлани. 12 гектар йышăнать вăл, 4 котлованран тăрать. Полигонăн сметăпа пăхнă хакĕ – 100 миллион та 36 пин тенкĕ пулсан, 78649 пин тенкĕпе кунти ĕçсене «Чувашавтодор» акционерсен уçă обществи пурнăçлать. Полигон валли федераллă бюджетри субсидипе усă курса, çÿп-çап турттармалли автомашина, экскаватор, КамАЗ автомашина туяннă.

2009 çулта çулсем тăвассипе нумаях ĕçлеймерĕмĕр. 3,04 км тăршшĕ «Мăн Сĕнтĕр – Ильинка» çула реконструкциленĕ, 9082,513 пин тенкĕлĕх çул юсанă.

Вĕрентÿ сферине илес пулсан, паян вĕрентÿ учрежденийĕсенче ачасене тарăн пĕлÿ пама пур условисем те пур. Шкул çулне çитмен ачасене тĕрлĕ майпа вĕрентеççĕ. 10 сехетпе ĕçлекен ушкăнсем районта 47, 12 сехетлĕ ушкăнсем 31, талăкĕпех ĕçлекен 2 ушкăн, кĕскетнĕ вăхăтпа ĕçлекен 7 ушкăн пур. Иртнĕ çул Яракри Культура çуртĕнче 10 сехетпе ĕçлекен ушкăн уçăлнă, «Путене» ача садĕнче тепĕр 3 ушкăн уçнă.

Çитĕнÿсемпе пĕрлех туса çитерейменнисем те пур ку тĕлĕшпе. Муркашпа Мăн Сĕнтĕрте шкул çулне çитмен ачасем валли ача сачĕсенче вырăнсем çитмеççĕ, ача сачĕн çурчĕсене те тĕплĕ юсаса, пурлăхпа техника тĕлĕшĕнчен çирĕплетмелле.

Районта массăллă спорт аталансах пырать. Пирĕн районта иртнĕ çул республикăри ялти хĕллехи 4-мĕш спорт вăййисем иртрĕç. Унсăр пуçне çулла çамрăк армеецсен республикăри «Зарницăпа» «Орленокăн» 41-мĕш финалти вăййисем те пирĕн районта пулчĕç.

2009 çулта массăллă разрядлă 2390 спортсмен, 1 разрядлă 20 спортсмен, 4 спорт мастерĕн кандидатне хатĕрленĕ.

Районти сывлăх сыхлавĕн сферинче те нумай ырă улшăнусем пулса иртрĕç. Сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕн пурлăхпа техника бази палăрмаллах çирĕпленчĕ. Юлашки çулсенче районта пĕтĕмĕшле практика врачĕн 10 уйрăмĕ уçăлчĕ. 2009 çулта вăл Катькасра хăйĕн алăкĕсене уçрĕ. Вĕсенче паянхи кун ыйтакан медицина оборудованийĕ вырнаçтарнă. Районти медицина ĕçченĕсем 2009 çулта çул çинчи инкеке лекнисене медицина пулăшăвĕ памалли программăна та хутшăнчĕç. Çакна валли района 2,5-шер миллион тенкĕ тăракан икĕ «Васкавлă пулăшу» машини килчĕ. Ку сферăра тунă тепĕр çитĕнÿ вăл – районти тĕп больница «Чăваш Республикинчи сывлăх сыхлавĕн чи лайăх учрежденийĕ» конкурса хутшăнни. «Чи лайăх район больници» номинаци çĕнтерÿçи пулса тăчĕ: 500 пин тенкĕлĕх медицина оборудованине тивĕçрĕ. 2009 çулта çавăн пекех районти тĕп больницăн çĕнĕ поликлиникин проектне туса пĕтернĕ.

Районта пурăнакансенчен 1003 çынна хушма диспансеризаци витĕр кăларнă. Вăл е ку чиртен прививка тăвасси малалла пырать. Грипран 5240, сысна грипĕнчен 1350, «В» гепатитран 1187 çынна прививка тунă. Пĕтĕмпе 5371 ачана, çитĕннисенчен 1219 çынна прививка тунă.

Иртнĕ çул Чăваш Республикин Президенчĕн Указĕпе килĕшÿллĕн культура учрежденийĕсене çĕнетес ĕçе малалла тăсрăмăр, Кашмашри, Ваçкассинчи, Чуманкассинчи, Мăн Сĕнтĕрти Культура çурчĕсене модернизацилерĕмĕр. Кăçал Орининти Культура çурчĕ те çак шая çитет, халĕ унта юсав ĕçĕсем пыраççĕ. Халăх пĕрлĕхĕн кунĕнче вунă çул ытла «ниме» йĕркипе тунă Яракри Культура çуртне хута ятăмăр. Çак культура вучахне хута ярассинче Культура çурчĕн директорĕ Рудольф Германович Замятин питĕ хытă тăрăшрĕ. Ял çыннисене пĕр чăмăра чăмăртаса пĕтĕм ĕçе йĕркелеме пултарчĕ. Çĕнĕ культура учрежденийĕ республикăри «Илеме хамăр алăпах тăватпăр» конкурсра 3 вырăн йышăнма пултарчĕ, 100 пин тенкĕлĕх парнене тивĕçрĕ.

Кăçал Аслă Отечественнăй вăрçăра Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 65 çул çитет. Пире мирлĕ пурнăç парнеленĕ вăрçăри тата тылри салтаксен пурнăçне çăмăллатассишĕн тимлемелле пирĕн, çак куна чыслăн кĕтсе илмелле. Ялсенчи палăксене тирпейлемелле. Ку енĕпе ырă тĕслĕхсем çук мар районта. Чуманкасси ял тăрăхĕнчи Якаткассинче пурăнакансем хăйсен вăйĕпе вăрçăра вилнисене асăнса парк чĕртрĕç, унтах обелиск вырнаçтарчĕç. Çак ырă тĕслĕх ытти çĕрте те пурнăçа кĕрессе шанас килет.

Хаклă çыннăмăрсем! Пирĕн хамăрăн пурнăçа хамăрăн лайăхлатмалла. Лайăхрах пурăнас тесен, проблемăсене вăхăтра татса памалла. Умри задачăсем пĕчĕк мар. Вĕсем Чăваш Респубикин Президенчĕн Н.В. Федоровăн Чăваш Республикин Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнчен те яр! уççăнах курăнса тăраççĕ. РФ Президенчĕ 2010 çула Учитель çулталăкĕ тесе ят пани пирĕн ачасем пурнăçра хăйсен вырăнне тупма пултарччăр, илнĕ пĕлÿпе пурнăçра усă курма пĕлччĕр, тесе тăрăшмаллине пĕлтерет. Çавăн чухне çеç пирĕн пуласлăх шанчăклă алăра пулĕ: район та, республика та, çĕршывăмăр та малалла аталанĕ.

Пурне те тепĕр хут уяв ячĕпе саламлатăп. Çирĕп сывлăх, ĕçре ăнăçу, çемьере килĕшÿ сунатăп.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика